Комментировать

14 Мая, 2015

Ентешĕсемпе мăнаçланаççĕ

- Эпир хамăр паллă çыравçăсене, ÿнерçĕсене, юрăçсене, вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕсене яланах асра тытатпăр, - терĕ Тăвай шкулĕн директорĕ Вера Михайловна Кириллова.

Ара, чылай чухне ертÿçĕрен нумай килет-çке. Вера Михайловна ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. Чи малтан шкул ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ стенд патне илсе пычĕ. Тăвайĕнчи паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене çак стенд çине вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле! Ачасем хастар ентешĕсене курса чăннипех те мăнаçланаççĕ.

- Нумаях пулмасть эпир Вера Михайловна пулăшнипе шкул коридорĕнче этнографи кĕтесĕ йĕркелерĕмĕр. Чăваш чĕлхи эрнинче тăван чĕлхе урокĕсене çакăнта ирттертĕмĕр. Ачасене çак йăлтах килĕшет. Экскурси евĕр урокра вĕренекенсем ентешсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех палашаççĕ, - каласа пачĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ираида Николаевна.

Этнографи кĕтесĕ çав тери пуян. Шкул директорĕ пир тĕртмелли станок илсе килсе лартнă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем - тĕрлĕ йышши савăтсем. Чăвашсен ĕлĕкхи тумтирĕсем, çăпатасем тата та ытти те пур. Кунта кашни япала авалхи пурнăçа аса илтерет.

- Халĕ чăваш чĕлхи пÿлĕмне те тĕрлĕ эрешпе илемлетрĕмĕр. Пĕлтĕр Çеçпĕл Мишши, нумаях пулмасть литература çулталăкне халалласа Константин Васильевич Иванов кĕтесĕ те йĕркеленчĕ класра. Ара, хамăрăн тăрăшмалла вара мĕн те пулсан пулатех, - савăнăçлăн сăмаха малалла тăсрĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Галина Алексеевна.

Çăлкуç пек тапса тăракан учительсен вăй-хăвачĕ, ачасен тăрăшулăхĕ шкул чысне районта кăна мар республика шайĕнче те чапа кăларнă. Вера Кузьминична Кузьмина, Хумма Çеменĕ, Григорий Спиридонович Спиридонов тата ыттисем Тăвай тăрăхĕнче çуралнă, тĕнче шайĕнче палăрнă. Шкултан вĕренсе тухакансен хушшинче те паллă çынсем пулаççех.

Улттăмĕш «б» класра республикăра иртекен «Мехел» юрă конкурсĕнче иккĕмĕш степеньлĕ лауреат ята çĕнсе илнĕ Ангелина Петрова вĕренет. Юрлама пĕчĕкренех ăста. Пĕрремĕш класранах сценăна хăнăхнăскер паллă поэтсен сăввисене те илемлĕ вулать. Хастарскер хăй те сăвă шăрçалать.

- Çĕнтерÿçĕ ятне илейменшĕн питех те пăшăрхантăм. Анчах тепĕр çул тăрăшуллăрах пулса палăртнă тĕллеве пурнăçлатăпах, - тет маттур Ангелина.

Алă усса ларма хăнăхманскер çирĕппĕн ăнтăлать малалла. Хĕрачан пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри - хăй сăввисене хăй тĕллĕн кĕвве хывасси. Акă вăл - Тăвай енĕн пулас çăлтăрĕ!

Тăвайсем хăйсен ентешĕсемпе мухтанаççĕ, вĕсен ячĕсене çÿлте тытаççĕ.

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Тăвай районĕ,

Аслă Тăвай шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.