Архив - 13 Сен, 2014 - Хыпар

13 Сен, 2014

Анатолий КУЗЬМИН: «Республика пурлăхĕ çулленех тупăш кÿрет»

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин тивĕçĕ - çĕр лаптăкĕсемпе, куçман пурлăхпа усă курассине тухăçлă йĕркелесси, республика хыснине налук шутланман тупăш ытларах хывтарасси, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси. Ведомство ку тĕллеве мĕнле пурнăçлать-ха?

13 Сен, 2014

Юрă-кĕвĕ - тĕп вырăнта

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче музыкăна хисепленине пĕлетĕп-ха. Çав çулсенче ачасене юрă-кĕвĕпе мĕнле меслетсемпе туслаштарнă? Çак ĕç-хĕле камсем туса пынă? Çав çулсенче мĕнле юрăсене ытларах кăмăлланă?

И.МИХАЙЛОВА.

13 Сен, 2014

Хула илĕртет

Чăваш Енре хăш çулсенче халăх ытларах хулана пурăнма куçнă?

А.АРТЕМЬЕВ.

Тăвай районĕ.

Урбанизаци - çĕр-шывра, регионта, тĕнчере хуласен шучĕ, общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ ÿсни. Çак юхăм ĕç вăйĕн куçăмне, демографи лару-тăрăвне, çынсен пурнăçне, культурăна, ытти тытăма улшăнусем кĕртет.

13 Сен, 2014

«Канаш» 80 çул каялла мĕн çырнă?

Алăра - "ЧАСС Республикĕнчи ПСК/б/П Обкомĕн, Тĕпĕçтăвкомĕн тата Совпрофăн кашни кун тухакан хаçачĕн" - "Канашăн" /халĕ "Хыпар"/ - 1934 çулхи кăларăмĕсен тĕрки. Ăна 80 çул каялла ĕçтешсем мĕн çинчен çырнине, çав вăхăтра халăха мĕн кăсăклантарнине пĕлес килни уçса пăхма хистерĕ.

13 Сен, 2014

Тутарпа чăваш ят-сумне çĕклекен ентеш

Пархатарлă та вышкайсăр пуян шăпа Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари медицина академийĕн профессорĕн, Пĕтĕм тĕнчери аграри пĕлĕвĕн тата информатизаци академийĕсен чăн академикĕн И.Н.Никитинăн.

Страницы