Комментировать

26 Фев, 2016

Туристсене Етĕрнере те кĕтеççĕ

Етĕрне хутлăхĕ - тĕлĕнмелле вырăн. Тавралăх илемĕ те, кунта пурăнакансен вăйĕпе çĕкленнĕ хăйнеевĕрлĕ асамлă тĕнче те, аваллăха хисеп тăвакансем çине тăнипе упранса юлнă культурăпа йăла-йĕрке те çынсене - республикăра пурăнакансене кăна мар, ютрисене те - хăйсем патне туртаççĕ. Кунта канма та, сывлăха çирĕплетме те, тавракурăма ÿстерме те майсем пур.

Атăлăн "кĕçĕн хĕрĕн" хĕрринче

Сăмахран, «Сăр шурăмпуçĕ» /Сурские зори/ турбазăнах илер. Питĕ меллĕ вырăнта - Мускав-Хусан автомагистраль çумĕнче - вырнаçнă. Атăлăн «кĕçĕн хĕрĕн» - Сăр шывĕн - хĕрринче 1972 çулта йĕркеленнĕскер юлашки çулсенче тата ытларах капăрланнă, вăй илнĕ. Кунта пурин валли те киленĕç тупмалли пайтах: ишсе çÿрекен кафе, мунча-сауна, ача-пăча лапамĕсем, спорт лапамĕ, караоке... Кимĕпе, катамаранпа, байдаркăпа ярăнни те кăмăла уçĕ.

Етĕрне - паллă, сумлă чылай çыннăн тăван кĕтесĕ. Кунта СССР халăх артисчĕ Николай Мордвинов çуралса ÿснĕ. Сăмах май, вăл çуралнăранпа кăçал - 115 çул /2.2.1901-26.1.1966/ çитрĕ. Етĕрнере артист 24 çул пурăннă.

Пĕчĕк Коля Михаил Таланцев меценат укçи-тенкипе уçнă реальнăй училищĕре ÿкерме вĕреннĕ. П.А.Иванов-Панков литература вĕрентме пуçласан урок вĕçленнине мансах малалла итлеме хатĕр пулнă. Вăлах Кольăна спектакльсене явăçтарнă.

Тăванĕсемшĕн, çывăх çыннисемшĕн вара артист ĕçĕ ют пулнă. Мускаври Театр-студире /Юрий Завадский класĕ/ диплом илсе тăван килне таврăнсан кукашшĕ, юнашарти салара пурăнакан 100 çулти хресчен, унран çапла ыйтнă: «Мускаврах тĕпленсе пурăнăн-и е хĕрлĕ кĕпе тăхăнса, балалайка çĕклесе ялсем тăрăх çÿрĕн?»

Етĕрне хутлăхĕнчи таса сывлăша сывласа пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн те хăюллăн пуснă ентешĕмĕр çĕршыв тĕп хулинчи Моссовет ячĕллĕ театрта тĕлĕнмелле сăнарсем калăпланă: Ричард / «Ученик дьявола»/, Ваграм /«Ваграмова ночь»/, Отелло, Лир /«Отелло», «Король Лир»/, Арбенин /«Маскарад»/... Арбенин сăнарĕшĕн Николай Мордвинова Ленин премине панă. Николай Дмитриевича СССР Патшалăх премине виçĕ хут /1942, 1949, 1951/ панă. Вăл çавăн пекех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне те тивĕçнĕ.

Етĕрнесем Мордвинова манăçа кăларман. 2008 çулта СССР халăх артисчĕн музей-çуртне уçнă. Паллах, унтанпа самана тем тĕрлĕ улшăннă, асăннă çурта та тĕпрен юсаса çĕнетме тивнĕ, анчах пултаруллă çыннăн чунĕ юнашар çÿренĕн туйăнать. Çапла çирĕплетсе калама артистăн тĕрлĕ вăхăтри сăнÿкерчĕкĕсем, купсасен çав тапхăрти япалисем тата ытти те пулăшаççĕ.

Кунта пысăк виçĕ экспозици ĕçлет. Пĕрремĕшĕ артистăн Етĕрне тапхăрĕнчи кун-çулĕпе паллаштарать. Стена çинчи ача сăнÿкерчĕкĕ хăй патне туртатех. Ултă уйăхри Коля вăл. Юнашарах - реальнăй училищĕре ÿкерттерни, ашшĕ-амăшĕн сăнĕсем. Иккĕмĕшĕнче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи купсасен пурнăçне уçса панă. Виççĕмĕшне Николай Мордвиновăн пултарулăхне халалланă. Музей ĕçченĕсем чаплă актера халалласа район шайĕнче «Николай Мордвинов. Кадр хыççăн кадр» ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттернĕ. Унта тăратнă ÿкерчĕксене те кунтах вырнаçтарнă. Арçын ачасемпе хĕрачасене алла киçтĕк е кăранташ тытма Мордвинов калăпланă сăнарсем - Арбенин, Лир король, Котовский, Хмельницкий, Петруччо, ыттисем - хавхалантарнă.

Иккĕленÿ çук: Етĕрнери культурăпа çыхăннă тепĕр объект та - ÿнерпе таврапĕлÿ музейĕ - хула çыннисемшĕн, ютран килнĕ туристсемшĕн кăсăклă. Музей паллă меценат Николай Таланцев 1913 çулта паллă хирург, медицина докторĕ, хăй вăхăтĕнче Лев Толстой писателе сипленĕ Константин Волков валли ятарласа тунă лечебницăра ĕçлет. Сăмах май, Константин Васильевич кунта 20 пин ытла операци тунă, 80 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

Паллă хирургăн операци пÿлĕмĕ, унăн пÿлĕмĕ, ĕç хатĕрĕсем, медицина литератури, вăл çырнă статьясем упранса юлнă. Хăй те часах пырса кĕрессĕн туйăнать. Ун пек пулмĕ çав. Ăста хирурга, унăн çывăх çыннисене иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «халăх тăшманĕ» туса хунă. Ывăлне Глеба 1938 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче персе вĕлернĕ. Ашшĕ те ун хыççăн темиçе уйăх çеç пурăннă. Инкек патне илсе пырасси кăшт маларахах пуçланнă: 1937 çулта лечебницăна унăн ячĕпе çÿреме чарнă. Апла пулин те вăл халăх сывлăхĕшĕн кĕрешме пăрахман. Чирлесе ÿкнĕ кун та - 1938 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче - пысăк икĕ операци тунă, ун хыççăн хăйне япăх туйма пуçланă та 12 кунран вилнĕ. Ун чухне çакăн пек сас-хура та çÿренĕ: Волков тухтăр, тифпа чирленĕскер, унран сывалас темен-мĕн, çавăнпа сипленмен имĕш. Ăна юлашки çула ăсатма республика пуçлăхĕсем, парти ертÿçисем хутшăнман. Унăн тупăкне Етĕрнерен Çĕмĕрлери чукун çул вокзалне ăсатнă, унтан - Мускава. Çĕмĕрлене çитичченех çул çинче ахаль халăх тăнă теççĕ.

Ялта та кичем мар

Район центрĕнче кăна мар, яллă вырăнта та туристсене, çул çÿреме юратакансене кăсăклантаракан кĕтессем пур. Тĕслĕхрен, Тури Ачакри чăваш хресчен хуçалăхĕн музейнех илер.

- Музее республикăри «Ленинская искра» хуçалăх председателĕ Аркадий Айдак пуçарăвĕпе 1984 çулта уçнă. Сăмах май, Аркадий Павлович колхоза 40 çул ертсе пынă. Ентешĕмĕр производство йĕркелÿçи çеç мар, паллă эколог та пулнă: кунта 45 гектар вăрман çитĕнтернĕ, 60 пĕве тунă, - паллаштарчĕ музей ертÿçи Людмила Петрова. - Пирĕн тĕллев - тури чăвашсен историне, культурине, йăли-йĕркине, халăх промыслине упраса хăварасси, çитĕнекен ăрăва вĕсене кăтартасси. Çакна палăртма кăмăллă: музей 1993 çулта «халăх» ята тивĕçнĕ, 2004 çулта республика конкурсĕнче «Чи тараватлă музей» номинацире çĕнтернĕ.

Пирĕншĕн музейре пурте кăсăклă пулчĕ: манăçа тухнă йăла-йĕркепе, хура пÿртпе паллашма та, йĕтĕн тыллама та, пир тĕртме те... Аваллăха уçса пама Людмила Витальевнăна Атликассинчи клуб ертÿçи Людмила Алексеева пулăшрĕ. Кирлĕ чухне вырăнти кĕвĕ-çемĕпе паллаштарма «Вирьял» халăх ансамблĕн хастарĕсене явăçтараççĕ. Людмила Витальевнăпа мăшăрĕ Юрий Михайлович та унта юрлама çÿреççĕ.

Юрий Михайлович хăй те кунта ĕçлет, унăн тивĕçĕ - музей çумĕнчи çĕр лаптăкĕпе /пĕр гектар вĕт!/ тухăçлă усă курасси, ăна типтерлĕ тытасси. 2007 çулччен лаша та усранă, халĕ ку енĕпе мотоблокпа усă кураççĕ. Петровсем кунта купăста та, çĕрулми те, йĕтĕн те, кишĕр те çитĕнтереççĕ - туристсене апат хăйсемех пĕçерсе çитереççĕ-çке. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсенчен.

Музей кăçалхи кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче «Пĕр районăн юмахĕ» проекта пурнăçлама хутшăннă. Уява 500 яхăн çын хутшăннă. Хăнасем валли пысăк программа хатĕрленĕ: хĕллехи уявсемпе паллаштарнă, вирьял юрри-кĕввипе савăнтарнă, кунтах пĕçернĕ шÿрпепе, шарккупа, икерчĕпе, вĕретнĕ сăрапа, ăшаланă пăрçапа сăйланă. Кун пек канăва кам хирĕç пултăр?!

Пĕлтĕр музее 1366 çын çитсе курнă. Республика тулашĕнчен те пур иккен: Чулхуларан, Мускавран, Питĕртен, Севастопольтен... Тепĕр чухне чикĕ леш енчисем те килсе тухаççĕ-мĕн. Сăмахран, Турципе Китайран та, Швеципе Францирен те туристсене йышăннă. Эпир те пултăмăр, кăмакара пĕçернĕ икерчĕ çирĕмĕр, вырăнти курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçрĕмĕр. Сире те кĕтеççĕ унта.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.