Комментировать

22 Мар, 2016

Вĕсем историе чĕрĕлĕх кĕртеççĕ

В.И.Чапаев музейĕн ертÿçи Денис Сятрайкин истори пулăмĕсене реконструкцилессипе студент çулĕсенчех интересленме пуçланă. Çак кăсăклану ăна каярахпа ятарлă пĕрлĕх йĕркелеме хистенĕ. Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче никĕсленнĕ «Вырăс егерĕ» çарпа истори клубĕ 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри Çарпа истори общество юхăмĕн регион уйрăмĕ пулса тăнă. Çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пулăмсене чĕртсе тăратнисĕр пуçне клуб çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентессине те тĕпе хурать.

— Денис Викторович, хăвăр кăсăкланни кăна мар-ха. Мĕнле майпа ачасене çак ĕç-хĕле явăçтарма пултаратăр?

— Тĕрлĕ ĕмĕрти çар çыннисен тумне çĕлесси, ăна тăхăнса паллă пĕр-пĕр çапăçу самантне чĕртсе тăратасси ачасене питĕ илĕртет. Чи малтан Наполеон вăрçипе кăсăкланса кайрăмăр. Унтан Вăтам ĕмĕрсем интереслентерме пуçларĕç. Кайран Чăваш Республикин çар историйĕ çине пусăм тăвас терĕмĕр, Атăлçи Пăлхар тапхăрне чĕртсе тăратма шут тытрăмăр. Анчах ку ĕç-хĕл питĕ йывăррăн пулса пычĕ, мĕншĕн тесен Атăлçи пăлхарсен кун-çулне уçса паракан истори, археологи çăлкуçĕсем питĕ сахал. Вăл е ку тапхăрти çар çыннин тумне хатĕрлесси — диссертаципе танлашакан ăслăлăх ĕçĕ. Тĕслĕхрен, пиçиххи хатĕрлес тесен археологи, ÿнер искусствин материалĕсене тĕпчемелле: мĕнлерех пулнă вăл çав тапхăрта, историксем ун пирки мĕн çыраççĕ, унăн виçи еплерех. Хыççăн тин шăп çавăн пеккине кун çути кăтартма май килет. Реконструкципе ĕçлекен кашни çын темиçе тĕрлĕ ăсталăха пĕлме тивĕç.

Чăваш Ен историне тĕпченĕ май республика территорийĕнче стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ йĕркеленнине пĕлтĕмĕр. Ку тапхăрпа клуб членĕсем пурте кăсăкланса кайрĕç. Кавалеристсен 73-мĕш тата 74-мĕш саппас бригадисем те /вĕсене кайран 4-мĕш Кубань тата 5-мĕш Дон корпусĕсене йĕркелеме янă/ пирĕншĕн интереслĕ пулчĕç. Çапла вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи казаксен тумне те хатĕрлерĕмĕр. Тĕрĕссипе ку вăрçăра салтаксен униформи тата хĕç-пăшалĕ икĕ тапхăртан тăрать: 1943 çулчченхи тата хыççăнхи. Специалист мар çыншăн çиелтен пăхсан уйрăмлăх палăрсах та каймасть-тĕр, анчах реконструкторсемшĕн ĕçлемелли çителĕклĕ.

2003 çулта «Шупашкар — Атăлçи тăрăхĕн культура тĕп хули» акци программипе килĕшÿллĕн «Пăхаттирсен застави» фестиваль ирттертĕмĕр. Мероприятие пуянлатас тĕллевпе XVII ĕмĕрти Шупашкар стрелецĕсене “явăçтартăмăр”. Çак тема самаях туртса кĕрсе кайрĕ. Çак тапхăра Раççейре никам та /пирĕн хыççăн тин çĕршывăн тĕп хулинче Мускав стрелецĕсемпе кăсăкланакан ушкăн йĕркеленчĕ/ чĕртсе тăратманнине пĕлни пушшех те хавхалантарчĕ.

Шупашкар стрелецĕсем — пирĕн мăнаçлăх. Вĕсен тумĕ питĕ хăйнеевĕрлĕ, мĕншĕн тесен стрелецсем тумтире хăйсем хатĕрленĕ, вăл е ку элемента хăйсем шухăшласа тупнă. Шупашкар стрелецĕсем Хусан, Чикме, Саранск стрелецĕсенчен уйрăлса тăраççĕ. В.Каховский материалĕсем тăрăх эпир туса хатĕрленĕ тумсем авалхисемпе шăп та шай пĕр пек. Шел те, хăшĕ-пĕри: “Эй, мĕн пĕрпеклĕхĕ пултăр? Шухăшласа тупаççĕ те”, — тесе калать. Çавăн пеккисем пирĕн ĕç питĕ кăткăс пулнине, çак тумсем чăн япаласен тĕп-тĕрĕс копийĕсем пулнине ăнланмаççĕ ахăртнех.

Клуб членĕсем историри кашни пулăма хисеплеççĕ, истори пулăмĕсене пысăк шайра реконструкцилеме тăрăшаççĕ. Пирĕнтен вăл е ку ыйтупа сĕнÿ-канаш ыйтакан та чылай. Пĕлтĕр, акă, Тутар Республикинчен Слава Хабаров шăнкăравларĕ. Атăлçире кăна мар, Раççейре те паллă реконструктор манăн шухăшпа кăсăкланни питĕ савăнтарчĕ.

— Хăвăр кампа канашлатăр?

— Пирĕн сферăра специалист тупма çăмăлах мар. Эпир Чăваш наци музейĕ çумĕнче ĕçлетпĕр. Музей директорĕ Ирина Меньшикова пире ăнланса нумай пулăшать: музейĕн пуян фончĕпе туллин усă курма майсем туса парать.

— Çĕвĕçсем, калăпçăсем камсем?

— Йăлтах хамăр вăйпа тăватпăр. Пирĕн клуб канашĕ пур, вăл эрнере пĕрре пухăнать. Акă, тĕслĕхрен, стрелецсен пĕр сăхманĕ те паян кунччен упранса юлман. Мĕнлерех пулнă вăл? Кашниех çак ыйту хуравне тупас тĕллевпе интернетра, архивсенче материал шырать. Мĕн те пулсан тупма май килсен унпа клуб членĕсене паллаштарать. Çапла вара мĕнпур информацие пĕрлештерсе хайхи сăхмана хатĕрлеме пуçлатпăр. Тĕрĕссипе, реконструкци — хальхи вăхăтри наукăра питĕ хăйнеевĕрлĕ уçлăх. Музейра, сăмахран, авалхи япаласене кантăк витĕр кăна пăхма пулать. Эпир кун çути кăтартнă япаласене вара çынсем тытса курма, вĕсем пулăшнипе вăл е ку истори тапхăрне “лекме” пултараççĕ.

— Хальхи вăхăтри пусма-тавара епле “ватăлтаратăр”?

— Авалхи тумтир пахалăхĕ, реставраци ĕçĕ-хĕлĕ пирки питĕ нумай литература шĕкĕлченĕ эпир. Тĕслĕхрен, авалхи пăлхарсен тумĕ тĕпрен илсен тир-сăрантан пулнă. Вĕсен пир тĕртмелли станокĕ те урăхла пулнă. Çав вăхăтри пире тĕртме çав станока туса хатĕрлеме тиврĕ.

— Сирĕн клуб “Вырăс егерĕ” ятлă. Ăçтан тупăнчĕ çак ят?

— Кам-ха вăл егерь? Чылайăшĕн шухăшĕпе — сунарпа çыхăннă çын. Тĕрĕссипе, XVIII-XIX ĕмĕрсенче вырăс çарĕнче егерьсем — чи тĕл перекен çар çыннисем. Егерьсем тăшманпа чи малтан тĕл пулнă, çапăçуран чи кайран тухнă. Вĕсен тĕллевĕ — офицерсене, сержантсене, параппанçăсене, май килсен генералсене те, тĕп тăвасси е тăшманăн вăйне хавшатасси шутланнă. Эпир чи малтан Наполеоникăпа ĕçлеме палăртнăччĕ. Егерьсен 49-мĕш полкне, Немировскин паллă дивизийĕн шутĕнче тăнăскере, “чĕртсе тăратнăччĕ”. Клуб ячĕ çакăнтан çирĕпленчĕ те ĕнтĕ.

— Клубшăн чи пысăк çитĕнÿ хăшĕ тесе шутлатăр?

— Кашни çулах пирĕн егерьсен 49-мĕш полкĕ Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи пулнă вырăнта иртекен “Бородино” фестивале хутшăнать. Чуна тыткăнлакан пулăм вăл. Икĕ пин ытла çын хутшăнать унта, çĕр пин ытла куракан пухăнать. “Зилант-Кон”, “Нижегородский конвент”, “Белое озеро”, “Взятие Азова-2006”, “Битва при Молодях” фестивальсенче, ытти мероприятире хамăрăн пултарулăха кăтартнă.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.