Мĕншĕн коалăна килте усрамаççĕ?
Чи малтанах çак чĕрчун мĕнпе тăранса пурăннине палăртар. Вăл апат енчен чăкăлташрах, эвкалипт çулçине кăна тиркемест. Унăн вар-хырăмĕ урăх апата йышăнмасть. Талăкне коала 0,5-1,1 килограмм эвкалипт çулçи çиет. Çак йывăçăн 800 тĕсĕнчен вара 120-ĕшне кăна суйлать, çамрăк çулçăсем çеç юрăхлă уншăн.
Коалăн мăн аслашшĕсем Австралире 30 миллион çул каяллах пулнă. Материкăн пысăк пайĕнче эвкалипт вăрманĕсем ÿснĕ, кутамккаллă утамана кунта пурăнма питĕ меллĕ. Эвкалипт çулçисенче тутлăхлă япаласем питĕ сахал, белок та çав шутрах. Анчах сÿслĕскерсенче наркăмăшлă япаласем Ÿфенол тата терпенŸ нумай. Кĕркунне еннелле çулçăсенче синил кислоти пуçтарăнать. Вăл чи вăйлă наркăмăш шутланать, самантрах вĕлерет! Коалăсем вара çак наркăмăша кунĕ-кунĕпе чăмлаççĕ, ытти апата йышăнмаççĕ! Мĕнле аптăрамаççĕ-ха вĕсем?
Пĕрремĕшĕнчен, коала суйлакан эвкалипт çулçинче фенол пĕрлешĕвĕ сахалрах. Иккĕмĕшĕнчен, вăл кăмăллакан çамрăк çулçăсенче те наркăмăш пуçтарăнсах çитеймен. Виççĕмĕшĕнчен, коала юхан шыв хĕрринчи пулăхлă çĕр çинче ÿсекен эвкалиптсене çеç суйлать. Кунти йывăçсем наркăмăшлах мар. Тăваттăмĕшĕнчен, коалăн пĕверĕ хăватлă, вăл вар-хырăмран юна кĕрекен наркăмăша сиенсĕрлетет.
Çĕнĕ Кăнтăр Уэльсри йăхсен чĕлхинчен куçарсан «коала» сăмах «ĕçмест» тенине пĕлтерет. Ку чĕрчун чăнах та шыв ĕçмест. Кирлĕ шĕвеке вăл апатпа пĕрле илет. Чир-чĕр аптăратсан е шутсăр типĕ вăхăт çитсен кăна шыв ĕçме пултарать.
Коалăсем алла хăвăрт хăнăхаççĕ, анчах çивĕч чĕрнисене пула вĕсене асăрханса тытмалла. Ирĕксĕрлĕхе лексен хăйсене пăхса тăракана хăвăрт хăнăхаççĕ, тепĕр чухне ачаш ача пекех пулса каяççĕ: пăхса тăракан çын тухса кайсанах «макăраççĕ», çурăмран лăпкасан лăпланаççĕ. Ытлашши йÿтетекенсене хирĕç вара шăлпа тата чĕрнепе кĕрешме хатĕр.