Вăрмарсем ентешне асра тытаççĕ
Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Совет Çарĕн отличникне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль кавалерне Виктор Гаврилова асăнса урам командисен хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.
Кăçал ăна саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртăва 5 урам команди хутшăнчĕ. Спортсменсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Виктор Гавриловăн шăллĕ, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов ăшшăн саламларĕç.