Патшалăх элемĕсене хисеплесе телефонта чăвашла гимн янăратар-и?

20 Апр, 2017

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 14 сехетре Чăваш Енри мĕнпур муниципалитетра "Республика элемĕсем - халăх элемĕсем" ятпа республика флешмобĕ иртмелле. Ăна Патшалăх элемĕсен кунне халалланă. Флешмоба тухнисем "Пурнăç йывăççи" евĕр тăрса тухĕç.

Патшалăх элемне хисепленине палăртма Чăваш халăх сайчĕ карас телефонне Чăваш Ен гимнне вырнаçтарма сĕнет. Сирĕн пата çынсем шăнкăравланă чух шлягер çемми вырăнне чăваш гимнĕ янăрани ыттисене тĕлĕнтерĕ. Сайт администраторĕ Николай Плотников тепĕр меслет те сĕнет. Çыхăну операторĕсен тĕлĕнмелле лайăх пулăшу пур. Сирĕн патăра шăнкăравлакан çын эсир телефона тытасса кĕтнĕ вăхăтра тунсăх кĕвĕ итлес вырăнне сире килĕшекен юрăпа киленме пултарать. Уншăн уйăхне вăтамран 200 тенкĕ тÿлемелле. Тунсăх та пĕр пек çемĕ вырăнне тăван чĕлхемĕрпе тата республикăмăрпа чăннипех мăнаçланакансем чăваш гимне вырнаçтарма пултараççĕ. Аса илтерер, Чăваш гимнĕн авторĕ - Илья Тукташ, композиторĕ - Герман Лебедев. Хальхи гимна 1997 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă.

  • Чăваш Республикин патшалăх элемĕсен кунне ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче палăртма чĕрĕк ĕмĕр каялла çирĕплетнĕ. Мероприятисен кăçалхи планне çирĕплетсе Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă хушу та кăларнăччĕ. Тĕп мероприятисем çак уйăхра иртеççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментарии

чăваш гимне телефона епле вырнаçтармалла?

Комментировать