Çĕр туртать чăваша хăй патне
Тĕрлĕ района час-часах тухса çÿретпĕр. Кирек хăш тăрăхалла кайсан та - тĕлĕнсе, çав вăхăтрах савăнса таврăнатăп хулана. Пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшать. Хăвăрт ÿссе, илемленсе пырать Чăваш Ен. Пĕр вунă çул каялла çеç-ха çамрăксем яла юлманнишĕн пăшăрханса калаçаттăмăр. Паян вара кермен пек çуртсем пĕри те тепри кăмпа евĕр ÿсеççĕ. Патшалăх çамрăк çемьесене тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерет. Ятарлă ытти программăпа усă курни те яла аталанма пулăшать. Мĕн чухлĕ çĕнĕ урам, çемье хутшăнать чылай тăрăхра. Шăппăн тĕлĕрнĕ тăкăрлăксем каллех ача-пăча хаваслă сассипе тулни чунра савăнăç туйăмĕ çуратать.
Тавралăха хăтлăлатас, йывăç-тĕм лартса илем кÿрес тĕллевпе конкурссем те йĕркелеççĕ районсенче. Халь ялсенче кашнин килĕ умĕнчех тĕрлĕ чечек ешерет. Анчах та Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар ял тăрăхĕнчи пеккине хальлĕхе урăх ниçта та курман. Унта кашни килрех тĕлĕнмелле илемлĕ, куçа йăмăхтаракан кĕлчечексем çитĕнтереççĕ. Ĕçлет чăваш халăхĕ, хитререн хитре пурăнма тăрăшать. Кил-çурчĕ çап-çутă, картишĕ тап-таса, пахчисенче çумкурăк тупаймастăн. Кил хуçи анкартинчи çÿп-çапа тислĕк купи çине хурса пырать, çунаканнине çунтарать.
Тĕрлĕ района тухса çÿренĕ май ыррине, лайăххине ытларах куратăп. Чăн та, çĕрпе кăвапапа çыхăннă чăваш. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пĕрре мар пулса курнă. Тĕлĕнмелле ĕçчен халăх пурăнать ку тăрăхра. Кашни килрех вăрлăх сухан ÿстереççĕ, çуркунне ăна акман çын çук та пулĕ. Гектарĕ-гектарĕпе çитĕнтерсе Кавказ тăрăхнелле, кăнтăра ăсатаççĕ сухана. Тупăшне илмен тĕк ÿстерсе аппаланмĕччĕç.
«Пирĕн ялсем хуларинчен темиçе хут чаплăрах пурăнаççĕ. Çăвĕпех çĕр çинче чакаланаççĕ, вăрлăх сухан сутса ялта чаплă кермен хăпартаççĕ, комбайн-трактор, хулара хваттер туянаççĕ, машинăсене çĕнетсех тăраççĕ», - тенĕччĕ Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков. Хăйсен вăйне, тăрăшулăхне пула ыттисенчен уйрăларах тăраççĕ ку тăрăхри чăвашсем. Çимĕçе ÿстерме çеç мар, ăна вырнаçтарма та пĕлмелле-çке. Апла çаврăнăçулăх та кирлĕ. Тăнăçлăхпа чыс-хисепе вĕсем ĕçченлĕхне тата хастарлăхне кура çĕнсе илеççĕ.
«Пирĕн енчи халăх çавнашкал, пĕри тепринчен тăрса юласшăн мар. Эпир çĕнĕ хапха туянтăмăр, кÿршĕсем пирĕнтен хитререххине вырнаçтарчĕç. Хирĕççисем пире курса тата та хаклăраххине саккас пачĕç. Пĕри тепринпе ăмăртни япăх мар, çын лайăххи патне ăнтăлать-çке, урам тăрăх эрех ĕçсе çÿрени мар», - каласа кăтартать пĕрле вĕреннĕ тантăшăм.
Хаçат çырăнтарас ыйтупа çуркунне Елчĕк тăрăхĕнчи Тÿскел ялне çитсе килнĕччĕ. Пĕччен кинемисем те икĕ хутлă, тĕлĕнмелле чаплă керменсенче пурăнаççĕ ку ялта! Шалта - çĕнĕ йышши хаклă сĕтел-пукан, хитре юсав, душ-туалет... «Ачасем çурт хăпартса пачĕç, хăйсем хальлĕхе яла килесшĕн мар», - теççĕ. Ывăлĕсем амăшĕсене çакнашкал условире пурăнтарнăшăн, хисеп тунăшăн епле хĕпĕртемĕн?
Етĕрне тăрăхĕнчи Мăн Пакăшри Ивановсем, Елчĕк районĕнчи Элпуçри Захаровсем, асăннă районти Кĕçĕн Таяпари Головинсем пек çемьесем пурри савăнтарать. Йывăрлăхран хăрамасăр, ыйхă пирки шухăшламасăр вун-вун ĕне-вăкăр, картиш тулли сысна, пĕр кĕтÿ сурăх тытаççĕ вĕсем. Ивановсен çемйи Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2013» агропромышленноç 15-мĕш куравне хутшăнса «Чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире çĕнтернĕ.
Нумайăшĕ чăваш пĕтесси, ялсенче пушă çуртсем кăна тăрса юласси çинчен калаçать. Ĕненес килмест çак усал шухăша. Хăш-пĕр регионшăн, чăн та, кăтартуллă ку - хăмапа çапса тухнă тăлăх чÿречеллĕ пушă çуртсем, мăян-пиçен ашкăракан урамсем... Анчах чăваш ялĕнчен ку мур айккинчен иртсе кайтăр. Хуларан яла таврăнакан сахал мар - пушă килсене сыхласа кăна тăраççĕ, сутас пулсан пĕлĕшсемех туянма васкаççĕ. Ял пĕтни курăнмасть-ха, унта халĕ те вăй тапса тăни палăрать.
Туртать çĕр хăй патне чăваша, туртать. Ĕçченлĕхне кура тăрантарать ăна, тумлантарать, тупăш та кÿрет, малалла аталанма вăй-хăват хушать. Пурăнатпăр-ха апла пулсан.