Архив

ноябрь 20th, 2013

20 Ноя, 2013

Экономикăна аталантарма - пысăк хăвăртлăхлă çулсем

Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн /РСПП/ Транспорт тата транспорт инфратытăмĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнче пысăк хăвăртлăхпа тата хăвăрт çÿрессине аталантарас ыйтăва пăхса тухнă.

ноябрь 19th

19 Ноя, 2013

Чăх çăмарти мĕншĕн хакланать?

Юлашки уйăхсенче ваккăн сутакан чăх çăмарти хакланни пирки пурте калаçаççĕ. «Хакне пирĕн ялти лавккара кăна хăпартнă-ши е республикипех ÿстернĕ-ши?» - кăсăкланаççĕ çынсем.

Потребительсем туянакан çăмарта хакĕ мĕнлерех улшăннине пĕлме малтан Чăвашстатăн 2012 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар-ха. Вунă çăмартана кăрлач уйăхĕнче вăтамран - 40 тенкĕлле, нарăсра - 39, пушпа акара - 43-шер, çу уйăхĕнче - 31, çĕртмере - 29, утă уйăхĕнче 28 тенкĕлле туяннă. Продукци çу варричченех йÿнелнĕ. Çурла уйăхĕнчен хакланма тытăннă: 29 тенкĕ. Юпа - 35, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ - 36, раштав, 10 - 40 тенкĕ.

19 Ноя, 2013

«Боингра» Чăваш Ен çыннисем пулман

Хусанта вырсарни кун ÿксе арканнă самолетра пирĕн ентешсем пулман. Çакăн çинчен «Хыпар» корреспондентне ĕнер Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтерчĕç. «Хусан пирĕнпе юнашарах пулнине кура эпир кун пирки ятарласа интереслентĕмĕр, - терĕç унта, - Чăваш Ен çыннисем çук». Авари сиенне пĕтерме чăваш çăлавçисене те явăçтарман - «пирĕн пулăшу кирлĕ тĕслĕх мар.

19 Ноя, 2013

«Дорисс» тăвакан çулсем шанчăклă

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсем, инженери сечĕсем тата çуртсем тăвакан «Дорисс» акционерсен обществине йĕркеленĕрепе 45 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

19 Ноя, 2013

Çĕр хутшăнăвĕсене коррупци ан çулăхтăр

Эрне кун Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕ енĕпе ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем канашлăва пуçтарăнчĕç. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ.

19 Ноя, 2013

Ĕçлеместĕп, анчах ерçÿ çук... Çакăн пек те пулать

Паян ĕç ирĕклĕ, патшалăхăн тĕп саккунĕ - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ гарантиленĕ тăрăх «Кашни çыннăн хăйĕн ĕçлес пултарулăхĕпе хуçаланма, хăш енĕпе ĕçлессине тата профессие суйласа илме ирĕк пур. Вăйпа ĕçлеттерессине пăрахăçланă».

19 Ноя, 2013

Тĕллевлĕ усă кураççĕ

Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕ федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă, Диплома тивĕçнĕ. Ведомство конкурсĕнче ĕç-хĕле 21 критери тăрăх хакланă: страховани взносĕсем пухнине, парăмсене шыраса илнине, пенсисене вăхăтра палăртнине, электрон çыхăнăвне йĕркеленине, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене, клиент службин йышăнăвне тата амăшĕн капиталĕ тĕлĕшпе заявленисене мĕнле пăхса тухнине тĕпе хунă. Сертификат хуçисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе Красноармейскисем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

19 Ноя, 2013

Ентешĕмĕр - 90-ра

Мария Антоновна кун-çулĕ хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисенчен уйрăлса тăмасть темелле. Çапах та вăл ял-йышра ĕçченлĕхĕпе, ăш пиллĕхĕпе палăрса тăрать. Хура-шурне самаях ас тивме тивнине пăхмасăр пурнăç илемне çухатман вăл, малашлăха шанма пăрахман. Çынсене хисеплет, тăванĕсене сума сăвать, ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнать.

19 Ноя, 2013

«Куç умне кăлар...»

Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне 1984 çултанпа пур çĕр-шывра та паллă тăваççĕ. Çав ятпа Шупашкар хулинчи «Кăнтăр» культура çуртĕнче «Куç умне кăлар...» савăнăçлă концерт иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - япăх курнипе инвалид пулса тăнисен хушшинче кĕвĕ-çемĕ туртăмне вăй илтересси, çамрăксене пултарулăх юхăмне хутшăнтарасси.

19 Ноя, 2013

Пурнăçпа хастарлăх урокĕ

Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра ирттернĕ уçă урок теми - «Вĕрентекен профессийĕ - çĕр çинче чи пĕлтерĕшли». Ăна пĕлÿ учрежденийĕн ертÿçи Валерий Сапожников пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Студентсем аслă юлташĕн, наставникĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Асăннă мероприяти вĕсемшĕн пурнăçпа хастарлăх урокĕ пулса юлчĕ.

Страницы