Комментировать

12 Мар, 2014

Сĕте йÿнĕпе парас килмест

"Ĕне тытакансем халь пайта кураççĕ. Тул çутăлсанах яла сĕт пуçтаракан машина килсе чарăнать. Ял çыннишĕн питĕ меллĕ. Анчах хак вылявне ăнланма йывăр. Хĕл варринче 23 тенкĕпе (хăш-пĕр ялсенче) пуçтарнине илтрĕмĕр, унтан 18 тенке çити чакрĕ. Пирĕн тăрăхра темшĕн йÿнĕрех пек туйăнать. Çак тытăмра йĕрки çукрах пулас".

Р. Иванова. Тăвай районĕ.

Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ тăрăх – сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва куçран вĕçертмен, халăхпа ирттернĕ тĕл пулусенче панă сĕнÿсене шута илнĕ. Хуçалăхсенче туса илнĕ продукцин пĕр пайне "Акконд – агро" предприяти туянать. Уйрăм çынсем Канашри "Сĕт картишĕ" фирмăна пама хăнăхнă. Асăннă юлташлăх машинисем паян 18 тенкĕпе пуçтараççĕ, укçипе вăхăтра татăлни паха.

Кÿршĕллĕ Вăрмар, Канаш районĕсенче те сутăн илмелли хаксем çав шайра. Калăпăр, Чупайра нарăсра пĕр литр сĕте 23 тенкĕпе илни пулкаланă, халь чакать.

Елчĕк продукцине Патăрьелсем килсе туянни çинчен хыпарлаççĕ. "Энтепе" юлташлăх ертÿçи Андрей Васильев сĕтĕн чи пысăк сорчĕ 21,46 тенкĕпе сутăнни çинчен каласа пачĕ. Уйрăм çынсем хак улшăнăвне витĕм кÿрейменнине палăртрĕ вăл. Пуçтаракан мĕн хак парать – çав виçерен иртеймĕн.

Етĕрнере хаксем хăйне май "ташлаççĕ": аслă çул çинче вырнаçнă ялсенче хак пысăк, кÿршĕллĕ пурăнакансем кăмăлсăртарах. Тĕрĕccипе, хушма укçа кĕнĕ чухне хресчен пит хаклашса тăмасть, сĕт-турăха кирек кама та тыттарса яма хатĕр.

Хамăр туса илнĕ çимĕçе нихăшĕн те йÿнĕпе парас килмест ĕнтĕ. Продукцин пĕр пайне ютран килнисем туянни шухăшлаттарать. Ку ыйтăва нумаях пулмасть республика правительствин шайĕнче сÿтсе яврĕç. ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина темиçе цифра илсе кăтартрĕ. Ял халăхĕнчен сĕт пухассипе 200 ытла пайтаçă ĕçлет, вĕсем куллен 300 тонна туянаççĕ. Çак тупăшура вырăнти продукци тирпейлекен предприятисем çухалса кайман, унчченхи çыхăнусене татман. Хак шайлашăвне йĕркелессипе малашне тимлĕрех ĕçлесси куç кĕрет.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Федор Волков сĕт рынокĕнче йĕрке тума сĕннипе килĕшмелле. Уйрăм пайтаçă ялта хăйне хуçа пек тыткалать, налук тÿлемест. Çакна кура налук службисем сас паманни питĕ тĕлĕнтерет.

Республикăри сĕт тирпейлекен 12 предприяти суту-илĕве паха апат-çимĕç ăсатма тăрăшать. Шел пулин те, хуçалăхсем чĕр тавар пахалăхне лайăхлатмалли майсемпе çителĕксĕр усă кураççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул сĕтĕн 16,4 проценчĕ – чи аслă категорие, 68,4 проценчĕ – пĕрремĕш сорта, 15,2 проценчĕ иккĕмĕш сорта ларнă.

Григорий Славин.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.