Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫуркунне тата ĕҫ уявĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Ҫуркунне тата ĕҫ уявĕпе саламлатăп!

Ҫуркуннехи ҫак уяв ĕҫе мухтать, тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантарать.

Тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕҫлени кашни ҫын тата ҫемье пурнăҫĕн пахалăхĕн шайне ӳстерет, обществăна ăнăҫлă аталанма  май парать, республика, ҫĕршыв хăватне ҫĕклет.

Паян влаҫ тата бизнес пысăк тухăҫлă производствăсем йĕркелес, экономикăна аталантарас, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес, халăхăн пурнăҫне лайăхлатас енĕпе пĕрле вăй хураҫҫĕ. Юратнă ĕҫе чунпа парăннă патриотсем тăван республикăна илемлĕрен те илемлĕ пулма пулăшаҫҫĕ.  Чăваш Ен ҫитĕнĕвĕнче – пин-пин ĕҫ ҫыннин тӳпи.  Малашне те Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн пĕрле ĕҫлессе шанатăп. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй!

Ҫурхи кунсем сире ҫĕкленӳллĕ кăмăл, ҫирĕп  иксĕлми вăй-хал парнелеччĕр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                               Михаил Игнатьев

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.