Пирĕн ялта кутăн тăрса чупманни çеç
Çак хаçата урăх çырмастăп тесех тарăхнăччĕ-ха. Редакторĕ кăмăла çавăрма пĕлет тата. Виçĕмкун редакцие кĕрсе тухрăм. «Ан кÿрен, Тарук инке, тепрехинче сана района илсе каятпăрах. Пирĕн вулакан саншăн тунсăхлать», - терĕ те эпĕ хĕвел çинчи çу пек ирĕлсе кайманни кăначчĕ. Савăннипе киле ват шăм-шака мĕнле вĕçтерсе çитернине те астумастăп. Унтан та чикме пăрахрĕ, кунтан ыратмасть... Вăт ырă сăмах! Çĕрулми лартмалла-ха. Сывлама та вăхăт çук. Çапах чăтаймастăп сирĕн пата çырмасăр. Çур çĕр çитет, çыру çыратăпах.
Ку сÿпĕлти карчăк ытла тăтăш çырать тесе ан ятлăр. Ват пуç ăна-кăна часах манать. Пуçран тухса ÿкиччен пĕлтересшĕн сире. Пирĕн ялта мĕн пулса иртнине кашни кун çырса пымалла. Кунта кутăн тăрса чупманни çеç. Эй Турă, мĕн патне пурăнса çитрĕмĕр? Нимрен те вăтанмаççĕ. Эпĕ, ухмаххи, çын сăмахĕнчен шутсăр хăратăп. Чуста Ваççишĕн-и? Ялĕпех калаçаççĕ ун пирки. Хăнк та тумасть. Ачи аптăрамастчĕ-ха хăй. Эрех ĕçместчĕ, пирус туртмастчĕ. Хĕрарăмсене вара ай-яй мĕнле юратать! Арăм пур çĕртех кÿршĕ ялти еркĕнĕ патне йăрккать шуйттан арçынни. Хам пулсан-и? Чупма хĕтĕртетекен «япалине» пăрса татса илĕттĕм. Арăмĕ мĕн чуль куççуль тăкмарĕ-ши çав тăмсая пула? Еркĕнĕ çамрăк. Хăйне тытса чараймасть Ваççа, пахча хыçĕнчи сукмака кунĕн-çĕрĕн такăрлатать. Ахальтен-им ăна Чуста Ваççи теççĕ? Еркĕнĕ çумне чуста пек çыпăçнă, хăпма пĕлмест. Улăм купи сыхлакан йытă пекех вăл. Майра Марука ни çынна памасть, ни хăй качча илмест. Марук та ухмах мар. Çав «чустаран» укçа сăптăрчĕ-сăптăрчĕ те хăйĕнчен çамрăкрах еркĕн тупса ячĕ. Ку таранччен эрех сыпса курман Ваççа ĕçке ярăнчĕ. Вăл урам тăрăх çапкаланса утма пуçлани пĕр уйăх çитет ĕнтĕ. Тата мĕн кăтартĕç-ши ку еркĕнсем? Малалла вулас...