Архив - 24 Авг, 2017

24 Авг, 2017

Иртет пурнăç... мунчара

Мускавра ĕç тупса параканĕ шăнкăравласан тепĕр куннех Чĕкеç Ваççукĕ хăйĕн бригадине пуçтарчĕ — кам мĕн шухăшланине пĕлме, йыхрав тăваканăн сĕнĕвне сÿтсе явма. Пиллĕкĕн çÿреççĕ вĕсем, темиçе çул ĕнтĕ, пĕр улшăнми. Пурте лайăх пĕлекенсем, юлташсем, тăвансем. Чăн та, хальхинче Петĕр пулмарĕ, арăмĕн пиччĕшĕ çĕнĕ хваттер туяннă та ăна юсама пулăшать-мĕн, ку хутĕнче Мускава пыраймассине е, Ваççукпа ыттисем килĕшсен, каярах пыма пултарассине вăл шăнкăравланă чухнех пĕлтерчĕ.

24 Авг, 2017

Йÿçĕ пылак

«Аттеçĕм Атăл»  роман-трилоги сыпăкĕ

Ура çинче тăрсах çуннă пăтă çинĕ хыççăн патруль хулан пушанса юлнă тĕп урамĕпе малалла утрĕ. Кĕтмен çĕртен салтаксем хăйсене такам чĕннине илтрĕç. Виçĕ хутлă çуртăн подћезчĕ умĕнче плащ тăхăннă ватă нимĕç тăрать. Аллисемпе хăлаçланса тем ăнлантарать.

— Пулăшу ыйтать. Кĕрсе курмаллах пулать, — терĕ аслă лейтенант утнă хушăрах пистолет кобурине тĕрĕслесе.

24 Авг, 2017

Николай СОРОКИН: «Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ вăй илессе шанатăп»

Николай Михайлович Сорокин писатель, журналист, публицист 1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă.

24 Авг, 2017

Ĕмĕр манми ырă ят хăварчĕ

Чăваш халăх писателĕпе Георгий Васильевич Красновпа /сăн ÿкерчĕкре/ эпĕ 1992 çулта Чăваш Республикин чи паллă шкулĕнче, Шупашкар хулин Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче, паллашрăм. 1992-1993 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасене вĕрентме лицея Георгий Краснов çыравçă килессине пĕлтерчĕç. Ку хыпар учительсене пурне те, уйрăмах пире, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, савăнтарчĕ. Ара, паллă проза ăстипе, фантастика хайлавĕсен авторĕпе пĕрле пĕр шкулта вĕрентĕве кÿлĕнетпĕр-çке!

24 Авг, 2017

Анатолий КИБЕЧ: «Халăх ачи тата тĕрĕс çын пуласчĕ тесе тăрăшрăм»

— Анатолий Ильич, тÿрех калатăп, эсир сакăр вунна çитнĕ тенине ниепле те ĕненес килмест. Сăнран пăхсан та, утнине сăнасан та самай çамрăкрах пек. Ăс-тăнпа пул-тарулăх çинчен каламăпăр та, пĕтĕмпех куç умĕнче.

24 Авг, 2017

«Çынсем кăшкăрса пулăшу ыйтнине халĕ те тĕлĕкре куратăп»

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕ Арменишĕн хурлăхлă кунпа асра юлнă. Çав кун унта, 29 çул каялла, çĕр чĕтреннине пула хуласемпе ялсем тĕпĕ-йĕрĕпе арканнă, 25 пин ытла çын пурнăçĕ татăлнă...

Çуртсем вырăнĕнче — кирпĕч купи

24 Авг, 2017

Пысăк та телейлĕ çемье пирки ĕмĕтленет

Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ аякри Мурманск хулинче контракт мелĕпе службăра тăракан Андрей Исаев кашни отпускрах тăван тăрăха килет. 18 çул тултарсан патшалăх ăна хваттерпе тивĕçтернĕ.

24 Авг, 2017

Универсиадăра палăрнă

Тайваньте Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада иртет. Чăваш Ен чысне унта виçĕ спортсмен хÿтĕлет: Владислав Поляшов, Евгения Шелгунова, Дарья Спиридонова.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕрарăмсен командисем спорт гимнастики енĕпе ăмăртнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди унта пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак йышра Чăваш Ен хĕрĕсем те — Евгения Шелгуновăпа Дарья Спиридонова — пулнă.

Страницы