Комментировать

Ираида Кирилловна выльăх пăхакансемпе пĕрле ял хуçалăх производство кооперативĕн кĕлетне çăнăх илме килнĕччĕ. Ялти ĕçлĕ çынсене чăрмантарма та аван мар тепĕр чухне. Кашни самант шутра вĕсен. Халĕ те васкавлăн тиерĕç те тракторпа фермăна вĕçтерчĕç.

Ирăна пĕчĕк чухнех колхоз пăрăвĕсем питĕ илĕртнĕ. Амăшĕн кĕпи аркинчен тытăнса кашни кун фермăна васканине халĕ те ас тăваççĕ ялти ватăсем. Ир-ирех тăрса пĕчченех çитсе ларни те нумай пулнă. Уроксем хыççăн та тÿрех амăшĕ патне вĕçтернĕ. Пăрусем пăхнă, ĕне сунă... Пĕр ĕçе те тиркесе тăман пĕчĕк хĕр. Çавăнпах шкул пĕтерсен те ниçта та каяс темен. Пĕр çул почтальонра ĕçленĕ хыççăн вун саккăрти хĕр хаваспах фермăна вырнаçнă. Çав хушăра Шупашкарти «Нива» производство кооперативĕнче кĕске курссем иртнĕ. Ĕçчен хĕре Апакасси каччи куç хывать. Кăштахран икĕ юратнă чун çемье çавăрнă. Хунямăшĕ те ĕне сăваканрах ĕçленĕрен пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман çамрăк кине. Качча килнĕ çуртра хăй хĕрĕ вырăннех йышăннă ăна.

Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ Ираида Кирилловнăпа Александр Мефодьевич. Вĕсене те пĕчĕклех тăван çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юратма хăнăхтарнă. Çемьере пĕрмай: «Тар тăксан кăна шур кулач çиме пулать», - тесе каланине ăша хывнах ачисем. «Куршанак çыпăçнă, куршанак çыпăçнă» тесе вăрçтарнине халĕ те манса кайман-ха вара. Ираидăн мăшăрĕ те, хĕрĕ те, шăллĕсем те ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ.

56 çула кайнă Ираида Александрова ферма пуçлăхĕ кăна мар, ветеринар та, ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен те. Тĕрĕссипе, пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. Выльăх пăхакансемпе пĕрле силос та, утă-улăм та тиеме çÿрет. Тепĕр тесен, кунти ĕçе унран лайăхрах пĕлекен çын пур-ши. 30 çул ытла тăрăшать вăл çак хуçалăхра.

Ăçтан ĕлкĕрет-ши мăнтарăн хĕрарăмĕ? Килте те пысăк хуçалăх. Вăкăрсем, сыснасем самăртаççĕ. Картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал. Ял халăхĕнчен сĕт пуçтарманран пĕр ĕне кăна тытаççĕ. Ачисене, мăнукĕсене май пур таран пулăшас килет вĕсен. Ал-ура сывă, вăй-хал пур чухне ĕçлес теççĕ. Телевизор умĕнче ларма хăнăхман.

- Выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймастпăр эпир. Чуна лăплантарать вăл, пăшăрханни те хăвăртах иртет. Ĕçлекен çын çамрăкрах туять хăйне, шалта, чун тĕпĕнче темĕнле вăй-хăват малалла талпăнма хавхалантарса тăрать, - тет хĕрарăм.

Кун мĕнле иртнине те сисмеççĕ Ираидăпа Александр Александровсем. Ир-ирех тăрса килти выльăха апатлантараççĕ, вите тасатаççĕ, кайран ĕçе васкаççĕ. Çĕрлесĕр те ĕç пĕтмест вĕсен хуçалăхĕнче. Ларса канма вăхăт çук пулин те выльăх-чĕрлĕхре киленÿ тупнă иккĕшĕ те.

- Аш-какай, сĕт-çупа çăмарта, пахча çимĕç хамăрăн. Пахалăхлă апат çисе пурăнатпăр ялта. Кашни кунах уçă сывлăшра пулни кăмăла çĕклентерет, пуç ыратнине те ирттерет, - тет Ираида Кирилловна. Хула пурнăçĕ нихăçан та илĕртмен ăна.

Александровсен хуçалăхĕ Апакассинче чи тирпейлисенчен пĕри. Çуллахи вăхăтра картиш тулли чечек çитĕнтереççĕ. Капанĕ-капанĕпе утă-улăм хатĕрлеççĕ. Çу кунĕсенче ачисемпе мăнукĕсем валли те ĕç туллиех. Пĕчĕкскерсем те кĕрепле-сенĕк сĕтĕрсе уй-хире утаççĕ. Хĕлле те, çулла та кичемленсе ларма вăхăт çук ку çемьере. Ачисем, мăнукĕсем пухăнсан кил-çурт тата та илемленет вĕсен, кĕрлесе кăна тăрать.

Икĕ хутлă çурт хăпартса лартнă Александровсем. Маларах çунса та кайнă, çапах ура çине тăнă.

- Ĕлĕкхи пек мар халь, кĕтÿ пысăк мар, выльăх йышĕ фермăра та, уйрăм хуçалăхра та чылай чакнă, уншăн та чун ыратать. Çамрăксем ялта юласшăнах мар, - тет пăшăрханса çемье управçи.

Ыррине шанакан, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлекен мал ĕмĕтлĕ çын хăть ялта, хăть хулара - ниçта та çухалса каймасть. «Аякка тухса каймасăрах, ялтах ытлă-çитлĕ пурăнма май пур, ÿркенмелле мар кăна», - теççĕ Александровсем. Çирĕп кăмăллă та вăйлă çынсем кăна тÿрĕ çул çинчен пăрăнмасăр малаллах талпăнаççĕ, чун юратнă ĕçре киленÿ тупса хитре пурнăç йĕркелеççĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.