Комментировать

24 Окт, 2015

Варрине юсаççĕ, хĕррине пăсаççĕ. Мĕн ку?

«Хисеп хăмине» пирĕн хаçата нумай çул çырăнса илекенсен хушамачĕсене вырнаçтаратпăр. Сирĕн хушăра ун пеккисем пулсан, тархасшăн, пĕлтерĕр.

Паянхи «Хисеп хăминчи» хĕрарăмсем пирĕн хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илеççĕ. Питĕ пысăк тав вĕсене уншăн. «Хисеп хăмине» лекнĕ ушкăн ÿссех пырасса шанатпăр.

Çулсем япăххи, паллах, вĕчĕрхентерет. Анчавх вĕсене юсама пуçласан та кăмăлсăрланмалли тупăнать. Çулсем йĕркене кĕрсе пыраççĕ, анчах та хăш-пĕр чухне икĕ айккипе выртакан çĕрсем япăхса каяççĕ. Çакăн пирки лаптăкĕ шар курнă хуçисем те, çĕр пахалăхĕшĕн çунакан çынсем те евитлеççĕ тивĕçлĕ органсене.

 

Çĕр пулăхлăхне хăçан тавăрĕç-ши?

Акă кăçал Етĕрне районĕнчи Иваньково ял тăрăхĕнчи ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн паха сийне пĕтерни пирки пĕлтерчĕ Россельхознадзора пĕр арçын. Хăй сăмахне видеоматериалпа çирĕплетнĕ вăл. Унăн лаптăкĕпе юнашар «М-7 Атăл» çула юсаса çĕнетнĕ. Анчах та ятарлă техника унăн лаптăкĕ урлă çÿренĕ, çавăнтах стройматериалсене те тăкнă та, тиенĕ те. Вĕсене тиесе кайнă хыççăн строительство каяшĕ тăрса юлнă, вĕсем вара лаптăка варалаççĕ. Пулăхлă сий хăйăрпа, тăмпа, вĕтĕ чулпа тата ытти япалапа хутăшса кайнă.

Лару-тăрăва тĕпчеме инспекторсем вырăна тухнă. Чăнах та, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çав çĕр çинче тимĕр-бетон плитисем те, 4 метр çÿллĕш тăмпа вĕтĕ чул хутăшĕ те, строительство çÿп-çапĕ те выртнă. Паллах, мĕнле çĕр чăттăр кун пеккине – вăл лапчăннă та хытнă. Шар курнă лаптăк – 1,71 гектар. Стройматериалсен юлашкийĕсене пула пулăхлă сий пĕтнĕ тесен те юрать.

Вырăн-вырăнпа культурăллă ÿсен-тăран курăннă, эппин, строительство ĕçĕсем пуçланиччен унта нумай çул ÿсекен курăк лартса ÿстернĕ. Анчах та халĕ лаптăк сухаласа акма юрăхсăр, ял хуçалăх культурисене ÿстерме май çук унта.

Ял çыннин лаптăкне строительство материалĕсем тăкма ирĕк паракан документсем кăтартайман çул-йĕре юсакан общество. Рекультиваци проекчĕ те çук.

Общество директорĕ вара шăпах рекультиваци ĕçĕсем ирттерме шантаракан çырăва алă пуснă ĕçсене 2014 çулхи пĕрремĕш кварталтах пурнăçламалла пулнă. Анчах та инспекторсем çитнĕ кун та /кăçалхи çу уйăхĕ/ шантарнине пурнăçламан. Тен, административлă майпа явап тыттарни шантарнине пурнăçлама аса илтерĕ те, хистĕ те.

 

Кама ĕненмелле тата айăпламалла?

Çĕр надзорĕн пайĕн инспекторĕсен опычĕпе паллашнă май çапла ыйтас килет. Чăнах та, нумай чухне çĕр пахалăхĕшĕн пăшăрханни çăхав çырма хистет. Çулсем сарнă е юсанă май çывăхри çĕрсене япăхлатнă тĕслĕх пĕрре-иккĕ кăна тĕл пулмасть. Кунашкал йĕркесĕрлĕхпе кашни çулах кĕрешме тивет.

Анчах та хăш-пĕр чухне çăхав çыракан çынпа та /ытларах чухне вăл çĕр хуçи хăех/ хыттăнрах калаçма тивет. Шупашкар район хĕрарăмне хăйнех яваплăх пирки аса илтермелле пулса тухнă административлă тĕпчев ирттернĕ хыççăн. Пĕр общество çул тунă чухне унăн лаптăкĕнчи çĕре тăмпа пăтратса янă тесе çырнă вăл. Анчах та çырура çырнă пек «пулăхлă сийе хăйсен тĕллĕн вырăнтан тапратнă, хырса илнĕ» тени çирĕпленеймен.

Çăхавра çырса кăтартнă йĕркесĕрлĕхсем çирĕпленмен пулин те, унта çĕрпе усă курассипе çыхăннă саккунсене пăснă самант пурах. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курманни яр-уççăн палăрнă – сухаламан, акман-лартман. «Çĕр ĕçĕсене пула япăхланса кайнă лаптăкпа усă курма май килмест» тесе тÿрре тухма тăрăшнă вара хуçи.

Административлă тепĕр тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ те çакăн пекрех. Ку хутĕнче те çул хывнă май çĕр вĕтĕ чулпа хутăшса кайнă тесе евитленĕ Çĕрпÿ çынни. Анчах та явап тыттарма каллех сăлтав тупăнман.

Шупашкар районĕнче арçын вара çĕр ыйтăвне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ суйлавçăсемпе тĕл пулнă чухне тапратнă. Пĕр общество ун лаптăкĕ тăрăх çул-йĕр хывнипе кăмăлсăрланнине палăртнă вăл. Ку ыйтупа административлă тĕпчев йĕркеленĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем – ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пирки сăмах пырать-çке-ха. Анчах та унăн лаптăкĕ çинче çул тунине тата унти тăпра пахалăхĕ чакнине çирĕплетекен самантсем тупайман.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.