Архив - Чăваш хĕрарăмĕ

март 21st, 2015

21 Мар, 2015

Командировка

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Килтен тухсанах тĕл пулнă карчăкăн кăмăлĕ лайăх пулчĕ пулас. Палăртнă çĕре питĕ ăнăçлă çитрĕм. Телейĕме пула хамăн çамрăк чухне юратнă тусăм Оля килтех пулчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне мăшăрпа ирттерме Турă çырман пулĕ тесе урăх каччăпа пĕрлешме шухăшламан. Çут тĕнчене килнĕ пĕртен-пĕр ачипе йăпанса пурăннă.

март 14th

14 Мар, 2015

Каçармарĕç...

Юратнипе асапланатăп. Çак ыратăва лăплантарма нимĕн те пулăшмасть. Хама ниепле те алла илейместĕп. Çавăнпах «юрату - усал» текен шухăш патнех пырса тухрăм. Арçынсем, ютти патне чупсан та - ан юратăр! Хăвăра çеç асап кÿрĕр.

14 Мар, 2015

Тăван пекех хаклă хаçат

Шупашкар районĕнчи Апаш ял тăрăхĕнчи Марина Голованова почтальона ватти-вĕтти таранах лайăх паллать. «Хăй те, хĕрĕсем те пăрчăкан пекех, урамра çил-тăман алхасать-и, чашлаттарса çумăр çăвать-и е шăрăх-и, калама çук правурскерсем хаçата кирек хăçан та вăхăтра валеçеççĕ.

14 Мар, 2015

Çĕршыв мар, хамăр айăплă

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, паян актер, журналист укçи-тенкипе выçă вилетĕн. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатасси, пĕр-пĕр кĕтес туянасси çинчен шухăшламалли те çук. Çавăнпа та кану кунĕсем пирки пачах манса кайса темиçе çĕрте вăй хума тивет.

14 Мар, 2015

Сцена çинче суйнине чăтма пултарайман

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсем астăвăм каçĕ йĕркелени - çирĕпленнĕ пулăм. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче РСФСР, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Родионов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

14 Мар, 2015

Халăх театра çÿрет-и, спектакль пăхма юратать-и?

Зоя ВАСИЛЬЕВА, 60 çулта:

- Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. Ачасене класĕпех ялтан Шупашкара театра илсе килеттĕмĕр. Кайран спектакльти ĕç-пуçа пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Колхоз ĕçченĕсем те ушкăнпа пуçтарăнса билетсем туянатчĕç. Çавăнпах хамăра культура пурнăçĕнчен аякра тăнă теме сăлтав çук. Халĕ те хĕрĕмпе ывăл патне хулана хăнана килсессĕн театрах чун туртать. Ачасем премьерăна каймашкăн билет парнелени те - савăнăç. Халĕ кăтартакан чăваш спектаклĕсенчен нумайăшне курнă. Архиврисемпе те паллашас килет. Вĕсене «сенкер экранпа» тăтăшрах кăтартсан тем пекехчĕ.

14 Мар, 2015

Республика Пуçлăхĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ

Влаçăн тĕрлĕ шайри юппине нумай чухне халăхшăн “тăрăшманшăн” сăмах лекет. Çав вăхăтрах пирĕнтен чылайăшĕ хамăрăн пурнăçа çăмăллăх кÿрекен йышăнусем пирки пĕлмест те. Ыйту: мĕн тумалла?

14 Мар, 2015

Аннесем ăрăва тăсма май туса парĕç-ши?

"Хыпар" Издательство çурчĕ тĕрлĕ районта уявсем ирттернĕ май нумаях пулмасть Елчĕке çитрĕ. Районти библиотекарьсемпе культура çурчĕсенче ĕçлекенсем пуçтарăннăччĕ тĕл пулăва. Елчĕксем чăвашла калаçнипе журналистсем кăмăллă пулчĕç темелле - чылайăшĕ палăртрĕ çакна.

Чăн та, тăван чĕлхе чăннипех шăпчăк юрри евĕр янăрать. Çепĕç те ачаш, илемлĕ вăл. Чĕлхе - пирĕн мул, пуянлăх, мухтав. Шел, çакна пурте ăнланмасть. Çавăнпах сăмахлăхăмăра упрама, ăна хисеплеме-юратма чылайăшĕ ăнтăлмасть.

14 Мар, 2015

"Власов следователь" шăнкăравлать..."

Пĕлтĕртенпе "Власов следователь" Шупашкарти нумай çемьене шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ. Пулăшас тĕллевлине пĕлтернĕ вăл. Чăннипе вара хăй пуйма тăрăшнă. Мĕнле-и? Çынсене тăванне уголовлă яваплăхран хăтарма укçа кирлине систернĕ. Именмесĕрех çĕр пин тенкĕрен пуçласа ытларах ыйтнă. Хăшĕ-пĕри ку ултав иккенне тавçăрайман... Тĕрĕссипе майĕ те пулман-тăр, ытла та çирĕппĕн калаçнă ултавçă.

Страницы