Анне-атте ачисене ĕçлеме вĕрентрĕ
Патăрьел районĕнчи Йăлăм Патăрьелĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕпе производство объекчĕсем совет саманинче «Батыревский» совхоза кĕнĕ. Халĕ вĕсен пĕр пайĕпе Анатолий Лялькин хресчен-фермер хуçалăхĕ усă курать. ЧР Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ иртнĕ уйăхра ăна выльăх ĕрчетекен çемье фермине аталантармалли грант пама йышăннă.