Комментировать

6 Мая, 2015

Валерий ГОРДЕЕВ: “Эпир хамăрăн ят-сума хаклатпăр”

"Комплекс” строительство фирми куçми пурлăх рынокĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлет. Хăйĕн клиенчĕсене чи лайăххине пама хатĕрри, пĕр шухăшлă çынсен çирĕп команди, бизнеса тытса пырассинчи яваплăх, çынсене кирлипе тивĕçтерме тăрăшни - çак тата ытти пахалăха пула компани хăйĕн нумай конкурентĕнчен маларах пырать. Аталану историйĕ тата ĕçри ăнăçу никĕсĕ çинчен "Комплекс” строительство фирмин директорĕ Валерий ГОРДЕЕВ каласа парать.

- Валерий Николаевич, эсир "Комплекс” строительство фирмин историне 25 çул çыратăр ĕнтĕ. Ним çукран компани йĕркелеме, унран паллă бренд туса хума мĕн кирлĕ?

- Пĕр шухăшлă çынсен команди. Тата - ырми-канми ĕçлес кăмăл. Пĕр шухăшлисем çук-тăк нимĕн те пулмĕ. Çынсем тăрăшса ĕçлемесен те ăнăçу кĕтни кăлăхах. Ĕçлес-аталанас кăмăл пулмасан та малалла каяймăн.

25 çулта алă усни пĕрре те пулман. Пуçласса вара хамăр кашни çулах колхозсем тăрăх çÿренинчен, тĕрлĕ об.ект çĕкленинчен пуçланă. Никĕсне çавăн чухне хывнă. Проект ушкăнне, строительствăпа монтаж йышĕсене йĕркелерĕмĕр. Малтанах Чăваш Енре инвестор тупма йывăрччĕ, çавăнпа малтанхи тапхăрта республика тулашĕнче строительство енĕпе ĕçленĕ - Самар, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенче. Новокуйбышевскра, Сызраньте, Тольяттире те ырă ят хăварнă.

Çынсем - уйрăм истори. Кăткăс 90-мĕш çулсенче рабочисен хăйсен çемйисене тăрантармаллаччĕ. Çынсене çав самантра вĕсем пĕр кунлăх компание килменнине ĕнентермеллеччĕ. Çав çынсенчен нумайăшĕ пирĕн патра паян та ĕçлеççĕ. Ют хуласене каймасăрах укçа ĕçлесе илме пултараççĕ. Пирĕн çынсем ĕçсĕр лармаççĕ, материалсем, техника, ĕç фрончĕ пур - мĕншĕн юта каймалла? Çемьерен инçетре ĕçлеме йывăр. Çынсене ютра улталама пултарасси пирки каламастăп та. Халĕ эпир Çĕнĕ Шупашкарта - тăватă, Шупашкарта пĕр объект çĕклетпĕр. Унччен Мускава, Чулхулана, Хусана ĕçлеме çÿренĕ строительсем пирĕн пата килеççĕ. Ĕç укçин шайĕ - çавах, анчах - тăван кил юнашар.

- Ансат та пĕтĕмлетÿллĕ ят - "Комплекс” - мĕнле çуралчĕ? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.