Архив - Мар 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

март 21st

21 Мар, 2014

Пĕрле чухне йывăрлăх та чăрмав мар

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ историе кĕрсе юлĕ. Çак кун Крым Раççейпе пĕрлешрĕ. Ку икĕ еншĕн те савăнăçлă пулăм. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, Сергей Аксенов премьер-министр, Севастополь мэрĕ Алексей Чалый килĕшÿ алă пуснине курнă май чылайăшĕ савăнннипе куççульне чарайман.

21 Мар, 2014

“Тĕлĕкре те кĕвĕ тĕлленет”

Людмила Кинер юрăç тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор чăваш эстрадине çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ. Пултаруллă та канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм пĕр вырăнта ларма пĕлмест. Ялан таçта васкать. Унăн пĕр вăхăтрах аслисем валли те, ачасем валли те юрăсем хайлас килет.

21 Мар, 2014

Чун апачĕ çеç мар, хуйха пусаракан та

Пин-пин çын эрне куна чăтăмсăррăн кĕтет - канмалли кунсем çитнипе те мар, «Çамрăксен хаçачĕн» çĕнĕ номерĕ тухнипе. Кăларăма 1996 çултанпа çырăнса илекен чылай. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Хаçатăн чи çывăх тусĕсемпе тĕл пулма Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕке çул тытрăмăр.

21 Мар, 2014

Урокра статьясене тишкереççĕ

«Çамрăксен хаçачĕн» юбилейлĕ номерне пичете хатĕрленĕ май ялти шкула çитсе куртăм - Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче чăваш хаçачĕсĕр чăваш чĕлхи урокĕ иртмест.

Малалла вулас...

21 Мар, 2014

“Медпулăшу тÿлевсĕрри лайăх, анчах...”

Пирĕн тăрăха тăхăр уйăхлăха килнĕ нимĕç хĕрĕ Лиза Поггель - Германири Мюнстер хулинчен. Шкулта тăван мар икĕ чĕлхе вĕреннĕ вăл - акăлчанла тата вырăсла. Лиза çак чĕлхесемпе çăмăллăнах калаçать. Унăн амăшĕ Матина тата ашшĕ Дитэр вара журнал кăлараççĕ. Çул çÿрев кăларăмĕ валли амăшĕ статьясем çырать, ашшĕ сăн ÿкерет.

Малалла вулас...

март 18th

18 Мар, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи пиллĕкĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Лаша çулталăкĕ» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Туянчĕ, курчĕ... те çĕмĕрчĕ» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун сакки» рубрикăра «Хамăр яла ан варала», «Асап - турă панă инкек мар» корреспонденцисем пичетленнĕ.

март 15th

март 14th

14 Мар, 2014

“Тăваннисем пек юратаççĕ”

Пирĕн республикăра ют ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемье сахал мар. Пĕрисем икĕ е ытларах шăпăрлана тăван ачи пек ÿстереççĕ. Хăшĕ-пĕрин ырă ĕç тунă çынсене сивлеме чĕлхи çаврăнать. Вĕсен шухăшĕпе - ачасене укçа-тенкĕшĕн илнĕ имĕш. Анчах Çĕр çинче утакан-чупакан пĕчĕк чуна нухратпа епле виçейĕн?

14 Мар, 2014

Чир-чĕре пăхмасăр - çитĕнÿ патне

Иртнĕ эрнере Сочире Паралимп вăййисем уçăлчĕç. Çак уява курма «Фишт» стадиона халăх йышлăн пухăннă. Йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх - Олимпиадăринчен 3 пин билет ытларах сутăннă.

Страницы