Архив

апреля 25th, 2014

25 Апр, 2014

Ака уйăхĕнчи çанталăк

Уйăхăн улттăмĕш кунĕнче тăрнасем кăшкăрсан çĕр ĕçченĕшĕн çул ăнăçлă килет.
Ака вĕçĕнче каçсем уяр, çăлтăрлă тăрсан çав çул тухăç вăйлă пуласса кĕтмелле.
Ака уйăхĕ шывпа, çу - курăкпа пуян теççĕ.
Апрель ăшă, хĕвеллĕ тăрсан май сивĕ килет имĕш.
Аслати авăтмасăр ăшă килмест теççĕ.
Хурăн шывĕ тулăх юхсан çулла çанталăк çумăрлă тăрать.
Чĕкеçсем кăнтăртан ирхине вĕçсе килсен çанталăк уяртать.
Çирĕк çулçă маларах кăларсан çу йĕпе пулать, хурăн иртерех /пуçласа/ çулçă кăларсан çу типĕ килет теççĕ.

25 Апр, 2014

Пулăсене мĕн çитермелле?

Иртнĕ çул ялта пĕве чавтартăмăр. Карас ярса хăварнăччĕ. Хĕл каçрăмăр ĕнтĕ. Пулăсене мĕнпе апатлантармалли шухăшлаттарать.

Николай Урмаков. Патăрьел районĕ, Еншик.

25 Апр, 2014

Пĕрмаях тарлатăп

Питĕ хытă тарлатăп. Лавккана кайса килетĕп – йĕп-йĕпе, картишне тухса сурăхсене апатлантарса кĕретĕп – каллех йĕпе. Çав хушăрах хамăн мĕн ыратнине те пĕлместĕп. Мĕнле чир-ши манăн?

Юлия Николаева. Вăрмар районĕ.

25 Апр, 2014

КАМĂН МĔН ЫРАТАТЬ?

Сыпăсем сурсан. Çур литр банкине 1 стакан кĕвелĕк тата туличчен ыраш çăкăрĕ тĕпретсе ямалла. Çакăн хыççăн кĕленчене 1 чей кашăкĕ апат соди хушса хупламасăрах 5 сехетлĕхе ăшă вырăна лартмалла. Кайран хутăша марля витĕр сăрăхтармалла. Марльăна хайхи шĕвекпе йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла.

25 Апр, 2014

Вăрманта пушар ан алхастăр

ЧР Министрсен Кабинечĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче вăрман пушарĕсене пула шар курма пултаракан ял-поселокăн переченьне çирĕплетрĕç. Ку списока 16 ял, сад юлташлăхĕсем, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем тата экономика объекчĕсем кĕреççĕ. Шăмăршă районĕнче çакнашкал 7 ял вырнаçнă, Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕсенче - 2-шер, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче - 1-ер.

25 Апр, 2014

Кам вăл пирĕншĕн Яковлев?

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ. Мĕнпе паллă вăл чăваш тĕнчишĕн? Шăпах çак кун, 166 çул каялла, Мăн кун эрнинче, Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Виççĕмĕш куннех амăшĕсĕр тăрса юлнă, ашшĕ камне пĕлмесĕр çитĕнекен ача Пахомов чăваш çемйинче кĕтес тупнă.

25 Апр, 2014

Чĕлхене ытларах юратма пулăшать

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртет. Ăна кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Çак акци çинчен РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат Алена АРШИНОВА мĕн шухăшлать-ши? Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире телефонпа:

Страницы