«Ялта» çÿрет ялтан яла

30 Июн, 2017

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсен çуллахи гастролĕсем пуçланчĕç.

Ĕнер театр труппи Тăвай районĕнче пулчĕ. Куракансем умне «Ялта» драмăна /режиссерĕ — СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев/ кăларчĕç. Наталья Сергеева режиссер каланă тăрăх — театр 100 çул тултарнине халалласа çĕнĕ акци пуçарнă. «Кăçал эпир кашни района çитсе килме палăртнă. Ку спектакле те ахальтен суйласа илмен. Паллă драматургăн Федор Павловăн пьеси чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине кăтартса парать. Çавăн пекех ку драмăна курма театра нумай çын çÿрет, куракансен чи юратнă спектаклĕсенчен пĕри», — терĕ Наталья Алексеевна. Сăмах май, çывăх кунсенче — утă уйăхĕн 4 тата 6-мĕшĕсенче — вĕсем Йĕпреçпе Елчĕк кураканĕсене савăнтарĕç.

Вера Кузьминапа Геннадий Терентьев, Валентина Трифоновăпа Сергей Иванов, Любовь Галимовăпа Григорий Филиппов артистсен тăван тăрăхĕ драма театрне ăшшăн кĕтсе илчĕ. Хăнасене Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ.

Зоя ВFCBKMTDF, Енĕш Нăрваш халăх театрĕн ертÿçи:

— Юратнă театрăн артисчĕсене хамăр патра курма питĕ кăмăллă. Тăвайсем театра питĕ юратаççĕ, хамăр та сцена çине тухатпăр. Шупашкара ятарласа спектакльсем курма çÿретпĕр. Премьера пулнине пĕлсенех Чăваш Ен тĕп хулине васкатпăр.

Рубрика: 
Теги: 

Комментарии

Тавах артистсене щав тери чапло спектакльшон.

Комментировать