Комментировать

7 Мар, 2014

Илем кÿме çуралнă çĕр çине,

Е 80-ра та хĕр пекех ташлакан хĕрарăм çинчен

Бал ташши - чуна çÿçентерекен илем, çĕкленÿлĕх, çăмăллăх... Кÿкеçри культурăпа кану центрĕнче Валентина Васильева балетмейстер ирттерекен репетицирен хавхаланса таврăнтăм, «Илем» халăх ансамблĕн ташăçисене куç илмесĕр пăхса килентĕм. Уроксем хыççăн вăтам ушкăнпа, Шупашкар районĕнчи Иккасси шкул ачисемпе, чăваш лирика ташши хатĕрлетчĕç. Кăçал кăна-ха вĕсем валли 8 кĕпе çĕлеме вăй çитернĕ клуб. Хĕр ачасем çавсене тăхăнчĕç те чăн-чăн акăша çаврăнчĕç. Çĕнĕ костюмпа пĕрремĕш хут нарăс уйăхĕнче, Валентина Евлампьевна 80 çул тултарнине халалласа ирттернĕ пултарулăх каçĕнче, ташланă вĕсем.

Аслă ăру

Районти мероприяти «Илемсĕр» сайра иртет. Çулсене парăнман балетмейстер ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Васильева миçе ăрăва ташă ÿнерĕпе паллаштарман-ши?

«Валентина Евлампьевна Кÿкеçри шкулта химипе биологи вĕрентетчĕ, ача-пăча пултарулăх çуртне ун патне ташлама çÿреттĕмĕр эпир. Ÿссе çитсен шăпа аякра тĕпленме пÿрчĕ. 45 çул иртсен кăна тăван тăрăха таврăнтăм. Юратнă учителе ăнсăртран куртăм та вăл çаплах ташланинчен тĕлĕнтĕм. Мана та аслă ăрурисен ушкăнне чĕнчĕ. Ăна çав тери хисепленĕрен хирĕçлеме хал çитмерĕ. Акă ĕнтĕ пилĕк çула яхăн эпĕ клуба çÿретĕп», - каласа кăтартрĕ репетицие килнĕ Владимир Власихин, тивĕçлĕ канури çар çынни. Тамара Надольская та чылайранпа чун киленĕçне культурăпа канă çуртĕнче тупнă, юрлама та, ташлама та ĕлкĕрет. «Эпир клуба ĕçе килнĕ пекех çÿретпĕр. Клуб пире валли тахçанах çĕнĕ костюм уйăрмасть, çакă пăшăрхантарать. Укçа шеллемесĕрех темиçе кĕпе хамах çĕлеттертĕм. Шкапри пур кĕпепе те сцена çине тухрăм ĕнтĕ... Пирĕнпе, аслă ÿсĕмрисемпе, ĕçлеме Валентина Евлампьевнăна йывăр килет те пулĕ. Шăм-шак çамрăк чухнехи пек мар-çке çапах та. Çапах яланах ăшшăн кĕтсе илсе ăсатать вăл. Акă чăваш ташши вĕреннĕ чухне хĕрарăмсенчен пĕри хусканăва ниепле те алла илеймерĕ. Çавна 40 хутчен туса кăтартма тиврĕ вĕт! Тăрăшсан упа та ташша вĕренет тени тĕрĕсех иккен!» - палăртать хĕрарăм. Коллектива ÿстерес тĕллевпе ушкăна тÿлевсĕрех йышăнаççĕ пулин те халăха илĕртме çăмăл мар-мĕн, уйрăмах арçынсем çитмеççĕ.

Ачаранпах илĕртнĕ туйăм

Кĕçех Вена вальсĕ янăраса кайрĕ те, мăшăрсем хитрен шуса тухрĕç... Çав вăхăтра Валентина Евлампьевнăна сăнатăп: унăн сăнĕ-пичĕ çуталса кайрĕ, яштака кĕлетки халь-халь çÿле вĕçес пек. Композицисене хăй те хутшăнать вăл. Сцена çинче тухсан вара кĕвĕпе ташă тĕнчине пуçĕпех путать. Хусканăвĕпе тепĕр хĕртен те ирттерекенскер пирки 80-ра тесе те калаймăн. Çĕр çине илем кÿрессишĕнех çуралнă-тăр тĕлĕнмелле çак хĕрарăм. Йăх-несĕлĕн пултарулăхне сыхласа, çĕнетсе аталантарассишĕн тăрăшать вăл. Вырăс, Европа, Латинла Америка, историпе йăла-йĕрке ташшисене те сцена çине кăларать.

Вăй-хăват паракан туйăм ăна пĕчĕк чухнех илĕртнĕ те унран йывăр ачалăхри выçлăхпа чухăнлăх та сивĕтеймен. Ăсталăхне вăл шкулта учительте ĕçленĕ вăхăтра Шупашкарти музыкăпа драма театрĕ çумĕнчи балет студийĕнче туптанă. «Шывармань», «Чапай» оперăсенче, «Лебединое озеро», «Жизель» балетра, «Запорожец за Дунаем», «Мэри Ив летит в Москву» оперетăсенче ташланă.

Телей кÿрекен ĕç

Çемье пурнăçĕ пирки Валентина Васильева калаçма юратмасть пулĕ тенĕччĕ... «Упăшка пулнă арçын - ЧР халăх артисчĕ. Анчах унпа эпир нумай пурăнаймарăмăр. Тахçанах хутшăнма пăрахнă. Кăмăлĕ те кăраччĕ, ют хĕрарăмсене юрататчĕ тата... Ывăлăма пĕчченех çитĕнтертĕм, ашшĕнчен пулăшу пачах курман эпир», - пытармарĕ вăл. Пĕртен пĕр тĕпренчĕкĕн çемйи, мăнукĕсемпе хавхалантарнине пытармарĕ.

Хĕр чухнехи пекех йăрăс кĕлеткине мĕнле упранипе те кăсăклантăм.

«Вĕçĕмех хусканура тата сахалтарах çиме тăрăшатăп - вăрттăнлăхĕ çакă çеç», - уçăмлатать ташăпа пурăнаканскер, юратнă ĕç пурришĕн, вăл киленÿ кÿнишĕн хăйне телейлисен йышне кĕртсе.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.