Комментировать

6 Июн, 2015

Манăçми чечек çыххи

Çĕр çинчи мĕнпур чечекрен темшĕн мана ытларах утмăлтуратпа салтак тÿми килĕшеççĕ. Ача чухне кассипех пуçтарăнса ятарласа хирти ыраш пуссине пуçтарма çÿрекенччĕ вĕсене. Пучаххипе пĕрле татса килнĕ çыхă ытла та хÿхĕм курăнать çав. Ытармалла мар уй-хир чечекĕсем çуллахи вăхăтра кашни пÿлĕмрех чÿхенсе ларатчĕç. Мĕнех, шурă тутăрлă лантăш та, сирень те, астра та хăйне май хитре, анчах та ман чуна çырлахтаракан утмăлтуратпа салтак тÿмине çапах темшĕн çитеймеççĕ пек туйăнать. Урампа утса пынă май çерем çинчи сарă кукшапуç çинчен те куçăма илейместĕп. Çĕрулми йăранĕ хушшинчи тарăхтармăш йытпырши те хăйне май илĕртÿллĕ. Кама мĕн килĕшет çав... Тепри вĕсене, тен, асăрхамасть те.

Аслă класра вĕренеттĕмĕр ун чухне. Чĕкĕнтĕр ани çинче кашнинех пай уйăрса панăччĕ. Иккĕмĕш хут çумлама кайсан арçын ачасем хăйсен ретне хăвăрт кăпкалатса тухрĕç те пире пулăшма пикенчĕç. Туслăччĕ пирĕн класс. Учительсем сас хăпартса вăрçни те, хăлхаран туртни те куç умне тухмасть. Ыттисемшĕн яланах тĕслĕх пулнă шкулта. Каччăсем чăн-чăн хÿтĕлевçĕсемччĕ. Хĕр¬сен¬чен хăшне те пулин сăмахпа кăна кÿрентер-ха, çийĕнчех хăлха чикки лектеретчĕç.

Хирте кунĕпех çумласа çăвар хытă типнĕччĕ. Çакна сиссе кÿршĕ Саша хăвăртрах çăлкуç шывĕ ăсма чупрĕ. Чĕ¬кĕнтĕр ани вĕçне çитсен канма ларни те асрах. Хĕрсем сумкисенчен çимелли кăларса хучĕç, арçын ачасем сăрт çин¬че кăвайт чĕртрĕç. Саша илсе килнĕ шыва ăш каничченех ĕçрĕмĕр. Кăвар çинче пĕçернĕ çĕрулмирен тутлăраххи урăх нимĕн те çук пек туйăннăччĕ ун чухне. Юрăн гитари ăçтан тупăннине халĕ астумастăп ĕнтĕ. Чĕкĕнтĕр ани çине ятарласа илсе килнĕ-ши? Хитре юрланăран шкулти мĕн¬пур уяврах сцена çинчеччĕ вăл. Кил çинчен мансах юрату юррисем шăрантартăмăр. Ăн¬сăрт¬ран килсе тухнă агроном та чунĕ чăтманран чарăнсах итлесе тăнăччĕ.

Ыраш пусси урлă яла тÿрĕ çул выртатчĕ. Малтикассем пĕчĕк вăрман витĕр каяс терĕç. Эпир пĕрремĕш класранах пĕр парта хушшинче ларакан Людăпа уй урлă вĕçтертĕмĕр. Ял вĕçĕнче пурăнакан тантăшăм килне кĕрсе юлнăран малалла пĕчченех утрăм. Тахăш хушăра Саша хăваласа çитрĕ. Аллинче - ылтăн ыраш пучаххипе утмăлтурат çыххи. Алран вăтанса тыттарчĕ те чечексене куçне хăвăртрах тартрĕ. «Ятарласа сан валли татрăм», - терĕ хăюсăррăн. Çав вăхăтра чĕре пурнăçăмра пĕрремĕш хут урăхла - тухса тарасла - тапрĕ.

Тăван шкулпа сывпуллашнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Çурçĕрте пурăнакан кÿрше шкул пĕтернĕренпе те курманччĕ. Тахçантанпа кĕтнĕ тĕлпулăва Саша кучченеçпе çитрĕ. Утмăлтуратпа салтак тÿми çыххи çинчен те манман. Уяв сĕтелĕ çинче унран хÿхĕмрех чечек урăх çукчĕ те. «Утмăлтурата халĕ те малтанхи пекех юрататăн. Апла мана та манса кайман. Эх, шăпа, телей тени хамăр ĕмĕтленнĕ пек килмест çав», - терĕ алăран ачашшăн сĕртĕнсе кÿршĕм.

Ачаран пĕрле выляса, çапăçса ÿснĕскере савни тума пулать-и вара? Мана пачах урăххисем килĕшетчĕç ун чухне. Саша ку таранччен вăрттăн юратса пурăннине çав тĕлпулура кăна пĕлтĕм. Кун пек те пулать иккен.

ЛЮДМИЛА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.