Куншăн намăс пулмалла, е Никифор Мранькка çыравçă вил тăприйĕ çинче

24 Окт, 2017

Кăçал Шупашкара Акатуя кайнă чух ачаран юратнă паллă çыравçăн Никифор Мраньккан тăван ялне çитсе курас терĕмĕр.

Унăн виçĕ томлă «Ĕмĕр сакки сарлака» романне утмăлмĕш çулсенче пирĕн атте-анне чĕререн кăмăлланă, кÿршĕ-аршăпа хутшăнса черетпе вуланă. Эпир те, ачасем, аслисем саспа вуланă чухне шăппăн итлесе лараттăмăр. Шупашкара çула тухас умĕн кĕнекене çĕнĕрен вуласа тухрăм. Чăнах, «патша влаçĕ кисреничченхи чăваш халăхĕн пурнăçĕн тĕкĕрĕ» тесе ахальтен хакламан çак романа критиксем.

Никифор Мранькка — Никифор Федорович Мораньков — чăвашсен иртнĕ пурнăçĕпе йăли-йĕркине лайăх пĕлни, вăйпа тĕне кĕртсе пусмăрланине, патшан тÿре-шарисемпе ял куш-танĕсем ĕç хресченĕсене çаратса пурăннине пысăк ăсталăхпа сăнласа-çырса кăтартни чăваш вулаканĕсене пурне те тĕлĕнтернĕ. Пирĕн халăхшăн «Ĕмĕр сакки сарлака» роман вы-рăссен Лев Толстой çырнă «Война и мир» романĕпе пĕр шайра тăма тивĕç пулнине те каласа хăварни вырăнлă пулĕ.

Куславкка хулине эпир кăнтăрлана çитрĕмĕр. «Никам пулăшмасăрах тупăпăр-ха Никифор Мраньккан вил тăприне», — çапла шухăшланăччĕ эпир. Анчах хула тăрăх çÿресе камран кăна ыйтмарăмăр пулĕ — паллă çыравçăна ăçта пытарнине татса калакан никам та пулмарĕ. Çамрăксенчен нумайăшĕ ун пирки илтмен те иккен. Хула тăрăх икĕ сехет шыраса çÿресен аптрасах кайрăмăр. Майоров хушаматлă чăваш сĕннипе Куславкка хулин администрацине çул тытрăмăр. «Мранькка пирки пĕлместĕп», — тесе хуравларĕ пуçлăх секретарĕ вырăсла. Культура пайĕ хупă пулнипе вĕрентÿ пайне кĕтĕмĕр. Унта ĕçлекен пĕр чăваш хĕрарăмĕн амăшĕ, Валентина Захарова, Никифор Мраньккапа пĕр ялтан — Пилешкассинчен тухнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн телее, амăшĕ пулăшма килĕшрĕ, çитменнине упăшкин тăванĕсене Мраньккан вил тăприйĕ çумне пытарнă имĕш.

Вăйлă çумăра пăхмасăр Никифор Мраньккан вил тăприйĕ çинче пулмасăр каялла çаврăнса каяс темерĕмĕр. Валентина Захаровăпа хула масарĕ çине кайрăмăр. Йĕпе курăклă çулпа пылчăк ашса çитрĕмĕр паллă çыравçăн вил тăприйĕ патне. Анчах унта ĕлĕкхи чухăн тимĕр палăка çеç куртăмăр. Çакă пире питĕ кулянтарчĕ, намăслантарчĕ, тарăхтарчĕ, кăмăла хуçрĕ… Ытларах хисепе тивĕç мар-шим паян чăвашсен паллă сăмах ăстийĕ?! Тĕрĕссипе, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе мĕн чул шар курман-ши хăй вăхăтĕнче çыравçă?! Сталин вăхăтĕнче хресченсене хÿтĕленĕшĕн репрессие айăпсăр лекни, лагерьте пилĕк çул таран пусмăр тÿсни те ахалех пулнă-ши вара? Шел, Куславккара вил тăпри патне каякан çул çеç мар, тивĕçлĕ палăк та çук Никифор Мраньккан.

Çакăнпа çеç вĕçленмерĕ пирĕн чун ыратăвĕ. Чăваш паттăрĕн, паллă çыравçăн юлашки вунă çул пурăннă çурчĕ те çук иккен — вăл виçĕ çул каяллах çунса кайнă. Çав çуртра музей уçса ĕлкĕреймен. Мĕншĕн çунса кайнă пирки халăхра тĕрлĕрен калаçаççĕ. Çурт вырăнĕнче халĕ «Магнит» ятлă суту-илÿ лавкки ларать…

Хамăр чунри чăвашлăха вăратма тата мĕн чухлĕ çухату кирлĕ-ши пире? Çакăн пек чунсăрлăхпа тĕл пуласса кĕтменччĕ эпир Никифор Мраньккан тăван çĕрĕнче. Хамăрăн тăван халăхăн кăвар чĕреллĕ сăмах ăстисен, паттăрĕсен сăваплă ячĕсене хисеплесе упрама хăçан вĕренĕпĕр-тытăнăпăр-ши эпир?

 

 

 

Комментарии

Недостаток народа нашего.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.