Архив - Мар 2015 - Хресчен сасси

март 18th

18 Мар, 2015

Ăста аллинче ĕç вылять

Тимĕр хапха çинче икĕ çунатне çапса халь-халь шартлатса авăтса ярасла автансем, çÿлелле кармашакан пакшасем, пуçĕсене мăнаçлăн каçăртнă акăшсем... Çÿллĕ тимĕр хÿме çинче вара тискер чĕрчунсем, килти выльăх-чĕрлĕх «хуçаланать». Вĕсен кăмăлне çĕклесе юнашарах çил арманĕ кăлтăртатса ларать.

18 Мар, 2015

Салтак сăмахĕ витĕмлĕ те кăсăклă

Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмашари пуçламăш шкул-ача садне çÿрекенсем отставкăри подполковнике, Хĕçпăшаллă Вăйсен çарĕнче службăра тăрса çĕршыва хÿтĕленĕшĕн 3 степень орденне тивĕçнĕ, Афган вăрçине хутшăннă Михаил Федорович Севостьянова куç илмесĕр тенĕн итленĕ.

18 Мар, 2015

Тăлăха тăвăл хуçайман

- Асаппа çитĕнтĕмĕр эпир, - терĕ Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Сытина вăрçă çулĕсене асаилнĕ май. - Анне каланă тăрăх - атте вăрçа кайнă чухне /1941 çулхи кĕркунне/ эпĕ виçĕ уйăхри ача пулнă. Сăпкара выртнă. Аслă пичче 7-мĕш класра вĕреннĕ.

18 Мар, 2015

«Шурă пир сарса кĕтсе илĕç»

Кăçал Аслă Çĕнтер. пулнăранпа 70 çул çитет. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 400 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 178-шĕ каялла таврăнайман.

Мана фронтовик-ентешсен кун-çулĕ тахçанах канăç памасть. Акă ман умра - сарăхнă çырусем, тĕрлĕ документ, сăн.керчĕксем...

Малалла сăмах паттăр салтак, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă, хисеплĕ механизатор, пирĕнтен 34 çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлнă, ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ Петр Павлович Павлов çинчен пулĕ.

18 Мар, 2015

Ютран килекенсене пулăшма

Чикĕ леш енче пурăнакан Раççей çыннисем хăйсен ирĕкĕпĕ тăван çĕршыва куçса килнĕ чухне çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Унпа вĕсене Раççей Федерацийĕн патшалăх программи тивĕçтерет. Нумаях пулмасть Дмитрий Медведев премьер-министр программăна пурнăçлама Раççей регионĕсене 180 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Субсидие тивĕçекен 54 регион хушшинче Чăваш Республики те пур.

март 13th

13 Мар, 2015

Ырана хăвармасăр

Асăрханăр: хĕвел! Хĕвел пайăрки халĕ йывăçсемшĕн уйрăмах хăрушă пулма пултарать. Кĕркунне йывăçсене шуратса хăварман пулсан çакна халĕ тума май пур. Анчах çанталăк 5 градусран сивĕрех пулсан йывăçа шуратма кирлĕ мар. Çакна та шута илĕр: 2-5 çул каялла лартнă йывăçсене шуратмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсен хуппи чĕрченкĕ, сиенленме пултарать.

Туратсене тĕрĕс иртмелле. Типсе хăрнă, шăннă, чирлĕ туратсене касса пахча тулашĕнче çунтармалла. Тунката хăварса касмалла мар. Йывăç турачĕ çурăлса аннă пулсан ăна вулли çумне лайăх çирĕплетсе пралукпа çыхмалла.

13 Мар, 2015

«Маншăн яланах кĕлтăвăр»

Ăнлантарса парăр-ха: вилнĕ çыншăн мĕншĕн кĕлтумалла; Мĕн парать ку вĕсене?

Людмила ВАСИЛЬЕВА.

Игнатий (СУРАНОВ) иероманах, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти чирк. настоятелĕ хуравлать.

– Мĕншĕн кĕлтумалла-и; Пĕрремĕшĕнчен, Таса Чирк. ĕненсе кĕлтуни çыннăн леш тĕнчери пурнăçне çăмăллатни çинчен калать. Çакăн пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмелле мар. Турă пире пĕр-пĕрне юратма хушнă. Вилнисемшĕн кĕлтуса эпир вĕсене юратнине кăтартатпăр.

март 11th

11 Мар, 2015

Перекетлĕх пурнăç тытать

Кăçал инфляци шайĕ ÿсессе кура бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен тупăшĕ чакма пултарасси никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк, Комсомольски тата Канаш районĕсен депутачĕсемпе, хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулнă май çакăн çинчен шарламасăр иртмен.

Страницы