Комментировать

12 Дек, 2015

Хăвăрт» хушма ятлăскер

Аслă Елчĕкре пирĕн хаçата юратса вулаççĕ. Кермен пек çуртсенче пурăнакансем алă ĕçне те ăста. Мария Зайламова яланхи пекех - çĕвĕ машини умĕнче.

«Тăвалла пулсан та - малалла», - çакнашкал тĕллевпе пурăнаççĕ Аслă Елчĕксем. Çак тăрăхра «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вулаканĕ-юлташĕ нумай. Çавăнпах пĕр çул ятарласах вĕсемпе тĕл пулма çула тухнăччĕ. Çакăнти çынсен хастарлăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, вăр-варлăхĕнчен тĕлĕннĕччĕ ун чухне. Кермен пек пысăк çуртсем хăпартнă вĕсем. Пушă вăхăтра ал ĕçĕпе йăпанаççĕ. Халĕ те ку яла кĕрсе тухмасăр чун чăтмарĕ.

Зайламовсен пÿрт алăкне те тÿрех тупаймарăмăр. Тĕплĕ çынсен хуралтисем те хăтлă. 85 çул тултаракан Мария Деомидовна картишне çын кĕнине сисмен те - яланхи пекех çĕлет. Хут курупкăна темĕн чухлĕ сумка, алсиш тултарса хума ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Тĕрĕссипе, çак япаласем кашни килтех кирлĕ.

«Телевизор курнă чухне те ахаль ларас килмест. Лăпкă пурнăç ман валли мар. Эпĕ пур ĕçе те вăр-вар тума хăнăхнă. Çавăнпах «Хăвăрт» хушма ят панă мана ачасем», - тет вăл хăпартланса. Çав вăхăтрах ăшă нуски те, çÿçеллĕ тутăр та çыхать. Урай сарми мĕнешкел хитре пулса тухнă. Татăк-кĕсĕкренех куçа туртакан хатĕр ăсталанă ĕç майне пĕлекенскер. Халĕ çип те, пусма та кирек хăш лавккара сутаççĕ. Ывăл-хĕрĕ çитĕннĕ вăхăтра хулăн кĕпе сÿтсе нуски çыхни, паллах, нихăçан та манăçмĕ. Çукран пур тума хăнăхнăскер йывăрлăха парăнман.

Çамрăк чухне Владимир таврашне торф кăлармашкăн илсе кайнă ăна. Çав тăрăхри хĕрарăмсене чĕнтĕр сутса укçа пуçтарнă лара-тăра пĕлменскер. Кайран тăван тăрăха пĕр чăматан пусмапа таврăннă.

«Темле ĕшенсен те пир кĕпепе, çÿçе çивĕтлесе вăййа тухаттăмăр. Пăла пăртан тасалнине пăхмашкăн ушкăнпа чупаттăмăр. Çакă йăлтах ăс-тăнра çырăнса юлнă», - каласа кăтартать Патреккел хĕрĕ.

Марийăна ĕлĕкхи йăлапа вăрласа кĕртнĕ. Лашапа мĕнешкел хăвăрт илсе çитернĕ ăна çĕнĕ киле. Уйрăлса тухсан малтан - тăм, унтан йывăç пÿрт лартнă вĕсем. Кил таврашне ĕмĕр тăршшĕпех çĕнетсе пынă.

Мария Деомидовна ĕлĕкхи юрă нумай пĕлет. Пире те уçă сассипе тыткăнларĕ. Хăй вăхăтĕнче концертпа фăçта кăна çитмен-ши вырăнти артистсем? «Залра ларакансен пит çăмартийĕ тăрăх куççуль юхса анатчĕ», - аса илет çаврăнăçуллăскер. Ĕлĕкхи пурнăçа куç умне кăларсан, паллах, чун хурланать. Юрла-юрла хăмла татнă, кантăр çитĕнтернĕ. Халăхпа пĕрле канма ларсан та юрă пуçланă. Килте йыш хушăнсан та ĕçрен юлман. Ача кÿми тĕксе хире васканă хĕрарăм. Унта та ыттисемпе танах е, тен, хăвăртрах та ĕçленĕ вăл.

7 тĕпренчĕкĕ хăйсен çулне тупнă. Шупашкартан, Тăвайран, Патăрьелтен, Елчĕкрен амăшĕ патне шăнкăравласах тăраççĕ, тăван килне манмаççĕ вĕсем. Çакăншăн савăнать хĕрарăм.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.