Комментировать

22 Мар, 2014

Пулăçсем ăмăртрĕç

Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхне кĕрекен Кÿлхĕрри кÿлли çинче районти пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Тупăшăва 35 пулăç хутшăнчĕ. Икĕ сехете пынă хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăнсене тĕрлĕ номинацире Красноармейски ял тăрăхĕпе "Заволжск" ЛПУМГ ветеранĕсен командисем, уйрăм пулăçсенчен "Заволжск" ЛПУМГри Владимир Ивановпа Иван Суховетрюк йышăнчĕç. Чи ăста тата ăнăçлă пулăç Красноармейски ял тăрăхĕнчи ĕç ветеранĕ Анатолий Аркадьев, чи çамрăкки Упи вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Эдуард Антонов пулчĕç. Чи пысăк пулă "Досаево" ял хуçалăх артелĕн председателĕн Юрий Антоновăн вăлтине çакланчĕ. Чи тутлă пулă шÿрпи пĕçерсе хатĕрлессипе вара ăмăрту хуçисем - Карайсем палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн Дипломĕсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.


В.ДАНИЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.