Асăрханăр: ялта — тилĕ

17 Окт, 2018

Шăмăршă районĕнче килсĕр йытăсем нумайланни пирки шăнкăравларĕç редакцие вулакансем. Унсăр пуçне тăр кăнтăрлах урамра, пахчасенче тилĕсем çÿренине те каларĕç. Вĕсем чăх-чĕпе тытнисĕр пуçне килти чĕр чунпа хутшăнса усал чир сарма пултараççĕ-çке. Унсăр пуçне ача-пăчана тапăнма та. Ял тăрăхĕн ертÿçисем, ветеринари служби, сунарçăсем çакăн пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши?

Ку ыйтăва уçăмлатма асăннă тăрăхри Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Александрович Яковлевпа телефонпа çыхăнтăм. «Тилле пирĕн тăрăхра çеç мар, ытти ялта та чылай курнă. Типĕ çанталăка пула вĕсем ял çывăхне килме тытăнчĕç. Кун пирки ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕпе Александр Коршуновпа та канашларăмăр. Тискер чĕр чуна ял территорийĕнче пеме юрамасть. Чăн та, сентябрĕн 28-мĕшĕнчен пеме ирĕк панă терĕç-ха. Эпир тилĕ пирки мерăсем йышăннă», — терĕ Вячеслав Александрович хыттăн.

Унăн сăмахĕ чăна килсен тем пекехчĕ.

www.hypar.ru 

Валентина ПЕТРОВА. 

Рубрика: 

Комментировать