Архив - 5 Апр, 2018

5 Апр, 2018

Юрăсенче наци сĕмĕ пултăр

«Ĕлĕкрен мăнаçлă паттăр чăвашсен пур — Киремет», — ĕнĕрленĕ пĕчĕк чухне Екатерина Му-райкина. Виçĕ çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Таня аппăшĕнчен юлас темен — пĕрле юрланă, кĕвĕ çеммипе çаврăннă. Купăс калакан ашшĕ хĕр пĕрчисен ташшине курса савăннă. Ун умĕнче — 19- мĕш хут йĕркеленĕ «Кĕмĕл сасă» конкурсăн пулас çĕнтерÿçи пултарулăхри пирвайхи утăмсем тунă. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ ăмăртура Екатерина Мурайкина гран-прие тивĕçнĕ. <...>

Зал мĕншĕн пушă?

5 Апр, 2018

Театр колоннине ыталаса макăрнă

«Сывлăша ахаль пăсса пурăнман, чăваш халăхĕнчен намăс мар, куракан умĕнче айăплă туймастăп. Чуна парса ĕçленĕ, çиелтен шăйăрттарман. Кашни сăнара тарăннăн сухаланă. Куракан пурнăçне илемлетме, çăмăллатма тăрăшнă.

5 Апр, 2018

Африкăри ресторансенче крокодил ашне çиеççĕ

Екатерина Андрейко тăван тăрăхран аякра пурăнать пулин те çуралнă кĕтесне манмасть. Трак ен пики ашшĕ-амăшĕпе кашни кун телефонпа калаçма май тупать. Нумаях пулмасть вăл Африкăран çывăх çыннисене курма килсе кайрĕ. Хастар çамрăкпа шăпах çавăн чухне тĕл пултăмăр.

Страницы