Комментировать

28 Фев, 2014

Урам мĕншĕн тăвăрланать...

Эпĕ район центрĕнче пурăнатăп. Юлашки вăхăтра, çĕрпе усă курмалли саккунсене пăсса, гараж, ытти хуралтă лартакансем йышланчĕç. Хушма хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкне пысăклатса улмуççи, çырла тĕмĕсем лартаççĕ, çавна май урам хушши тăвăрланса пырать...

Н.УДИН.

Шăмăршă районĕ,

Шăмăршă ялĕ.

Ялсенче, хула йышши поселоксенче тĕрлĕ çурт, хуралтă лартассине 1999 çулта йышăннă СП-30-102-99 правилăсене пăхăнса пурнăçлаççĕ. Сăмахран çуртсене кÿршĕсен чиккинчен 3 метртан, витесене - 4, çÿллĕ йывăçсене - 4, тĕмсене 1 метртан çывăха лартма юрамасть. Çурт-йĕр çĕкленĕ чухне çăмăлттайла /йĕркене пăсса/ ĕçлени ырă тумасть, тĕрлĕ харкашу, ăнланманлăх çуратать, хуралтă çи виттинчен юхса анакан шыв хÿмене-картана юрăхсăра кăларать, пушар сиксе тухас хăрушлăх ÿсет.

Эпир сире районти çĕр виçевçĕпе /урăхла ăна «землеустроитель» теççĕ/ канашлама, унран пулăшу ыйтма сĕнетпĕр. Тĕрлĕ вăя пĕрлештерсен, ку ĕçре йĕрке тума май пур.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.