Архив - Авг 2018

Август 14th

Паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасне паллă тăватпăр. Çавăн пекех халăхра ăна Маковей /асап тÿсекен Маковеевсемпе çыхăннă/, Шыв сăпасĕ теççĕ. Çак кун ялсенче пусăсене хĕле хатĕрлеççĕ, вĕсене лайăх тасатаççĕ. Пĕрремĕш Сăпасран вĕлле хурчĕсем хĕл валли пыл пуçтарма пуçлаççĕ. «Пыл сăпасĕччен кăçал пухнă пыла çиме юрамасть», — теççĕ ваттисем. Çĕнĕ пыла чиркÿре сăвапланă хыççăн кăна астивмелле-мĕн. Сăмахăм паян Сăпас пирки кăна мар-ха. Алена Узбековăн «Российская Газета» хаçатра пичетленнĕ «Вĕçсе пĕтерчĕç» статйи шухăша ячĕ.

«Хыпар» хаçатра хăйсен тивĕçĕсене хастар пурнăçласа пыракан старостăсем çинчен çырнă статьясене кăмăлласа вулатăп. Старостăсен статусне ÿстерес ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕн утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе явнине МИХсем урлă пĕлтĕмĕр.

Август 13th

Çулла... Мĕн тери ырă вăхăт! Ăшă, хĕвеллĕ кунсенче пушă самант тупăнсанах кам пĕве-кÿлĕре е тинĕсре чăмпăлтатма ĕмĕтленет, кам хĕвел питтинче хĕртĕнсе пиçĕхесшĕн, теприсем кимме ларса пулă тытма васкаççĕ... Велосипедпа ярăнасси те çулла — чи анлă сарăлнă киленĕç.

Хисепесе çапла чĕнеççĕ ăна ялта. Шураç ялĕнче 90-ран иртни 1927 çулта çуралнă Нина Шленская кăначчĕ. Çĕртме уйăхĕнче салтак арăмĕ Мария Тарасова та тăхăр вунă теçетке урлă урлă каçрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 136 çын хутшăннă, 55-шĕ каялла çаврăнса çитеймен. 123 салтак арăмĕнчен те паян пурăнакансем иккĕн çеç: Нина Шленскаяпа Мария Тарасова.
Сăмахăм Мария çинчен. Ашшĕ Николай Андреевич мăшăрĕпе Матрена аппапа 3 хĕрпе 3 ывăлне пурнăç парнеленĕ.

«Арçури» авторĕн М.Федоровăн ашшĕн пиччĕшĕ Элекçей Хурапхаран Хурăньялти пĕр тăлăх хĕр патне киле пырса кĕнине нумайăшĕ пĕлеççĕ. Паянхи унăн йăхĕнчи мăнукĕн мăнукĕсем те çирĕплетеççĕ çакна. Вĕсем Хĕлип Петтин ачисем — Александровсем.
Михаля Шĕнерпуçĕнче ăс пухнă, унтах вĕрентнĕ. Хурăньялти куккăшĕсене манман вăл: Кăшарни, Сурхури, Çветке эрни, Раштав, Мăнкун, Пукрав уявĕсенче çитме тăрăшнă. Çуран мар паллах — лав тытса. «Улпут килчĕ!» — тенĕ Хурăньялта.

Страницы