Ăшă йăвара çунат сараççĕ
— Анне, купăста йăранне шăвартăм, сухана та шăварас-и? — чĕвĕлтетет 8 çулти Маша.
— Ӳркенмесен шăварах, ытлашши пулмĕ, — хĕр пĕрчи ĕçрен ютшăнманнишĕн хĕпĕртесе калать амăшĕ.
Çапла, çуллахи вăхăтра Михайловсен ачисем куллен ашшĕ-амăшĕ çумĕнче кăштăртатаççĕ. Çын ĕçлесен кăна пурнăçа тивĕçлĕ шайра ăнăçтарма пултарасса ăша хывса ӳсеççĕ. Светлана Николаевнăпа Владимир Петрович вара ачисене тăрăшулăхшăн хавхалантарма яланах мĕн те пулин кăсăкли шухăшласа тупаççĕ. Çерем çинче мечĕк
хыççăн чупма та ӳркенмеççĕ-ха çур ĕмĕре хыçа хăварнăскерсем. «Ачасемпе юнашар хамăра çамрăкрах туятпăр, вĕсем пире малалла пурăнма вăй-хăват параççĕ», — теççĕ асаттепе асанне ятне илтме те ĕлкĕрнĕскерсем.
Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун умĕн инçе çула кĕскетсе Тăвай районне çула тухрăмăр. Ку тăрăхри Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Михайловсен йышлă çемйине республикăра иртнĕ пĕр уявра курма тӳр килнĕччĕ, хальхинче пысăк чĕреллĕ кил хуçисемпе, вĕсен пултаруллă та маттур ачисемпе çывăхрах паллашма май пулчĕ.
Чĕрери ыратăва пусарма
Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă пилĕк ачана хăйсен хӳттине илнĕ çак çемье. Паллах, пурне те пĕр харăс мар. Çапах та чи малтан çакнашкал утăма тума епле хăюлăх çитернĕ-ха?
— Ача çуртĕнче çитĕнекен пĕр-пĕр ачана усрава илес шухăш аслă ывăлăма çухатнăранпах чĕрере амаланнă, — Светлана Николаевнăпа калаçăвăмăр тунсăхлă асилӳрен пуçланчĕ.
Çирĕм çул каялла саккăрти Денис ялти пĕвере путса вилнĕ. Çакнашкал хуйха чăтса ирттересси ашшĕшĕн те йывăр, ачана çутă кун парнелекеншĕн, ăна тăхăр уйăх хăйĕн варĕнче йăтса çӳренĕ амăшĕшĕн вара — чĕре çурăлса каясла ырату.
— Çамрăк чухне, пĕрлешсенех, мăшăрпа пысăк çемье, сак тулли ача-пăча çинчен ĕмĕтленеттĕмĕр те — пулаймарĕ, çапах Турри пире шеллерĕ пулас — халĕ ав чăннипех пӳрт тулли, — тунсăха сирсе, хăйĕн çумĕнчи икĕ хĕр пĕрчине куçран ăшшăн пăхса йăл кулчĕ хĕрарăм.
Патронаж çемьесем çинчен пуçласа илтсен Михайловсем те Канашри ача çуртне çул тытаççĕ. Çуллахи каникула хăйсем патĕнче ирттерме пĕр хĕрачана илсе килеççĕ. Вунă çулти Настя çĕнĕ çынсене хăвăртах хăнăхать, хăтлă кил-çуртра хăйне ирĕклĕ туять. Кил хуçисем ăна хăйсем патĕнчех хăварма та килĕшеççĕ, анчах документ тăрăх вăл «тăлăх маррине» пула Настьăна опекăна илме май килмен.
— Хĕллехи каникула вара интернатри сакăр ачана илсе килтĕмĕр. Пĕри те тепри яланлăх юласшăн пулчĕç. Ун чухлĕ ачана тӳрех кам, епле патăр-ха пирĕн алла? Пĕртăван Альăпа Артура, Шупашкар районĕнче Янăшкасси ялĕнче çуралса ӳснĕскерсене, суйласа илтĕмĕр. Асли, Аля, тăххăртаччĕ, шăллĕ — саккăрта. Вĕсен килĕнче вăйлă пушар тухнă, пӳрчĕ çунса кĕлленнĕ. Ашшĕ таçта çапкаланса çӳренĕ, амăшĕ ачисене вăхăтлăха тесе Канашри интерната леçнĕ. Пĕр çуллăх хăварма килĕшнĕ хыççăн патшалăх çуртĕнчи ачисене пырса та курман-мĕн, — каласа кăтартнă чухне шеллев туйăмне палăртмасăр чăтаймасть иккĕмĕш амăшĕ.
Альăпа Артура хӳтлĕхе илес шухăша Михайловсен тăван ывăлĕ Леня та сивлемен. Ун чухне вăл шăпах шкул пĕтерсе аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Килте йăмăкпа шăллĕ пулни начар-им? Ачасем Леньăпа çăмăллăнах туслашнă.
— Пурнăçра темĕн те курма тӳр килнĕ пулсан та ытла чарусăрланмастчĕç. Чăн та, пурăнма килсенех пĕр пăтăрмах пулса иртнĕччĕ. Артур /халĕ вăл Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет/ шкултан таврăннă та сĕтел çинче выртнă çĕр тенкĕлĕх укçана ыйтмасăр илнĕ. Эпĕ темле майпа хутлă укçа куç умĕнчен çĕтнине асăрхарăм — ăçта-ши тесе ыйтрăм. Арçын ача курман тесе тунчĕ. Вăл суйнине сисрĕм. Кăшт вăхăт иртсен çакăн çинчен каларăм. Хăйĕн йăнăшне каллех йышăнмарĕ. Эпĕ укçа çинчен урăх аса та илмерĕм, Артур вара хăйĕн валли вырăн тупаймасăр хăшкăлчĕ, юлашкинчен айăпне йышăнчĕ. Çак кунранпа пирĕн килте суяс йăла çуккине пурте лайăх пĕлеççĕ. Артур вара ку енĕпе çемьене çĕнĕ ача хутшăнса пымассерен çирĕп асăрхаттараканни: «Светлана Николаевна тĕрĕссине пурпĕрех пĕлет, суйса-вăрласа ан аппаланăр, мĕн кирлине унран тӳррĕн ыйтăр», — воспитани ĕçĕ хăйĕн çимĕçне панине çирĕплетеççĕ кил ăшшине упраканăн сăмахĕсем.
Аля — Михайловсен усрава йышăннă ачисемшĕн пуриншĕн те тĕслĕх. Шкулта тăрăшса вĕреннĕскер Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене лайăх тытнă. Çапла пĕлтĕр аттестат алла илсен хĕр Хусанти пĕр аслă шкулта пĕтĕм тĕнче историйĕн факультетне вĕренме кĕнĕ.
Шел, Альăпа Артурăн тăван амăшĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ: çакăн çинчен вĕсене тăванĕсем ăна пытарса тирпейленĕ хыççăн чылайран кăна пĕлтернĕ. Мускав облаçне тухса кайнă хĕрарăм машина айне пулнă... Михайловсем унăн вилтăприне шыраса тупнă, унта ачисене илсе кайса килнĕ.
Тăнăçлăх хакĕ
Михайловсен чи вăтанчăк та шăп ачи — Сергей /сăнӳкерчĕкре/. Ăна та малтанах каникулта канма илсе килнĕ. Ешĕл те илемлĕ, лăпкă кăна ял Енĕш Нăрваш, ăшă кăмăллă кил хуçисем, хăтлă хуçалăх... — кун пеккине хальччен курман Канаш ачи. Амăшне иккĕре-виççĕре чухнех çухатнăскерĕн темĕн те курма тӳр килнĕ. Чунне йăпăр-япăр уçса калаçманскершĕн интернат та читлĕх евĕрех туйăннă-тăр. Çавăнпах унта таврăнма вăхăт çитсен вăл Михайловсенчен уйрăласшăн пулман. Анчах йĕркене пăхăнмаллах. Вĕренӳ çулĕ пуçланнă — вĕренесшĕн те пулман, апат та йĕркеллĕн çимен арçын ача. Хăшкăлса çитнĕ воспитательсен ирĕксĕрех Тăвай тăрăхĕнчи Михайловсене шăнкăравлама, арçын ачана хăйсен хӳттине илмешкĕн тархаслама тивнĕ. Тăнăçлăхпа ăшăлăха чунтан хаклакан Сергейшăн пурнăçра кунран та лайăхрах парне урăх кам кӳнĕ-ши?
Сергей вĕренӳре «уксахланă». Светлана Николаевна кашни каç уроксене хатĕрленме пĕрле ларнă. Лайăх вулама хăнăхтарасси, шухăшлавне аталантарасси çинчен ĕмĕтленнĕ. Тăрăшнин усси пурах: ĕлкĕрсе пырассипе пурăна-киле вăтам шая çитнĕ, уйрăм предметсемпе иртсе те кайнă.
Чун киленĕçĕ çинчен хăйĕнчен ыйтсан Сергей спорта юратнине палăртрĕ. Футбол, баскетбол, волейбол илĕртет çиччĕмĕш класс пĕтернĕ арçын ачана. Çак вăйăсене пĕтĕм çемье килĕштерет-мĕн. Çут çанталăк ытамĕнче иртекен уявсенче Михайловсемшĕн хускану тĕпре.
Артист мар, артистран та кая мар
Виçĕ çул каялла Михайловсен кил-йышне икĕ чиперкке — улттăри Настя тата пиллĕкри Маша /сăнӳкерчĕкре/ хушăннă. Хĕрачасем те Канаш хулинче çуралнă. Йĕркесĕр çемье мĕнне питĕ лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та тăван ашшĕ-амăшĕ сывă-чĕрĕ пулсан та вĕсемпе пĕр «йăвара» пурăнма кăмăлĕ çук. Чăн та, хĕрачасен ашшĕ пĕр мар. Пĕррехинче амăшĕпе Настьăн ашшĕ хĕрĕсене килсе курнă-ха, анчах ячĕшĕн çеç пулас — унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те ку тăрăхалла тек ура ярса пусман.
Настя — иккĕмĕш, Маша пĕрремĕш класран вĕренсе тухнă. Дневникĕсене уçса пăхрăм та — иккĕшĕн те «пиллĕксем» кăна çуталса лараççĕ! Пахчаран ĕçлесе кĕнĕскерсем алă çусанах кĕнеке тытни, унран вăрах вăхăт хăпманни вара чуна тата ытларах хĕпĕртеттерчĕ.
— Хĕрачасем иккĕшĕ те ăслă, тавçăруллă, тĕрлĕ енĕпе пултаруллă. Çавна кура вĕсене район центрĕнчи музыка шкулне илсе кайрăмăр та — йышăнчĕç. Акă пĕрремĕш çула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерчĕç, — ачасен çитĕнĕвĕсемпе кил хуçисем те кăмăллă.
Машăпа Настьăн пултарулăхне вĕсен портфолио папкисене уçса пăхсанах пĕлме пулать. Акă Настьăн сăвă калас пултарулăхне çирĕплетекен хута пăхса ăмсанса лараттăм кăна — уçă кăмăллă хĕр пĕрчи хăюлăх çитерсе ума пырса тăчĕ те: «Пĕр сăвă каласа парам-и анне çинчен?» — терĕ. Зал варрине артист пек тухса тăчĕ те, пуçларĕ чăвашла янăраттарма! Аслăрах ăрурисем валли çырнă самаях вăрăм, кăткăс чĕлхеллĕ хайлава мĕн вĕçне çитиччен асилчĕ.
Маша... Çак çемьене килсе лекнĕ вăхăтра вăл ăнланмалла калаçайман та. Шăлĕсем тĕрĕс мар çитĕнни, сывлăх тĕлĕшпе ытти кăлтăк пурри витĕм кӳнĕ. «Настя Машăн куçаруçиччĕ», — тесе çав вăхăта ăшă кулăпа аса илеççĕ çемьере.
Путишле саманта та пурте астăваççĕ. Хăй «Аркадьевна» пулнине палăртас килнĕ Машăн. Ашшĕне пурте «Аркаша» тесе чĕннĕрен хĕрача хăйĕн ашшĕ ятне шутласа тупнă: «Аркашевна». Анчах «р» сасса калайманскер: «Я — Алкашевна», — тенĕ.
— Шансах тăратăп, пурнăçра хăйсем лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртĕçех. Маша тухтăр пулăп, сире ватлăхра хамах сыватăп тет — тем пекехчĕ. Эпир тăлăхсене хамăр хӳтте илнĕшĕн чи лайăх парне вăл — вĕсем пархатарлă çул çине тăни, — терĕ Настьăпа Машăшăн чăн-чăн анне пулса тăнă /хĕрачасем хăйне анне тесе чĕннĕрен çапла калатăп/ ăшпиллĕ хĕрарăм.
Ĕмĕтре — икĕ хутлă çурт
Михайловсем — республика социаллă тытăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çемье. Çавна пулах анлă тĕрлĕ мероприятие тăтăшах хутшăнтараççĕ. 2014 çулта «Çулталăк çемйи» конкурсра районта çĕнтерӳçĕ ятне илнĕ, республикăра «Ĕçчен çемье» номинацие тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара республикăри ача йышăннă çемьесен хушшинче иртекен «Çемье вучахĕ» ăмăртăвăн лауреачĕсем пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене ал ăсталăхне, тĕрлĕ пултарулăха хăнăхтарса пырас ырă тĕслĕхе сарас тĕллевлĕ мероприятие малашне пĕрре мар хутшăнĕç-ха.
Енĕш Нăрваш республикăшăн пултаруллă ывăл-хĕр çитĕнтерессипе — ырă тĕслĕх. СССР халăх артисткин Вера Кузьминан тăван ялĕнче халăх театрĕ ĕçлет, Светлана Николаевна — унăн хастарĕсенчен пĕри. Эппин, хăйĕн ăшшине ют ачасене те валеçекенскер ырăлăха ӳнер урлă та хăй тĕслĕхĕпе вĕрентет.
Кил хуçи Владимир Петрович, Енĕш Нăрваш вăтам шкулĕн автобус водителĕнче ĕçлекенскер, кил-тĕрĕшре каскалама, юсама, мĕн те пулин ăсталама маçтăр. Çакнашкал ĕçсене ачасене явăçтарнин тĕллевĕ — вĕсемпе усă курасси мар, пурнăçа, хуçалăх тытма вĕрентесси. Кăçал çулла Михайловсем çурт тăррине улăштарма тĕв тытнă та — пысăк ĕçе пĕр пикеннĕ чухне çуртăн иккĕмĕш хутне янтăлас ĕмĕт çуралнă. Ăна пурнăçа кĕртесси иккĕлентермест — туслă пысăк йыш кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтеретех.
Ирина ПУШКИНА.
В.Кузьмин сăнӳкерчĕкĕ