Архив - Çамрăксен хаçачĕ

февраль 26th, 2015

26 Фев, 2015

Амăшĕн кĕлли ывăлне вилĕмрен çăлнă

Интернетра паллашса çемье çавăрнă мăшăр пайтах халĕ. Женьăпа Ларисăн туйпа вĕçленнĕ юратăвĕ те социаллă сетьрен пуçланнă. Тĕрĕссипе, хĕрпе чи малтанах Женьăн юлташĕ çыхăну йĕркеленĕ. Анчах пикене тĕлпулăва чĕнмешкĕн ниепле те хăюлăх çитереймен. Тусĕ ирĕк панипе хĕр патне Женя çырма тытăннă. Унтанпа пилĕк çул иртнĕ.

26 Фев, 2015

Кушакĕсене урама, çынсем патне, кăларма шикленет

Людмила Гаранина Шупашкарта çĕнĕ çуртра туяннă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçман-ха - юсав ĕçĕсем çеç ирттерет. Хальлĕхе стенасене те обой çыпăçтарман, урай та сарман. Кунта кушаксем пурăнаççĕ. Алăка уçса кĕрсенех куç-пуç чарăлса кайрĕ - кун чухлĕ кушак пĕр пÿлĕмре чупнине хальччен курманччĕ.

26 Фев, 2015

“Лашаран ĕçчен чăваш арçыннин шăрши кĕрет”

Кама кăна тĕл пулмастпăр-ши шăпа пÿрнĕ çул çинче? Пурăнан пурнăçра журналист профессине вăхăтлăха улăштарса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пиччĕшĕн, Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче кун çути курнă Александр ИГНАТЬЕВĂН, юбилейĕнче кĕрекеçĕ пуласса эпĕ тĕлĕкре те тĕлленмен.

26 Фев, 2015

Аудиторирен - казармăна

«Салтак ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар», - тенĕ ваттисем. Ара, тăван-пĕтенрен, тус-тантăшран вăхăтлăха уйрăлса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе аякри çĕрсенче пурнăçласси нихăçан та çăмăл пулман. Мăн асатте-кукаçисем хĕсметре 25 çул тăнă. Хальхи вăхăтра çак служба çулталăкпа танлашать. Апла пулин те салтак пăттине çиесрен тарса çÿрекен сахал мар. Салтак тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакан яш чăн-чăн арçын мар. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Алексей Еразумов çак сăмахсемпе туллин килĕшет.

26 Фев, 2015

“Эпĕ çĕнтерессе ĕненни вăй-хал хушать”

Юлашки вăхăтра Чăвашра спорт аталанни куçкĕрет. Çамрăк спортсменсем чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ маттур, ăста пулнине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕç. Самбистсем, биатлонист, çăмăл атлетсемпе хăвăрт утакансем... Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Раççейĕн спорт гимнастики енĕпе пĕрлештернĕ командинче икĕ чăваш пики пур. Вĕсенчен пĕри - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче вĕренекен Полина Федорова. Пĕлтĕр пике спорт гимнастики енĕпе Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

26 Фев, 2015

Упăшка килтен тухса кайрĕ

Вăркакан ăшăма пусарма пĕртен-пĕр тус, "Çамрăксен хаçачĕ", пурришĕн савăнатăп. Çулăмсăр çунакан чунăма никам умĕнче те уçма çук. Икĕ хĕрĕм ытла айван, пĕри - 10, тепри 8 çулта кăна. Çемье пурнăçне ăнкарма ĕлкĕрейменскерсене ачаллах амантас килместчĕ те... Анчах ашшĕ килтен тухса кайнăранпа иккĕшĕ те хампа пĕрле хурланса йĕреççĕ. "Пăхман хĕвеле пăхтараймăн" - тесе пĕлмесĕр каламаççĕ. Мăшăрăма тытса чарас тесе тем тăвăттăм, чуна парăттăм - çук... Кашни хусканăвĕ, калаçни, хĕрĕмсемпе выляни, урока хатĕрленме пулăшни...

февраль 19th

19 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 6 (6047) № 19.02.2015

Уроженец Новочебоксарска режиссер Павел Корчагин победил на кинофестивале в США. 3 стр.

За жестокое убийство знакомого осужден на 14 лет.  4 стр.

Семен Фомин перенес из родной деревни дом в Чебоксары. Он стоит до сих пор. 5 стр.

Владимир Михайлов поднял ногу... там только лохмотья брюк. 9 стр.

19 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 6 (6047) № 19.02.2015

Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Павел Корчагин режиссер АПШри кинофестивальте çĕнтернĕ. 3 стр.

Пĕлĕшне тискеррĕн вĕлернĕшĕн 30-ти арçынна колоние 14 çуллăха ăсатнă. 4 стр.

Хумма Çеменĕ тăван ялтан Шупашкара çурт куçарса килнĕ. Вăл халĕ те пур. 5 стр.

Владимир Михайлов сулахай урине çĕкленĕ... унта шăлаварĕ çеç çапкаланнă. 9 стр

19 Фев, 2015

Дмитрий Медведев: “Кризиспа кĕрешес ĕçе малалла тăсăпăр”

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ене виçĕ çул каялла, 2012 çулта, Президент тивĕçĕсене пурнăçланă чухне килнĕччĕ.

19 Фев, 2015

Енчĕке çÿхетет... чир-чĕр

Республикăра грипп тата ОРВИ анлă сарăлнă. Шупашкарти шкулсем карантина хупăнчĕç. Хамăр, ачасем чирлесен тÿрех аптекăна чупатпăр. Кÿкеçри аптекăсенче те кăнтăр кунĕнчех черет, пурте эмел туянаççĕ. Аптруши, чир-чĕр çаклансан енчĕк самаях çÿхелет.

Страницы