Комментировать

10 Мар, 2016

Курав пĕлтерĕшĕ çулсерен ÿсет

Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче «Çĕрулми - 2016» регионсен хушшинчи курав саккăрмĕш хут иртрĕ. Унта Раççейри 21 регионтан тата Беларуç Республикинчен предприятисем хутшăнчĕç.

Курав - «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсен, инвесторсен уçă форумĕ. Çĕрулми туса илнĕ, упранă, тирпейленĕ çĕрти малти опытпа, çĕнĕ технологипе паллаштарать. Вăл ĕçлĕ калаçусене, хутшăнусене йĕркелеме пулăшать. Йăлана кĕнĕ мероприяти çĕнĕ проектсем пуçарма хавхалантарать. Куравра «çавра сĕтелсем», наука-практика конференцийĕсем, ĕçлĕ тĕлпулусем иртрĕç.

Çак тапхăрта унта хутшăнакансем 1,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Мероприятие 60 пин çын пырса курнă, 300 тонна вăрлăх сутнă.

Курава Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Селекци çитĕнĕвĕсене сăнас тата упрас енĕпе ĕçлекен патшалăх комиссийĕн председателĕ Виталий Волощенко, Çĕрулми туса илекен А. Г. Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора уçрĕç.

Михаил Игнатьев уява хутшăннисене, хăнасене саламларĕ, çĕрулми çитĕнтерекенсене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ. «Наукăсăр малалла аталанаймăн. Паян çĕнĕ сорта лаборатори, производство условийĕсенче туса кăлараççĕ. Конкуренци пур. Туянакан çĕрулми пахалăхне, мĕнле упраннине те шута илет. Пирĕн тĕллев - çулталăкра 1-1,5 млн тонна çитĕнтерсе тупăш илесси», - палăртрĕ вăл. Санкци уйрăм отраслĕн экономикине йывăрлăх кăларса тăратрĕ пулсан, ял хуçалăх таварне туса илекенсене малалла аталанма, çĕнĕ йышши технологипе усă курса производствăна, пахалăха, тупăша ÿстерме хавхалантарнине те палăртрĕ Михаил Васильевич.

- Чăваш Ен тата федераци Атăлçи округĕ хальхи вăхăтра çĕрулми туса илессипе малтисен ретĕнче, - терĕ Виталий Волощенко. «Иккĕмĕш çăкăра» чикĕ леш енне сутма пуçласси пирки те каларĕ вăл.

Республика пĕлтĕр 700 пин тонна çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Медицина нормипе çулталăкра çын пуçне вăл 120 килограмм кирлĕ. Чăваш Ен унпа 6 млн çынна тивĕçтерме пултарать. Ют çĕршывран апат-çимĕç турттарассине чакарни, паха вăрлăх туянма, хранилище тума субсиди уйăрни çĕрулми туса илессине тепĕр хут аталантарса яма пулăшрĕ. Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнчен Тĕп банк процент ставкин 2-3 пайне субсидилет тата строительство тăкакĕн 20 процентне саплаштарать. Çавна май пĕлтĕр тухăç та палăрмаллах ÿснĕ, гектар пуçне 206,5 центнер пухса кĕртнĕ ?2014 çулхин 118,7 проценчĕ%. Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре - 6-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăнта ?малта - Тутарстан, 210 центнер%.

Производство ÿснĕ май чĕр тавара упрасси те çивĕч тăрать. Пĕлтĕр республикăра çĕрулми, пахчаçимĕç упрама 7 хранилище тунă. Кăçал 11-не çĕнĕрен тума, 2-не тĕпрен юсама палăртнă. Вĕсенче 160 тонна пахчаçимĕç упрама пулĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту - продукцие вырнаçтарасси. Пĕлтĕр ют çĕршывран Раççее «иккĕмĕш çăкăра» 540 тонна илсе килнĕ. Ăна ытларах гипермаркетсенче сутаççĕ. Пысăк предприятисене, хушма хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшни çак ыйтăва татса пама пулăшĕ. Хушма хуçалăхсем кооперацисене пĕрлешсе сарăлма, оборудованисем туянма, чĕр тавара посредниксĕр тÿрремĕн сутма хавхалантармалла.

Куравра курмалли, тĕлĕнмелли самай пулчĕ: ял хуçалăх техники, паха вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем тата ытти те. Вăрăм сĕтел çĕрулмирен пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе авăнчĕ. «Тĕлĕнтермĕш çĕрулми» конкурса хутшăннисен ÿкерчĕкĕсем ятарлă стенд йышăннă. Алă ăстисен пултарулăхĕпе те паллашма май пулчĕ.

Уяв вăхăтĕнче çынсем çĕрулми, пахчаçимĕç, пĕрчĕллĕ культура вăрлăхĕсене туянчĕç. Волонтерсем вĕсене чĕр тавара вырăна çитерме пулăшрĕç.

Владимир Петров, Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхăн тĕп агрономĕ:

- Уява унччен те хутшăннă-ха, анчах пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕпе пĕрлех çĕрулми те илсе килтĕмĕр. Ăна тăватă сорт çитĕнтеретпĕр, тухăçĕ те аван. Анчах çынсене горчица, урпа, пăрçа ытларах кăсăклантарчĕ. Çапах кунта пирĕн тавара та асăрхани савăнтарать.

Вера Дмитриева, Вăрмар районĕнчи Хурăн Кăкшăмри фермер:

- Фермер хуçалăхĕн 515 гектар çĕр. Хуçалăха аталантарма грант илме ĕмĕтленетĕп. Паллах, унччен тухăçа ÿстермелле. Курава çĕнĕ сортсемпе паллашма, туянма ятарласа килтĕм. Çынсем мĕнле ĕçлени те кăсăклантарать. Ура çинче çирĕп тăрсан малашне хамăр та чĕр таварпа хутшăнăпăр.

Роберт Петров, Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçи:

- Çĕрулми вырнаçтарма çул уçас шанăçпа çитрĕмĕр. Хуçалăхăн сутлăх самай вăл. Шел, чĕр тавар япăх сутăнать. Халăха ытларах ир пулакан сорт кирлĕ. Вăл та пур-ха пирĕн. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсемпе кăсăкланакансем вара чылай. Курав çулран çул вăйланса, пĕлтерĕшĕ ÿссе пыни сисĕнет.

Надежда Михайлова, Сĕнтĕр-вăрри районĕ:

- Хушма хуçалăхра 1 гектара яхăн çĕр пур. Куравра çĕрулми вăрлăхне туянасшăн. Пасарта хаклă, шанчăклă мар. Кунта вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен кăна илетĕп. Çĕнĕ икĕ-виçĕ сорт лартса пăхасшăн. Хамăрăн вăрлăх кивĕ, тухăçĕ япăхрах.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.