Архив - Мар 2015 - Хыпар

март 27th

27 Мар, 2015

Саккас килет - кăтарту ÿсет

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 24-мĕшĕнче В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне тата чăлха-трикотаж фабрикине çитсе курчĕ, рабочисемпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевича вĕсем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Çынсене ытларах пурăнмалли çурт-йĕр илесси, тĕп хулан çĕнĕ микрорайонĕсене инфратытăма хывасси, «Çамрăк çемье» программа епле пурнăçланни, подъезд умĕсемпе картишсене хăçан хăтлăх кĕртсе пĕтересси, ытти кăсăклантарать. Чылайăшне Михаил Игнатьев Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа пĕрле хуравларĕ.

27 Мар, 2015

Деклараци кĕтет инспекци

2014 çулшăн уйрăм çынсем хăйсен тупăшĕ çинчен отчет тумалли вăхăт вĕçлениччен /вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать/ тата уйăх ытларах çеç юлчĕ. Деклараци кампанийĕ мĕнле пыни, унăн уйрăмлăхĕсем çинчен Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин заместителĕнчен Светлана АРИСТОВĂРАН ыйтса пĕлтĕмĕр.

27 Мар, 2015

«Кризис тĕрĕслевĕнчен чыслăн тухăпăр...»

Чăваш Республикин финанс ведомствин ертÿçине Светлана Енилинăна ахальтен мар журналистсемшĕн «уçă министр» теççĕ. Светлана Александровна тăтăшах пичет тата электронлă кăларăмсен ĕçченĕсемпе тĕл пулать, республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарать, нимĕнле ыйтăва та хуравсăр хăвармасть. Министрăн хальхинче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцин теми - иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тата 2015 çулти кризис «хĕсĕрленĕ» тапхăрта пурнăçламалли мерăсем. Чылай çивĕч ыйту республикăн финанс политикипе çыхăннă.

27 Мар, 2015

Хĕвеле Уйăх хупларĕ

"Иртнĕ эрнекун Çĕр çинче çутçанталăкăн тĕлĕнмелле пулăмне сăнама тÿр килчĕ. Пĕлес килет: Çĕр чăмăрĕн хăш кĕтесĕнчен Хĕвеле Уйăх хуплани аванрах курăннă-ши? Мĕн вăхăта тăсăлнă çак пулăм?

В.ЕФРЕМОВ.

Шупашкар районĕ.

Уйăх Хĕвеле йăлт хупланине час-часах кураймăн. Çакна хальхинче Фарер утравĕсем тата Шпицберген архипелагĕнче пурăнакансем çеç чи нумай вăхăт хушши - 2 минут та 46 çеккунт - сăнама пултарнă.

27 Мар, 2015

«Хĕрлĕ Хĕрес»: пулăшас та сиплес!

Пĕтĕм Раççейри "Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне кулленех çын йышлă çÿрет. Сахал тупăшлисем, нумай ачаллисем, инкеке е йывăр лару-тăрăва лекнисем пулăшу шыраса килеççĕ. Теприсем - çак ушкăна мĕнле те пулин тĕрев пама тăрăшакансем, çавна май апат-çимĕç, çипуç, гигиена хатĕрĕсем, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем тата ыттине сĕнеççĕ.

Чăвашсен тараватлăхĕнчен тĕлĕннĕ

27 Мар, 2015

«Хыпар» хаçата вăхăтра валеçмеççĕ

Эпир, 80 çулсенчи ватăсем, çырăнтару тапхăрне час-часах иртнĕ вăхăтрипе танлаштаратпăр та иккĕленÿ туйăмĕ çуралать: пичет кăларăмĕсене çитес çур çулта илсе тăмашкăн тăкакланмалла-и е тăкакланмалла мар-и? Тĕслĕхрен, "Хыпар" хаçатшăн почта уйрăмĕнче - 737,70 тенкĕ тÿлемелле, альтернатив мелĕпе /малалла - а/м/ - 144 тенкĕ, "Кил-çурт, хушма хуçалăхшăн" - 192,66, а/м 81 тенкĕ, "Сывлăхшăн" - 215,4, а/м 81,7 тенкĕ, "Пурнăç çулĕ" кăларăмшăн - 330, а/м 171 тенкĕ. Хаçатсене çур çуллăха 1475 тенкĕлĕх çырăнайăп. Çав шутран 998-шĕ почта тытăмĕнче юлать.

27 Мар, 2015

Александра ДЕВЕРИНСКАЯ: Тĕлĕкре халĕ те утатăп

Тĕнче рекордсменкин ячĕ паянхи кун та çÿл тÿпери çăлтăр пек ялкăшать. Çĕнтерĕвĕсем халĕ те пирĕн асра, çамрăк спортсменсене пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Чăваш халăхĕн сумлă та паллă çынни мартăн 19-мĕшĕнче çавра юбилейне уявларĕ.

Страницы