Комментировать

8 Сен, 2015

Ыранхишĕн паян ĕçлетпĕр

Республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлĕ - патшалăх политикин никĕсĕ

Çакна çирĕплетекенни - çынсем регион Правительствин çитес çулсенчи ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне палăртакан программăна хатĕрлеме тата йĕркелеме хастар хутшăнни.

Çакăн пирки тата ытти çинчен пире Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил ИГНАТЬЕВ каласа пачĕ.

- Михаил Васильевич, республика аталанăвĕн стратегине анлă общественноçа мĕншĕн явăçтарас терĕр? Сирĕн командăра ахаль те профессионалсем - экономистсем, менеджерсем - ĕçлеççĕ-çке. Вĕсен шухăшĕ çителĕксĕр-и?

- Ахаль çынсен шухăшĕ маншăн яланах тĕрев пулнă, пулĕ те. Ман шутпа, чăн-чăн профессионал йышлă сĕнÿпе шухăшра тĕшшине суйласа илет.

Çакна палăртасшăн: Правительствăшăн никĕс пулмалли çак документа йĕркелеме çынсем йышлăн хутшăнни пирĕн обществăн гражданла активлăхĕ ÿснине, вăл вăхăт кăларса тăратакан ыйтусене татса памалла чух чăмăртаннине çирĕплетет. Çавăнпа та эпĕ пирĕн тĕп тĕллеве - республикăна Раççейĕн пурăнмашкăн хăтлă тата илĕртÿллĕ регионĕ тăвассине - пурнăçлассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакансене тав тăватăп.

- Сĕнÿсем эсир республикăри лару-тăрăва мĕнле хакланипе пĕр килеççĕ-и?

- Пĕр килеççĕ, çакă маншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Эпĕ халăхпа час-часах курнăçатăп, ăçта мĕнле ыйтусем пулнине пĕлетĕп. Çавăнпа нумай ыйту-сĕнÿ тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ.

Пирĕн асра тытмалла: кирек хăш общество никĕсĕ - çынсем. Çирĕп çемье вара - сывă общество никĕсĕ.

- Тĕплĕнрех ăнлантарсамăр...

- Республикăн вăл е ку уйрăмлăхĕсем пирки нумай сăмах ваклама пулать, анчах эпĕ çине-çинех çакăн пирки калатăп: Чăваш Ен чи малтанах çемье йăлисене хисепленипе вăйлă.

Пирĕн аслă Иван Яковлевич Яковлев çемье çинчен каланине аса илĕр: «Çемьене упрăр: çемьере - халăх тата патшалăх тĕревĕ. Çирĕп те туслă çемьешĕн тулашри кулленхи чăрмавсем хăрушă мар».

Маншăн çемье - аслă ăрусемпе, йăла-йĕркепе, хамăн халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнни. Çын ашшĕ-амăшĕнчен мĕн чухлĕ ытларах юрату, тимлĕх, ăнлану тата, паллах, пĕлÿ илет - унăн характерĕ çавăн чухлĕ вăйлăрах, çирĕпрех, вăл хăйĕн Тăван çĕршывне çавăн чухлĕ ытларах юратать.

- Ку тема республикăн малалли аталанăвне мĕнле витĕм кÿме пултарать?

- Пирĕн çынсен ытларах чухне ВВП калăпăшĕ е промышленноç производствин индексĕсем пирки шухăшласа ларма вăхăт çук. Вĕсене кулленхи ыйтусем интереслентереççĕ: медицина пахалăхĕ, ачасене лайăх ача садне е шкула яма май пурри, ĕç, тивĕçлĕ шалу, уявсене тăвансемпе, туссемпе тата çывăх çынсемпе паллă тăвасси, çул çÿресси.

Шухăшласа пăхас-тăк - телейлĕ çемье текен ăнлава республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп мĕнпур çул-йĕрĕ кĕрет. Çав шутра - çÿллĕ шайри сывлăх сыхлавĕ тата ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси те, ĕç вырăнĕсемпе лайăх ĕç укçи тата пенсисем те... Кăткăс статистика отчечĕсем тăрăх мар, шăпах çак позицисене тĕпе хурса çынсем регион влаçĕн ĕçне хаклаççĕ.

Çавăнпа 5 çул каялла та, паян та Правительство хăйĕн ĕçĕнче Чăваш Енри çынсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туйнине е, ансатрах калас-тăк, çирĕп те телейлĕ çемьесем йĕркелемелли майсем тăвассине тĕпе хурать.

- Апла-тăк - сывлăх сыхлавĕнчен пуçлар. Мĕнле шухăшлатăр, çитес çулсенче хăш ыйтусене татса памалла?

- Пĕтĕмĕшле калас-тăк - Чăваш Енре пурăнакансемшĕн паха тата хаклă мар медицина пулăшăвĕпе усă курассин гарантийĕ пулмалла. Эпир сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕсене тăватпăр, пуррисен пурлăхпа техника базине вăйлататпăр. 2011-2013 çулсенче республикăри ача çуратмалли мĕнпур çурта, çавăн пекех кашни иккĕмĕш сиплев учрежденине юсанă. Федераци влаçĕсем Чăваш Ене фельдшерпа акушер пункчĕсен сетьне аталантарас енĕпе çĕршывăн чи лайăх сакăр регионĕн шутĕнче асăнчĕç.

Çĕнĕ микрорайонсенчи çĕнĕ йышши поликлиникăсем, Республикăн клиника больницин çĕнĕ диагностика корпусĕ, Республикăн клиника онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ, ачасен çĕнĕ йышши инфекци стационарĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсен строительстви - ку çитес çулсенче пурнăçламалли проектсен пĕр пайĕ кăна.

Сывлăх сыхлавне аталантарассипе тата çĕнетессипе çыхăннă пысăк тимлĕхе куратăр пуль. Клиникăсенче ĕçлеме кирлĕ пĕтĕм услови пур: çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă, врачсен ĕç пÿлĕмĕсем тата пациентсен палатисем çирĕп требованисене тивĕçтереççĕ. Медицина ĕçченĕсен ĕç укçине çĕршыв ертÿçисем, ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.

Çапах, шел те, çынсем йышăнăва малтанах çырăнни-çырăнманнине пăхмасăр врач пÿлĕмĕн алăкĕ умĕнче черетре вăрах кĕтме тивни пирки час-часах ÿпкелеççĕ. Çапла та пулать: пациента врач патне планпа пăхнă пек çырăнма май çук теççĕ, çав вăхăтрах çак пулăшупа тÿлевлĕ майпа усă курма пулать иккен. Пăшăрханса палăртатăп: ялсемпе хуласенче пурăнакансем медицинăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменни, тепĕр чухне медперсонал кăнттам пулни пирки ÿпкелеççĕ.

Врачсемпе медицина сестрисене çакна калам: больницăна килнĕ май пациентăн кунта хăйне кирлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, больница ĕçченĕсем чире парăнтарас енĕпе унпа пĕр шухăшлă пулас шанăçне тÿрре кăлармалла. Çакăн валли питĕ нумай укçа мар, çынлăх тата тÿрĕ кăмăл кăна кирлĕ.

- Сывлăх теминчен социаллă ыйтусем патне куçар. Республика хăйĕн социаллă обязательствисене пурнăçлассине упраса хăварĕ-и?

- Иккĕленместĕп, вăйлă регион палли - вăл халăхăн социаллă пурнăç енĕпе хÿтлĕхсĕр сийĕшĕн - ачасемпе ватăсемшĕн, инвалидсемшĕн, сахал тупăшлă çемьесемшĕн - мĕнлерех тăрăшнин шайĕ. Паян эпир тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси енĕпе çыхăннă ыйтусене туллин татса паратпăр. Ку - çемьене çирĕплетессипе тÿрремĕнех çыхăннă принциплă позици. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен çемьеллĕ пулмашкăн ыттисенни пекех право пур. Республикăра тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтармалли программа пур.

Пусăм туса калатăп: программа ĕçлет. Çакăн кăтартăвĕ - темиçе ача çуртне хупни, вĕсенче пурăнмашкăн тăлăхсем çук.

Тепĕр тĕслĕх - нумай ачаллă çемьесемпе ĕçлени. Иртнĕ пилĕк çулта нумай ачаллă çĕр-çĕр çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Пысăк хваттерте е çуртра пурте пĕрле пурăнни - нумай ачаллă çемьешĕн ĕмĕт мар, чăнлăх.

Ачаллă çемьесене пулăшмалли пысăк пĕлтерĕшлĕ мерăсем йышăннă. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесем Чăваш Ен бюджетĕнчен хушма çĕр пин тенкĕ илеççĕ. Çак укçапа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн та усă курма пулать. 2012 çултанпа çемьере виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан пособи тÿлетпĕр.

- Çамрăксемшĕн тăрăшнă май аслă ăру интересĕсене туллин пурнăçлассине манас хăрушлăх çук-и?

- Эпир хамăрăн паянхи пурнăçа йĕркеленĕ çынсем, асаннесемпе асаттесем пирки манмастпăр, вĕсемшĕн тăрăшатпăр. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программа вĕçленет. Ман шутпа, çакă пирĕншĕн - хамăрăн мирлĕ пурнăçшăн вĕсене тав тумалли меллĕ тепĕр самант.

Пысăк ĕç стажĕллĕ çынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парассипе çыхăннă йышăну тунă май, кайран çак ята илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарнине кура 41 пин çын саккунпа пăхнă çăмăллăхсене тивĕçрĕ.

Çакна палăртам: республикăра 400 пин ытла çын тĕрлĕ социаллă пулăшупа усă курать.

- Эсир хевтесĕр çынсене социализацилемелли пирки пĕрре кăна мар каланă...

- Обществăра хевтесĕр çынсене хисеплесси вăй илсе пынăшăн савăнатăп. Костыльпе е инвалид кÿмипе çÿрекен çыннăн паян йĕркеллĕ пурăнмалли майсем анлăланса пыраççĕ. Ача сачĕсенче аталану енĕпе уйрăмлăхсем пур, ачасен ушкăнĕсем уçăлаççĕ, бассейнсенче ятарлă оборудовани вырнаçтаратпăр, ятарлă спорт секцийĕсем йĕркеленеççĕ... Шупашкарта Республикăн инвалид ачасен дистанци вĕрентĕвĕн центрĕ ĕçлет, культура учрежденийĕсене те хевтесĕр çынсем валли меллĕрех тăватпăр. Республикăн хевтесĕр ачасемпе çамрăксен центрĕн ĕçĕ пирки паян Раççейĕпех пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, 2014 çулта вĕсен «Лекотека - вăйă территорийĕ» проектне Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталану программисен конкурсĕнче «Çынлăх» номинацире чи лайăххи тесе палăртнă.

Çапах хевтесĕр çынсемшĕн пурнăçа меллĕрех тăвас тĕлĕшпе ĕçлемелли нумай-ха. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен хăшпĕр ертÿçи пандуссем вырнаçтарассине халĕ те ытлашши ĕç тесе хаклать. Картишсенчи площадкăсенче ытларах çĕрте уйрăм вăйă зонисем çук. Пирĕн социаллă мĕнпур объекта республикăри хевтесĕр çынсемшĕн меллĕ тумалла.

- Çакă Чăваш Енĕн социаллă аталанăвĕн анлă ыйтăвĕпе çыхăннă тепĕр çул-йĕр-и?

- Çапла. Çавăнпа эпĕ яланах республика Правительствин те, саккунсем кăларакан тата халăх суйлакан пухусен депутачĕсен те кашни ыйтăва комплекслă майпа тишкермелли пирки калатăп.

Пепкесем нумайрах-тăк - ача сачĕсенче те ытларах вырăн кирли куçкĕрет. Паян ача сачĕсенчи черетсен çивĕч ыйтăвĕ хыçа юлать теме юрать ĕнтĕ. Эпир виçĕ çулчченхи ачасем тĕлĕшпе шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенчи черете пĕтертĕмĕр. Муниципалитетсен 60: 1,5-рен пуçласа 2 çулчченхи ачасене шкулчченхи вĕрентÿ тĕлĕшпе тивĕçтернĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ĕç вырăнне таврăнма пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Шкулти апатланăвăн çĕнетÿ программине пурнăçланине, вĕренÿ литературипе çыхăннă ыйтăва татса панине те курăмлă çитĕнÿ тесе хаклатăп - паян тĕп мĕнпур учебнике шкулсенче ачасене тÿлевсĕр параççĕ.

Чăваш Ен ача сачĕсем тăвас енĕпе малалла ĕçлет. Çапах пурнăç çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çĕнĕ йышши шкулсем кирлĕ - мĕнпур ача пĕр сменăра вĕренме пултартăр, шкулсенче спорт, музыка, ÿнер, ташă енĕпе хушма занятисем ирттермелли условисем пулччăр. Çирĕплетсех калатăп: 17 çĕнĕ шкул - çитес пилĕк çулта пурнăçламалли тĕллев. Пĕтĕмпе вара 2025 çулччен çĕнĕ 30 шкул тăвăпăр. Хальлĕхе палăртнă тăрăх - çакăн валли 15 млрд тенкĕ уйăратпăр.

- Рабочисен кадрĕсен дефицичĕпе çыхăннă ыйтăва мĕнле татса парасшăн? Çакă уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ тепĕр çул-йĕр-и?

- Пĕр енчен пăхсан дефицит пурри - ырă паллă. Эпĕ регион ертÿçин должноçне йышăнсанах промышленноç ветеранĕсем мана сĕнÿ панăччĕ: çĕнĕ производствăсем, ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле - республикăра пурăнакансем тăван тăрăхрах лайăх ĕç тупма пултарччăр. Çемьесем вăхăтлăха та пулин çемье пуçĕсĕр юлни мăшăрсен хутшăнăвĕсене, чи япăххи, ачасене воспитани парассине япăх витĕм кÿрет. Çак лару-тăрăва тÿрлетмеллеччĕ. Эпир мелне тупрăмăр.

- Сăмах инвестици климатне лайăхлатни пирки-и?

- Паллах. Эпĕ Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне çĕклессине хамăн регион ертÿçин должноçĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе хаклатăп.

Паян Чăваш Ене питĕ пысăк проектсене пурнăçлас енĕпе шанчăклă ĕçтеш пулнипе пĕлеççĕ. Пилĕк çулта республика территорийĕнче пурнăçланă пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем çĕр патнеллех. Ку вара - пысăк тухăçлă тата лайăх ĕç укçиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕ. Чăваш Ен экономикине 130 млрд тенкĕ ытла хывнă.

Паянхи кун республика территорийĕнче Испанири, Германири, Сербири, Японири, Италири тĕнчипе паллă компанисем ĕçлеççĕ. Çав шутра - «Рока Групп» компани предприятийĕсем те, Канашри пахчаçимĕç тирпейлекен «Девелей» завод та. Çак предприятисем ăнăçлă ĕçлени Чăваш Ен бизнес тытса пымалли хăтлă регион пулнине çирĕплетет.

Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче инвестици климачĕн наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен федераци суб<екчĕсен хушшинче 9-мĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Регулятор ĕçĕ енĕпе республика чи пысăк бала тивĕçнĕ.

Тĕллев - пирĕн тăрăхшăн йăлана кĕнĕ, Раççейри потребитель валли ĕçлекен отрасльсене малалла аталантармалли условисене упраса хăварасси, аталантарасси тата хатĕрлесси, çĕнĕ производствăсене вăй памалли лайăх условисем туса хурасси.

Çитес пилĕк çулта эпир 250 млрд тенкĕрен кая мар инвестици илсе килме палăртатпăр. Çуллен пысăк технологиллĕ производствăсемпе заводсене пиллĕкрен кая мар уçасшăн.

Унсăр пуçне, çĕнĕ производствăсем йĕркелессине май пур таран ансатлатмалла. Калăпăр, 2020 çул тĕлне индустри /промышленноç/ паркĕсене виççĕрен кая мар йĕркелеме пăхнă, вĕсене кирлĕ инфратытăмпа туллин тивĕçтерĕпĕр.

Ÿсĕмĕн тепĕр никĕсĕ - пĕчĕк тата вăтам бизнес. Вăл пулăшнипе бюджетăн тупăш пайĕ ÿсет кăна мар, ĕçсĕрлĕх пысăкланассине те тытса тăратпăр. Çуллен хамăрăн предпринимательсене патшалăх енчен пулăшассине ÿстерсе пыратпăр. Çак укçа виçи миллиард тенкĕ урлă каçнă ĕнтĕ. Ку - пысăк виçе, укçана предпринимательсене хăйсен ĕçне аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмашкăн уйăратпăр.

- Сирĕн шухăшпа, çак плансене пурнăçланин тĕп кăтартăвĕсем мĕнлерех пулмалла?

- Чи малтанах ĕçсĕрлĕх шайĕ палăрмаллах чакмалла, ĕç тухăçлăхне кура ĕç укçи ÿсмелле. Паян Чăваш Ен ĕçсĕррисен шутне чакарассин хăвăртлăхĕпе тата çынсене ĕçе вырнаçтарассин шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта. Эпир çынсене республика тулашне каймасăрах лайăх шалуллă ĕç тупмалли чăн майсем туса патăмăр. 2010 çултанпа республикăри уйăхри вăтам ĕç укçи 1,5 хут ытла пысăкланнă. Çынсен пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă йышĕ çуллен чакса пырать.

Республика Правительстви бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвне пысăклатас енĕпе ĕçленине уйрăммăн палăртасшăн. Ку енĕпе эпĕ федераци шайĕнче çакнашкал программа йышăничченех тивĕçлĕ кăтартусем панăччĕ.

Плансене пурнăçлани 2020 çул тĕлне пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерсе, çĕнĕ йышши производствăсем уçса тата ĕç технологийĕсене çĕнетсе Чăваш Енри уйăхри вăтам ĕç укçине 30-33 пин тенкĕ таран пысăклатма май парĕ.

- Паянхи экономика условийĕсенче республикăн ялхуçалăхĕ умĕнчи тĕллевсене мĕнлерех куратăр?

- Эпĕ хам хресчен çемйинче çуралнă, пушă вăхăт пулсан паян та çĕр çинче тулли кăмăлпа ĕçлетĕп.

Чăваш Ен - вăйлă аграри регионĕ. Республика хăйне хамăр патра туса кăларнă апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме пултарать. Пысăк пахалăхлă апат-çимĕçпе! Экологи тĕлĕшĕнчи тасипе, сывлăхшăн усăллипе. Унсăр пуçне, кăçал ютран апат-çимĕç кÿме чарни пире хамăрăн продукцие сутмалли хушма майсем пачĕ.

Çакăнпа çĕршывăн апат çимĕç рынокĕнче хамăрăн майсене анлăлатма усă курмалла. Çак тĕллевпе çĕрулми, пахчаçимĕç упрамалли пысăк технологиллĕ хранлищĕсем тăватпăр, вĕсене çĕнететпĕр. Тухăçăн 40 ытла процентне хĕллехи-çуркуннехи тапхăрта сутăпăр. Çакă ялхуçалăх предприятийĕсен тупăшлăхне икĕ хут таран ÿстерме май парĕ. Унсăр пуçне, аш-какай туса илессине 1,5 хут пысăклатма палăртатпăр.

- Çынсем регион тулашне тухса кайма пăрахрĕç-тĕк - вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту татах çивĕчленĕ. Ăна мĕнле татса парасшăн?

- Тĕрĕс калатăр. Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче кашни çын пуçне тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕпе малти вырăна çухатмасть. Юлашки пилĕк çулта нумай хваттерлĕ пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 1,5 хут ÿснĕ. Чăваш Ен çĕршывра чи малтанхи регионсен шутĕнче «Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли» программăна пурнăçлама пуçларĕ. Унсăр пуçне, республика федерацин граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программине хутшăнассине малалла тăсать. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен юхăннисен шутне кĕртнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан мĕнпур çынна 2017 çулта хăтлă çĕнĕ çуртсене куçарăпăр. Нумай хваттерлĕ 2 пин çурта тĕпрен юсăпăр.

Анчах паян нумай çурт туни кăна çителĕксĕр. Çынсем çурт-йĕр туянма пултарччăр - çак тĕллевпе экономкласс йышши хваттерсене нумайрах тăватпăр. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле унăн хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчи тÿпи 50: яхăн танлашмалла. Ман шухăшпа - 2018 çул тĕлне экономкласс йышши хăтлă çурт-йĕр строительствине 60: çитермелле.

- Çулсем вара?

- Эпир çул-йĕр тăвассин калăпăшне çуллен пысăклатса пыратпăр, çак туртăма упраса хăвармалла. Çитес çулсенчи пысăк проектсен шутĕнче Шупашкарти Мускав кĕперне сарлакалатса реконструкцилессине, Фучик урамĕпе хĕресленекен икĕ шайлă «развязка» строительствине асăнма пултаратăп.

Ялсенче тĕрлĕ сийлĕ çулсен строительствине малалла тăсăпăр. Сăмах çĕр-çĕр километр çул пирки пырать, çакă çĕршер ялшăн тата вĕсенче пурăнакансемшĕн транспортпа усă курассипе çыхăннă ыйтăва татса парĕ.

- Михаил Васильевич, çын çăкăрпа кăна тутă пулманни паллă. Кăмăл-сипетпе ăс-хакăл, культура çинчен те манмалла мар...

- Ĕç тăвакан влаç органĕсен тивĕçĕ - регионти обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упрасси тата çирĕплетесси. Чăваш Енĕн пĕр уйрăмлăх пур. Тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Пирĕн хăват - чун пуянлăхĕнче, нумай нациллĕ халăх пĕрлĕхĕнче. Эпир тĕрлĕ, анчах эпир чи малтанах аслă Раççей гражданĕсем - çакăнпа мăнаçланатпăр. Общество организацийĕсемпе пĕрле çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлетпĕр.

Палăртсах калам: çуккине пур пек кăтартма тăрăшмастпăр, хамăрăн полномочисене, хамăр çине илнĕ обязательствăсене чыслăн тата туллин пурнăçлатпăр.

Çÿлерех асăннă плансене пурнăçлани Чăваш Ен халăхĕшĕн кăтартуллă ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упраса хăварма кирлĕ. Вĕсене килес ăрусене - хамăрăн ачасене тата мăнуксене - памашкăн упрамалла. Эпир иртнине астăватпăр, паянхине хаклатпăр, пуласлăха çирĕппĕн пăхатпăр!

Чăваш Ен - уçă регион!

Александр КУЗИН калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.