Архив - 9 Июл, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

9 Июл, 2015

Ăна сăр пулли вилĕмрен хăтарнă

Вăрçă... Çак сăмах пĕлтерĕшне ытла та ир ăнланма тивнĕ 1941-1945 çулсенче шкул сукмакне такăрлатнă ачасен. Кашнин тенĕ пекех ашшĕ, пиччĕшĕсем, куккăшĕ-йыснăшĕ Гитлер эшкерĕпе çапăçнă. Хăйсем выçăллă-тутăллă пурăннă, колхоз хирĕнче аслисен ĕçне кÿлĕннĕ.

9 Июл, 2015

Пулас кĕрÿ Мускавран майрапа таврăнчĕ

«Кÿршĕ тăванран çывăхрах», - тетчĕ анне. Çапла. Кÿршĕ пулăшмасăр çурхи, кĕрхи ĕçсене вăхăтра туса çитерейместĕмĕр. Пĕччен утă çулса типĕтесси те чĕр нуша. Веркка кÿршĕпе пĕр кашăкран çименни кăначчĕ. Вĕсен нÿхрепĕнче мĕн пуррине, пăчки-мăлатукĕ ăçта упраннине те пĕлеттĕм. Кÿршĕсемпе савăнса пурăнаттăмăр. Пĕр уява та вĕсемсĕр ирттерместĕмĕр... Пурнăç çулĕ пăрăнăç. Паян Верккана чÿречерен курсан урама ура ярса пусма шикленетĕп. Туххăмрах çухăрашма пуçлать. Хам та чăтса тăмастăп, хĕрĕме кÿрентерме памастăп. Ара, пирĕн Иринăпа унăн Володи мăшăрлă пулмаллаччĕ те. Йĕркипе пуçлам-ха.

9 Июл, 2015

Пуян арçынсене чăтма пултараймастăп

Пирĕн çĕршывра кăларакан кинофильмсем килĕшме пуçларĕç. Канмалли кунсенче кăтартаканнисене пăхма уйрăмах кăмăллатăп. Вăхăтра ерçÿ тупаймасан вĕсене Интернет урлă куратăп. Чылайăшĕ Инди фильмĕсем пек пĕрешкел пулин те интереслĕ. Нумайăшĕнче Раççей актерĕсем инçетри хуларан е таçти шăтăкри ялтан Мускава телей тупма кайнă хĕрсен пурнăçне сăнлаççĕ. Пĕрисем чапа тухмашкăн, теприсем вĕренме кĕмешкĕн, виççĕмĕшĕсем укçаллă пулмашкăн çул тытаççĕ унта. Хăшĕ-пĕри таса юрату шырать, анчах унашкаллисен тавра хуйхă-суйхă ытларах явăннăн туйăнать.

Страницы