Архив - Июн 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

июня 5th

5 Июн, 2017

Тарăн лартатăп

Ăста пĕр пахчаçă мана помидорсене тĕрĕс лартма вĕрентнĕччĕ.

Помидора çĕре май пур таран тарăнтрах вырнаçтарма тăрăшатăп — пĕрремĕш çулçă таранах. Малтанах шăтăка шыв яратăп, унтан калчана тăпрапа витетĕп, текех шăвармастăп. Май пур чухне тымар тавра сапакан тăпрана çĕрĕкпе е кĕлпе хутăштаратăп.

5 Июн, 2017

Ачалăх Вунă çуллăхĕ пуçланать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес çул Ачалăх вунă çуллăхĕ пуçланасси çинчен указ кăларнă. Ăна çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Вăл 2027 çулччен тăсăлĕ.

Çакна 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе ĕçлекен Наци стратегийĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине шута илсе ачалăха хÿтĕлес енĕпе патшалăх политикине лайăхлатса пырас тĕллевпе йышăннă. Указа право информацийĕн интернет-порталне вырнаçтарнă. Правительствăна малтанхи икĕ çулти тĕп мероприятисен планне 3 уйăхра çирĕплетме хушнă.

5 Июн, 2017

Ăшă сăмах хĕлле те ăшă

Ыттисен хушшинче палăрса-уйрăлса тăракан хĕрарăм çинчен ыйтсан Красноармейскисем тÿрех Клавдия Васильева çинчен аса илчĕç. Пăрчăкан пек вăр-варскер çинчен калаçмасăр епле чăтăн-ха? Таçта та ĕлкĕрет, ырă кăмăлĕпе чун ăшшине такам валли те çитерет, пулăшу ыйтакана нихăçан та хирĕçлемест хĕвел пек сарă хĕрарăм.

Страницы