Амăшĕн укçипе
Амăшĕн капиталĕ çинчен калакан федераци саккунĕ ĕçе кĕнĕренпе пирĕн республикăра 750 çын ачисене патшалăх укçипе вĕрентес тĕллевпе заявлени çырнă.
Амăшĕн укçипе çемьери кирек хăш ачана та вĕрентме юрать (аслă шкулта е колледжра вĕренме пуçланă вăхăтра 25-рен аслă пулмалла мар çеç). Вăл укçапа вĕреннĕ тапхăрта общежитире пурăннăшăн тÿлеме те май пур – республикăра унашкал 9 заявление пăхса тухнă.