Комментировать

8 Фев, 2014

«Хастар» ят панипех хастар пулаймăн

Тунти кун Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче командировкăра пулнă май «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕç-хĕлĕпе паллашма тÿр килчĕ. Район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Самсонов журналистпа пĕрле хапăлласах çула тухрĕ.

- Пĕтĕм Раççейпе пĕрле ĕнер эпир те «Йĕлтĕр йĕрĕ-2014» чупăва тухрăмăр. Ăна стадионта мар, вăрманта ирттертĕмĕр. Пурĕ 456 çын йĕлтĕр сырчĕ, - çапла калаçса пынă май ФСКна çитни сисĕнмерĕ те. Кафель картлашкапа хăпарнă чухне шуçса ÿкесрен хăрарăм. «Кунта мĕншĕн кавир сармастăр?» - ыйтатăп пуçлăхран. «Пурччĕ-ха, çĕтĕлсе пĕтнĕ-ши? Эсир хăвăр шуçлак тĕплĕ атă тăхăнман-и паян?» - шахвăртать вăл мана.

Кăнтăрлахи икĕ сехет иртнĕччĕ. Шкул ачисем уроксем хыççăн комплекса чупа-чупа кĕчĕç. Хывăнмалли пÿлĕме хăйсем тĕллĕнех кĕрсе çи-пуç улăштарчĕç. «Пирĕнпе пĕрле футболла выляма килĕр!» - чĕнчĕ спортзалта тренировка ирттерекен Людмила Михуткина. Шел, ку ăсталăх манăçнă ĕнтĕ... Иккĕмĕш хута хăпартăмăр. Теннис сĕтелĕ асăрхарăм, анчах вылякан çукчĕ. Бассейн еннелле утрăмăр. Кунта та тирпейлÿçĕпе тренер çеç. «Ишекенсем ăçта сирĕн?» - кăсăклантăм эпĕ. «Эсир мĕн шухăшлă çынсем, шыва кĕресшĕн-и?» - ăнланмарĕ манăн ыйтăва тренер. «Хаçат корреспонденчĕ эпĕ, районсенчи ФСКсен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланатăп», - паллашрăмăр Юрий Столяровпа. «Халĕ кăна 10-мĕш классен занятийĕ вĕçленчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи кашни класс /кĕçĕннисемсĕр пуçне/ физкультурăн виççĕмĕш урокне çакăнта ирттет», - терĕ Юрий Иванович. Кăваккăн курăнакан шывран куç илейместĕп, сывлăшĕ те лĕпех кунта: бассейна чăмас килет. Çынсем мĕншĕн çак ырлăхпа усă курмаççĕ-ши? «Пирĕн пата, Кÿкеçри «Улăп» ФСК бассейнне, ир пуçласа каçчен татти-сыпписĕр çын килет, ирĕклĕн ишме те вырăн çук. Кунта хăть пĕччен саркалан!» - калаçрăмăр тренерпа.

«Танлаштартăр та! Кÿкеçе Шупашкартан халăх çÿрет. Аякри ытти район центрĕнче те лару-тăру пирĕнешкелех. Çынсем ĕç кунĕ хыççăн каçхине килеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен пĕр ушкăнĕ кăнтăрла çÿретчĕ, паян çеç çук вĕсем», - палăртрĕ Юрий Иванович.

Комплексăн тăватă хутне те хăпартăмăр. Тренажер, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен залĕсене кĕреймерĕмĕр. «Занятисем расписанипе килĕшÿллĕн иртеççĕ», - алăксем питĕрĕнчĕк тăнине çапла сăлтавларĕç.

Аэробика залĕнче Татьяна Сергеева тренер-преподаватель хĕр ачасемпе заняти ирттеретчĕ. Хăтлă çĕрте вĕсемпе пĕрле хамăн та хускану тăвас килчĕ. Тĕрлĕ инвентарь те алă айĕнчех. Ачасене ăмсантăм, эпир ÿснĕ чухне çакнашкал май пулман-çке. «Аслисем ыйтнипе тÿлевлĕ фитнес-аэробика тата пĕчĕккисем валли ритмика ушкăнĕ йĕркелесшĕн», - уçăмлатать инструктор.

«Хастар» ФСК пуçлăхĕн вĕрентÿпе спорт енĕпе ĕçлекен çумĕпе, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕпе Юрий Бронюковпа калаçма тÿр килчĕ. «Спортăн 9 тĕсĕпе: волейбол, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, кире пуканĕ, çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси, ишесси, футбол, шахмат, аэробика - уйрăмсем ĕçлеççĕ. 376 ача тÿлевсĕрех çÿрет унта. Пĕлтĕр халăха 750 пине тенке яхăн тÿлевлĕ пулăшу кÿнĕ», - паллаштарчĕ Юрий Анатольевич.

ФСК çурчĕнче ача-пăча искусство шкулĕ валли те вырăн уйăрнă. Кунта, сăмахран, баян, фортепьяно, соло, ал ĕçĕн класĕсем ĕçлеççĕ. Спорт комплексĕн пÿлĕмĕсене урăхларах тĕллевпе усă курни тĕлĕнтерчĕ паллах. Ыйтăва Александр Самсонов çийĕнчех уçăмлатрĕ: «Çакăн пек тĕслĕх республикăра татах пур. Сăмахран, Муркашри «Сывлăхра» та искусство шкулĕн класĕсем ĕçлеççĕ. «Хастара» хута яриччен пултарулăхăн тĕрлĕ енĕпе кăсăкланакансем районти культурăпа кану центрне çÿрерĕç. Анчах санитари нормисене тивĕçтерменнине кура искусство шкулĕн урокĕсене унта ирттерме ирĕк памарĕç. Кунта пурин валли те вырăн çитет, классенчи сĕтел-пукан та ФСКна федераци программипе килĕшÿллĕн комплектпа пĕрле килчĕ».

Чÿречерен стадион ал лаппи çинчи пекех курăнать. Йĕлтĕр йĕрĕ ярăнма чĕнет, анчах стадион та пуш-пушах. Йĕлтĕр прокачĕ йĕркеллех ĕçлетчĕ. «Ĕнерхи ăмăртура ывăннă-ши?» - Хĕрлĕ Чутайсене тÿрре кăларма тăрăшрăм эпĕ. Анчах райцентрта каток çуккине пĕлсен чун хурланчĕ. Хоккей курупки пур-ха, анчах ăна пăрпа витмен. «Пĕчĕкрех стадионта каток уçма палăртнăччĕ. Тен, çывăх вăхăтра çак ĕçе пурнăçа кĕртĕпĕр», - ăнлантарчĕ Юрий Бронюков. Пĕлтĕр хоккей курупки пурăнмалли нумай хутлă çуртсен картишĕнче пулнă-мĕн. Анчах катока пăрпа витмешкĕн чăрмав сиксе тухнă - хваттерсенче пурăнакансем шыв илме ирĕк паман. Çавăнпа çулла хоккей лаптăкне шкул картишне куçарнă. Александр Самсонов хоккей команди йĕркелесси пирки, анчах спорт инвентарĕпе тумтирне туянасси тăкакпа çыхăнни çинчен калаçу пуçарчĕ. Çапах та малтан каток тăвасси пирки шухăшламалла мар-ши? «Çапла, ку пирĕн çитменлĕх, йышăнатпăр», - килĕшрĕç арçынсем.

«Хастар» ФСК 2012 çулта çурла уйăхĕнче уçăлчĕ. Вăл республикăри районсенче хута кайнă 24-мĕш, чи юлашки, спорт комплексĕ. Ăна валли 147,5 миллион тенкĕ тăкакланă. Спорт керменне савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ГАЗель уççи те тыттарнăччĕ, кунта пурăнакансене физкультурăпа, спортпа туслашма чĕннĕччĕ. Анчах хальлĕхе кунта пурнăç вĕресе тăнине эпĕ асăрхамарăм.

Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Хĕрлĕ Чутайĕнчен шăнкăрав çитрĕ. «Хастар» ФСК пуçлăхĕн вĕрентÿпе спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ Юрий Бронюков стадионта каток хатĕрлеме тытăннине пĕлтерчĕ, конькипе ярăнмашкăн пире те чĕнчĕ. Мĕнех, ярăнмалли хатĕрсен прокатне йĕркелесен - çитĕпĕр те...

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.