Архив - Июн 2017 - Хыпар

июня 22nd

22 Июн, 2017

Чăваш эстрада юррин амăшĕ, е «Паян мана эп манса кайнă çăлтăрсем вăратрĕç...»

Смирнова-Асамат Светлана Васильевна Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăшра çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Василий Степановичпа Александра Андреевна Степановсем – иккĕшĕ те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ ялти интеллигентсем.

22 Июн, 2017

Эп – сăвăç! Сăмахсен хуçи. Ман ăс-тăнра – шырав уççи...

Хам та сисрĕм: васкатăп, васкатăп –
Пур çĕре те çитессĕм килет.
Чунăмпа-чĕремпе эп туятăп –
Шелсĕр вăхăт çĕмрен пек вĕçет!
 
Ытларах юратма, тен, пуçларăм
Çынсене, хĕвеле, пĕлĕте...
Кун-çула йĕрлесе тин хак патăм:
– Пурнăçран хакли çук нимĕн те!
 
Йăнăшни, такăнни, ах, мĕн чухлĕ!
Тÿрлетеймĕп эп халь вĕсене...
Питĕ тертлĕ иккен чăнлăх çулĕ,
Çулăмпах çунтарать чĕрене.
 
Пурпĕрех пуçăма эп усмастăп.

22 Июн, 2017

Кĕл çинче те тымар яма пултарнă чăваш, е Республика кунĕ умĕн пуçа килнĕ шухăшсем

Мĕн тума килет çын, этем тени çĕр çине?

22 Июн, 2017

"Вести Чувашии", (№ 23 (1543)) от 17 июня 2017 года

июня 21st

21 Июн, 2017

Эфирта — «Хыпарçăсем»

Чăваш наци телекуравĕнче «Хыпарçăсем» çĕнĕ кăларăм ÿкерчĕç. Ăна Александр Магарин ертсе пырать. Ку хутĕнче ăна пулăшакансем вара Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктория Вышинская тата «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова пулчĕç.

21 Июн, 2017

Нил МОРОЗОВ: Яланах паттăр ĕçсем тума вĕрентнĕ

Паянхи çамрăксем çĕршыв тăнăçлăхне упраса хăварассишĕн пурнăçне те шеллемен аслă ăру çыннисемпе мăнаçланма тивĕç. Çапла шухăшлать Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, общество ĕçĕн хастарĕ Нил Гаврилович МОРОЗОВ.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă

21 Июн, 2017

Ача-пăча хорĕ чăваш юррисене те шăрантарĕ

Татьяна ДМИТРИЕВА, ЧР Культура министерствин халăх пултарулăх секторĕн заведующийĕ:

— Кунашкалли халĕччен пирĕн хутлăхра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче те пулман — Республика кунĕнче Чăваш Ен халăхне Раççей ачисен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе Анне палăкĕ умĕнче пуçласа савăнтарĕ. Унăн репертуарĕ чăннипех пуян, «Пусть всегда будет солнце» юрăран пуçласа «Вместе весело шагать» таранах.

Страницы