Архив

сентября 27th, 2014

27 Сен, 2014

«Нацисен кросĕ» йыхравларĕ

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Нацисен кросне" 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. 2009 çултанпа ăна республикăри мĕн пур хулапа районта ирттерме тытăннă. Иртнĕ вырсарни кун та хĕвеллĕ ăшă çанталăк хастар халăха çăмăл атлетикăри тĕнчери чи пысăк старта йыхравларĕ. Ăмăртăва 59 пин ытла ентеш хутшăнчĕ.

Çак старт кĕркуннехи хăйне евĕр уяв пулса тăма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Аслă ÿсĕмрисем те старта тухрĕç. Акă, сăмахран, кăçал чи аслисем - 84-ри Миранда Кольцовăпа 81-ти Леонид Никифоров.

27 Сен, 2014

Эх, пахчи, Кăнар пахчи...

Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Кăнарсем пĕри тепринчен хитререх те илемлĕрех пурăнма тăрăшнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Кашни килтех вун-вун тĕрлĕ кĕл чечек ÿстереççĕ. Куçа йăмăхтаракан хĕп-хĕрлĕ тĕмсем хăйсем патне катаранах кăчăк туртаççĕ.

27 Сен, 2014

Çилпе вĕçнĕ çамрăклăх

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕ кунсем пиртен аякка та аякка юлаççĕ. Вăрçă ветеранĕсен йышĕ те çулсерен сахаллансах пырать. Пурăнаканни те паян куçĕ япăх курнипе, хăлхи илтменнипе, алли-ури итлеменнипе асапланать. Вăр-варлăхне çухатманнисем питех те сайра.

27 Сен, 2014

Тимĕр вăййипе туслисем вăйлă та хăюллă

Спорт уявĕ савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Унта пăхаттирсемпе вĕсен тренерĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов саламларĕ. «Чăваш Енре спорта аталантарас енĕпе вун-вун ĕç пурнăçланать. Чаплă керменсем çĕкленеççĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусемпе спорт мероприятийĕсем иртеççĕ.

27 Сен, 2014

Хăнасене йышăнма хатĕр-и?

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн министрĕпе Владимир Аврелькинпа тата тĕп хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Шупашкарти общество апатланăвĕпе суту-илÿ предприятийĕсен ĕçĕпе паллашнă, вĕсем «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.

27 Сен, 2014

Пултарулăх - кашни ачарах

Чăваш Республикин приоритет ыйтăвĕсенчен пĕри - ачасемпе çамрăксен пултарулăхне уçмалли тата аталантармалли условисем йĕркелесси. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пурнăçламалли Наци стратегине тытса пырассипе ĕçлекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ шăпах çак темăпа иртрĕ.

27 Сен, 2014

«Муркаш çăмарти»

"Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" АУО çăмартисене туянма шухăш тытрăр тăк - сирĕн кăштах черет тăма тивет-тĕр. Умра пĕр 5-10 çын пулатех. Тĕрлĕ брендлă çак çимĕç халĕ суту-илÿре пайтаххине кура, килĕшетĕр пуль, тĕлĕнмеллерех.

Страницы