Комментировать

13 Мар, 2014

Аэроклуб - 80-ра

Çак кунсенче Шупашкарти А.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб 80 çулхи юбилейне паллă тăвать.

1934 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçăлнă организаци пуçлăхне пултаруллă летчике М.Плохова çирĕплетнĕ. Малтанхи кунсенчех унта планерçăсен клубĕ тата вĕçевçĕсен шкулĕ ĕçленĕ. Унта вăй хуракансем вăтам шкулсен тата Пионерсен çурчĕ çумĕнчи авиамодельçăсен кружокне ертсе пынă. Çак тапхăрта аэроклубран СССР тата Раççей спорт мастерĕсем 200 ытла вĕренсе тухнă, вĕсенчен чи паллисем - Майя Костинăпа Анатолий Осипов. Организацин паянхи тĕллевĕ - çар валли специалистсем хатĕрлесси тата çамрăксене парашют спортне явăçтарасси. Хальхи вăхăтра унта спортăн экстремаллă тĕсĕсене те аталантараççĕ - пейнтбол, дайвинг тата ыттисем. Çывăх çулсенче аэроклуб никĕсĕ çинче спортпа туризм центрне йĕркелеме палăртнă.


Е.АНДРЕЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.