Архив - мая 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

мая 5th

Çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Хальхинче вăл улттăмĕш хут иртрĕ, ăна чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Конкурса республикăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 44 çын, ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшăннă. Ĕçлекен çамрăксен пултарулăх ĕçĕсем — сахалрах. Хĕрсем хастартарах пулнине палăртмалла.

Пире тăнăç пурнăç парнеленисене хисеплесе Çĕнтерÿ кунĕнче пĕчĕккисем те, аслă ÿсĕмрисем те парада хутшăнаççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре çар техникине çулленех курма пулать. Пĕлтĕр парада лаша спорчĕн çар тĕсĕпе — джигитовкăпа — интересленекенсем хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Ача килте çук чухне ашшĕ-амăшĕ яланах кулянать: шкула кайнă е килнĕ чухне çул çинче темĕн сиксе тухасран та, юлташĕсемпе уçăлса çÿренĕ вăхăтра та... Анчах тĕпренчĕкĕ килте Интернетра ларсах инкеке çакланма пултарассине аслисем тавçăрмаççĕ те.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче акан 27-мĕшĕнче иртнĕ премьера çинчен каласа кăтартиччен малтан ЧР тава тивĕçлĕ артисткин, режиссерăн Наталия Сергеевăн ĕçĕсем кăмăла кайнине палăртас килет. Çавăнпа унăн спектаклĕсене хаваспах çÿретĕп.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче инкек пулнă. Коммунистсен урамĕнче çĕкленекен 12 хутлă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче взрыв кĕрленĕ. Малтанхи версие ĕненес тĕк, дизель компрессорĕ сирпĕннĕ. Унăн çумĕнче икĕ газ баллонĕ пулнă. Инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тепĕр тăваттăшне, йывăр суранланнăскерсене, больницăна ăсатнă. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче больницăра тепĕр çын вилнĕ. Бригадăра 20-40 çулсенчи арçынсем ĕçлени паллă. Хур курнисен йышĕнче Чăваш Ен çыннисем те пур. Ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ следовательсем ăна тĕпчеççĕ.

Пĕр кунхине редакцие шăнкăравларĕç. «Пирĕн шкулта 1-мĕш тата 2-мĕш чĕрĕксенче ачасене акăлчан чĕлхи йĕркеллĕ вĕрентмерĕç. Урок ирттермесĕрех журнала паллăсем лартнă, чĕрĕкне те пĕтĕмлетнĕ. Халĕ те акăлчан чĕлхи учителĕ эрнере пĕр кун çеç килет.

«Тăвалла пулсан та малаллах» девизпа пурăнать çывăх тусăм, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче кун çути курнă Валерий РАШТАВ сăвăç.

Шупашкарта пурăнакан 92 çулти Пелагея Латухина çамрăк чухнехи сăнÿкерчĕкне кăтартсан: «Эпĕ кăтраччĕ. Хĕрсем шÿтлесе: «Çÿçне касар», — тетчĕç. Халĕ вăл шуралчĕ», — тесе йăл кулчĕ. Пурнăçĕнче кашни йывăрлăха чăтма пултарнă вăл. Никама та усал туман, пурне те ырă çеç суннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Нина Смирновăна ырă кăмăллă йĕкĕтпе паллаштарнă, ылханлă çав вăрçах ăна савнисĕр тăратса хăварнă.

Страницы