Архив
ноябрь 23rd, 2013
Информаци кунĕнчи тĕл пулусем
Вера Кузьмина: "Куракана каламалли нумай..."
Ăна пĕлмен, палламан чăваш çук. Ун пирки иккĕленместĕп. Çак уйăхра 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи 66 çулне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăнтарнă.
Сăмахăм - СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çĕр-шыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ пирки. Вăл хăйĕн ĕçĕпе, калăпланă сăнарĕсемпе пин-пин куракана кулянтарнă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ, шухăша янă.
“Пурнăç парнеленĕшĕн тавах!”
“Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мăнаçланатпăр, тепĕр чух кăштах - хăратпăр та... Упрăр хăвăра - сирĕнсĕр пурнăç та çук...” - залра пухăннă хĕрарăмсем пĕринчен тепри хитререх, сумлăрах та, вĕсене саламлама сцена çине тухакан арçынсем кăшт пăлханнине каçармалла та-тăр... “Эсир пурри пирĕншĕн - телей.
ноябрь 22nd
“Çамрăксен хаçачĕ” 22.11.2013
"Кил-сурт" 22.11.2013
Куç тулли савăнăç - виçĕреш
Çемьере кĕтнĕ ача çурални яланах савăнăç кÿрет, ашшĕ-амăшне телей парнелет. Куç хупман каç тăтăшах пулсан та пепке йăл кулма тытăнни, шăлĕ тухни, вăл утма-калаçма хăнăхни кăмăла çĕклеççĕ - ача ÿсет-çке, мăн çын пулать. Мăшăр пĕр харăсах икĕ ачана алла тытни тăтăшах тĕл пулать, анчах хĕрарăм кăкăр айĕнче виçĕреш йăтса çÿрени - тахçан пĕрре çеç.
Çука юлмалли тепĕр меслет
Пĕр пĕлĕшĕм хурланса калаçрĕ: «Лайăх çемьере çитĕнтĕм, аслă пĕлÿ илтĕм, ют çĕр-шывсене час-часах каятăп. Кунĕн-çĕрĕн ĕçленипе шалу пысăк тÿлеççĕ. Атте-анне пулăшнипе, хам тăрăшнипе хулара хваттер туянтăм, анчах çемье çавăрмашкăн йĕркеллĕ каччă тупаймастăп. Вăхăчĕ улшăнчĕ-ши? Е пурнăçа ăнланми пултăм-ши? Паллашатăп та тĕлĕнетĕп: йĕкĕтсем эрех ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ... Нумаях пулмасть 23 çулти Сашăпа çывăх калаçрăм. Вăл нумай укçа выляса илес тĕллевпе вăхăтне букмекер кантурĕнче ирттерет. Пĕррехинче мана уçăлма чĕнчĕ те тусĕсемпе паллаштарма кафене илсе кайрĕ.
Пĕчĕк чухне пĕчĕк хуйхă, пысăклансан...
Амăшĕн кунне Раççейре 1998 çултанпа паллă тăваççĕ. Ăна çĕр-шывăн пĕрремĕш Президенчĕн Борис Ельцинăн Указĕпе килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче уявлама йышăннă. Праçнике Патшалăх Думинчи Хĕрарăм, çемье тата çамрăксен ĕçĕсене йĕркелесе пыракан комитет пуçарнă. Унăн тĕллевĕ - çын пурнăçĕнче анне чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртасси, кун çути парнелекене мĕн ĕмĕр тăршшĕпех сума суса пурăнасси. Уяв умĕн нумай ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсемпе çыхăнтăм. «Ача пĕчĕк чухне пĕчĕк хуйхă, пысăклансан - пысăк хуйхă», - тенĕ ваттисем.
Психолог çемйинче те харкашу пулать
Паян - Раççейри психолог кунĕ. Официаллă майпа йышăннă уяв мар пулин те ăна çак енпе вăй хуракансем 2000 çултанпа паллă тăваççĕ. Çакă психологи пурнăçри чылай тытăма витĕм кÿнине, унсăрăн çивĕч ыйтусене татса пама йывăррине çирĕплетет. Чăн-чăн психологăн епле пулмалла? Уншăн мĕн хаклă? Çак тата ытти ыйтăва Шупашкарти «Çемье» центрта ĕçлекен Галина МИЛЛИНА хуравларĕ. Унăн шухăшĕпе - юлашки 5 çулта çынсем психологипе ытларах кăсăкланаççĕ, специалистсемпе çыхăнаççĕ, ятарлă литературăпа хăйсем тĕллĕн паллашма тăрăшаççĕ.
Страницы
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 2264
- 2265
- 2266
- 2267
- 2268
- 2269
- 2270
- 2271
- 2272
- …
- следующая ›
- последняя »