Архив - Мар 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

март 14th

Эпир упăшкапа 35 çул каялла Аслă типĕ вăхăтĕнче мăшăрланнă. Çак вăхăтра туй тума, çемье çавăрма юраманнине халĕ пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ун чухне вара никам та çакăн çинчен шухăшламан, иккĕленмен те. Мĕншĕн тесен пурте хăйне атеист тесе шутланă. Халĕ нумай шухăшăмăр улшăнчĕ, венчете тăрас тетпĕр. Анчах иккĕленÿ пур, çапла тума юрать-и.

Кошелевсен çемйи.

Çĕрпÿ районĕ.

Ăнсăртран вăрлăх лавккинче мелотри текен ÿсен-тăран куç тĕлне пулчĕ. Ытараймасăр туянтăм, анчах еплерех ÿстермеллине пĕлместĕп. Тĕрлĕ кĕнеке-журналта пăхкаларăм, ун çинчен çырнине тупаймарăм. Кĕскен те пулин ăнлантарсан аванччĕ.

Любовь КАЛИНИНА.

Помидор калчисене чылайăшĕ малтан ешчĕксене акать, кайран пĕчĕк чÿлмексене куçарать. Унтан тин яланхи вырăна, йăрансене лартать. Хăш-пĕр пахчаçă вара калчасене ытлашши амантмасăр çитĕнтермелли меслетпе те усă курать. Чылайă­шĕ ăна стрессăр ÿстернĕ калча тесе калать.

март 13th

Сăмах - алоэ пирки. Унпа тĕрлĕ çĕр-шывра мĕн авалтанпа сиплевре усă курнă. Çак ÿсен-тăран пирки темĕн чухлĕ каласа парсан та паха енĕсене пĕтĕмĕшле уçса пама йывăр. Мĕншĕн тесен вăл питĕ нумай чирпе ăнăçлă кĕрешме пулăшать. Паян хăш-пĕр рецептпа паллаштарар-ха.

Куçа курăнман питĕ пĕчĕк сăвăс жележица пуçарнă ÿт чирĕнчен демодекозран хăтăлма çăмăл мар. Тута, сăмса тавра тухса тулнă шатрасем ятарлă крем сĕрсен те йăлтах çухалмаççĕ. Чир пĕрре лăпланать, унтан каллех вăй илет. Çак мелсемпе тимлĕ сипленни чылай чухне пулăшма кирлĕ.

март 7th

ЧР Пуçлăхĕн стипендине кăçал ял хуçалăхĕнче тăрăшакан 22 çамрăк тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче Йĕпреç районĕнчи «Агропромкомплект» тулли мар яваплă общество ветеринарĕ Алина Быкова та пур. Елчĕк пикишĕн Лаша çулталăкĕ уйрăмах ăнăçлă пуласса шанас килет.

Пурăннă пулсан çыравçă, Чăваш ÿнерçисен союзĕн правленийĕн 2001-2005 çулсенчи председателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Эктел нарăс вĕçĕнче 64 çул тултармаллаччĕ. Шел, культура ĕçченĕ, «Калем» кĕнеке издательствин никĕслевçи пирĕнтен сакăр çул каялла уйрăлса кайрĕ.

Страницы