Комментировать

7 Мая, 2015

Мухтава тивĕçлисем те, тăшмансем те хамăр хушăрах...

«Çапăçура пулмасăр пурнăç хакне чухлаймăн», - тенĕ ваттисем. Тен, чăннипех те, çапла. Сăмахăм вăрçăри çапăçу пирки кăна пымасть. Кулленхи ырăпа усал кĕрешĕвĕнче те вĕçĕмсĕр суйлав тума тивет-çке-ха. Хури е шурри енче-ха эпир. Мĕн е кам хĕтĕртет пире пĕрешкел лару-тăрурах тĕрлĕрен хăтланма. Нуша кулачне астивмен, тăварлă куççульпе чыхăнман çын теприн тертне ăнланайĕ-ши, ун хуйхине чĕре çывăхне илсе ăшă сăмахпа та пулин пулăшайĕ-ши. Иккĕленÿллĕ... Чылай чухне унашкаллисем пурнăçа та, этеме те хаклама пĕлмеççĕ. Пĕтĕм тĕнче вĕсен тавра çаврăннăн туйăнать каппайчăксене. Палăртнă тĕллев патне çитессишĕн вара тем тума та хатĕр...

Ăçта иксĕлнĕ чун ăшши?

Мĕншĕн пуçларăм-ха ку калаçăва. Иртнĕ эрнере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ куракансене черетлĕ премьерăна пуçтарчĕ. Анатолий Хмытăн «Çерем çинчи çиçĕм» пьеси тăрăх лартнă трагикомедие Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Пьеса редакторĕ, спектакле лартаканĕ - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов, ÿнерçи - Лариса Комиссарова, çутă ăсти - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Федор Николаев, музыкине йĕркелекенĕсем - Василий Николаев тата Антонина Ягупова.

Фронтовиксем, вăрçă асаилĕвĕсем, историри паллă пулăмсене асăнни - йăлт пур спектакльте. Анчах ку пĕр енĕ кăна-ха. Унти ĕç-пуç синкерлĕ вăрçă вăхăтĕн- че пулса иртмест. Юнлă çапăçусем вĕçленнĕренпе вуншар çул иртнĕ. Çакă кăсăклă та. Аслă тата каярах килнĕ ăрăва пĕр-пĕринпе танлаштарсассăн шалт тĕлĕнетĕн, мĕншĕн çапла расна-ха вĕсем. Тăван çĕре хÿтĕлесе пурнăçа та шеллемен ватăсен ачи-пăчи мĕншĕн кăнттам, çăткăн. Ăçта иксĕлнĕ чун ăшши.

Ялти тăлăх мучи Тăм Мирун /Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов/, сăмахран, никама та усал туман. Анчах ял пуçлăхĕ Кăтра Тимухха /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Григорьев/ ăна пĕр çутă кун кăтартмасть темелле. Шав ваттисен çуртне ăсатасшăн ăшталанса çÿрет. Мучи вăхăтра укçа тÿлеменшĕн вара çутта та чарса лартать. Ку çеç те мар-ха, ватта темĕн те пĕр каласа хăртать, тĕксе яма та именсе тăмасть. «Саккуна пăхăнтарса пырасси - манăн ĕç», - тесе хăйĕн кирек мĕнле тÿрккеслĕхне те тÿрре кăларать. Сурăх тирĕ витĕннĕ кашкăр евĕр Кăтра Тимухха. Хăйне кирлĕ çынсемпе япшар калаçма пĕлет-ха вăл. Хĕвĕнче вара чул катăкĕ хатĕр тăрать. Ăна усă кÿме пултарайман çын, ун шучĕпе, тен, хисепе те тивĕç мар.

«Çынран кулсах çын пултăр ĕнтĕ», - тет хурланса Тăм Мирун. Çавнашкалах «çын пулнисен» шутĕн-че Кăтра Тимуххан «хÿрешкисем» - Тăхлан /Николай Тарасов/, Тимур /Виталий Сергеев/ тата Лизук /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Почалкина/. Тăхлан калаçнă чух та йытă пек хăр-хар вĕрсе çеç пуплет. Хусканăвĕсем те йăрт-ярт. Пуçне килнĕ шухăша пăлт-палт персе ярать, çынна кÿрентересрен шикленни ют ăна. Пĕр-пĕр киревсĕр ĕçе хутшăнма вара яланах хатĕр.

Тимур та пачах та ырă ĕçсен командин ертÿçи пек мар. Шалпар шăлавар, кепка, ахăрашу-шуйхашу - акă вăл паянхи «паттăр». Йăкăл-якăл, намăсланма пĕлмен Лизук та кунтах ĕнтĕ. Юлташĕсем ăна та хурахла ĕçсене явăçтараççĕ. Тĕрĕссипе, вăл хăй те хирĕçлемест. Каярахпа ял пуçлăхĕн секретарĕ пулса тăрать-ха тата!

Юрать-ха, Арлан культура ĕçченĕпе /Василий Николаев/ Марине учительница /Наталья Шамбулина/ пур. Вĕсен ăнтăлăвĕпе хастарлăхĕ ырă шанăç тĕппипех сÿнменни çинчен çирĕплетеççĕ.

 

Аслисемпе ăслисен е ваттисен канашĕ?

Аслă ăру вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Выççине те, хуйхине те пайтах тÿссе ирттернĕ вăл. Пĕрле çапăçнă тусĕсене те çухатнă, ачасем ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнине те курнă... Анчах пурпĕр хуçăлман, кăмăлĕпе çирĕпленнĕ кăна. Тен, шăпах çак парăнманлăх пулăшать те вĕсене паянхи саманара. «Террористсем хамăр хушăрах. Çавăнпа та тимлĕхе нихăçан та çухатмалла мар», - тет Марине. Çапла тăваççĕ те ватăсем. Вĕсен никам çине шанмалли те çук. Пурнăç опычĕ пулăшсан çеç...

Спектакль тăршшĕпех-тĕр ватăсене вĕсен çулĕсем çине тĕллесе кăтартса «вилме маннисен» шутне кĕртеççĕ çамрăксем. Хисеплĕ мучисемпе кинемей епле килĕшейĕç-ха пуçтах яш-кĕрĕмпе. «Ваттисен çуртне кайса пурăнма эп ватă çын мар!» - пат касса татать Тăм Мирун. Унăн хăйĕн кил-çурчĕ, хуçалăхĕ, качаки... Ăçта кайтăр-ха вăл.

Укахви кÿршĕ карчăкĕ /Чăваш халăх артистки Лидия Красова/ те авă качака усрать. Ун пиркиех час-часах Яппун Кулипе харкашмалли тупăнать кинемин. Кичем пулнăран çеç сăмах купи айне тăваççĕ ĕнтĕ пĕр-пĕрне. Чăннипе, тахçанах пĕр-пĕрне çилленме пăрахнă-тăр вĕсем. Яппун Кули вара халĕ те шанăçпа кун кунлать, вăрçă вăхăтĕнче çухатнă йăмăкĕпе шăллĕне тупма ĕмĕтленет.

Кăтра Тимухха ашшĕ Сăхман Сахрунĕ те чунĕпе çамрăк-ха. Илемлĕ хĕрарăмпа юнашар утма яланах хавас вăл. Хăйĕн хăлхи чиперех илтмест пулин те хытăрах каласан, «Мĕн кăшкăратăн. Эпĕ хăлхасăр мар!» - тет.

Тăм Мирунне, Укахвие тата Яппун Кулине час-часах пĕрле курма пулать.

- Ан хумхан, çăкалăх,

Ан хумхан, сирень.

Халь ăçта-ши, тусăм,

Эс иртсе çÿрен. - шăрантараççĕ вĕсем. Аслисемпе ăслисен канашĕ шÿтлеме те ăста. «Çерем çинчи çиçĕме курма тухса лартăмăр», - тет Яппун Кули. Ку çиçĕме вĕсене Кăтра Тимухха кăтартать...

Чунĕ кÿтсе килнĕ самантра çапла калать Мирун мучи, «Мĕн туса пурăнатпăр. Кама валли. Çемье, ача-пăча çук. Вилмелле анчах та çав... Анчах çав фашистсене хамран култармастăпах!»

Вăрçă чарăнсан паттăр нумай тесе шахвăртаççĕ халăхра. Чăн паттăрсем пирки вара нимĕн те пĕлместпĕр. Спектакльте те çаплах пулса тухать. Тахçан, 1941 çултах, оккупациленĕ Кейÿ хулинчен Тăм Мирун выçă ачасене партизан отрядне ăсатнă-мĕн. Чылай çул иртсен вăл çăлнă Саррăпа /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина/ Мэир /Леонид Яргейкин/, аппăшĕпе шăллĕ, Мируна шыраса тупаççĕ, ăна курма килеççĕ.

Спектакльте кулăшла самантсем те, чуна витерекеннисем те чылай. Юрă-кĕвĕ ăна тата та пуянлатаççĕ, сăнарсене тарăнрах туйма, ăнланма пулăшаççĕ. Паллах, эпĕ тишкерни - пĕр тĕрлĕ шухăш çеç. Кашни çыннăн хăйĕн курăмĕ. Çавăнпа та вулаканăмăрсене «Çерем çинчи çиçĕм» спектакльпе паллашма сĕнес килет.

Паттăрсем те, тăшмансем те хамăр хушăрах. Çакна манас марччĕ, çынна хисеплеме пĕлесчĕ. Мĕн пуррине, тăнăçлăха упрасчĕ. «Çерем çинчи çиçĕме» вара пурнăçра мар, театрта кăна курасчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.