Архив - 10 Сен, 2014 - Хресчен сасси

10 Сен, 2014

Çутă сăнарĕ халăх асĕнче

Чăваш Ен авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР икĕ хут Геройĕн Андриян Николаев космонавт-летчикăн 85 çулхи юбилейне чыслăн палăртрĕ. Сăмах май, çак кун унăн амăшĕ Анна Алексеевна та çуралнă.

10 Сен, 2014

Кемĕр чăвашĕсем патĕнче

Чăваш хăй ĕмĕрĕнче ăçта кăна çитсе тĕпленмен пулĕ. Пĕрисем пусмăрçăсенчен юта тарнă, теприсене выçлăх хăваланă. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Кемĕр облаçне куçнă йăхсем паян та чăваш йăли-йĕркине ахах-мерчен пек упраççĕ, ăна пуянлатса пыраççĕ.

10 Сен, 2014

Сывă çынра вăй вылять

2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕ-сенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей – спорт çĕр-шывĕ" форум иртĕ. Çавна май Чăваш Енри спорт аталанăвĕн хăш-пĕр страницисене уçас терĕмĕр.