Архив - 28 Апр, 2017

28 Апр, 2017

Шкула, студентсем, шкула!

Паян Чăваш Республикинче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи студентсен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăнаççĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕсем Çамрăк журналистăн «Студентла медиа» шкулĕнче пĕлÿ пухĕç.

28 Апр, 2017

Çамрăксен çара каяс килтĕр

Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсенчен пĕри — «Раççей Федерацийĕнче çар службине малашне те лайăхлатасси çинчен». Унта пĕтĕмпе 12 хушу палăртнă.

28 Апр, 2017

Тăван тăрăха – 72 çултан

Муркаш тăрăхĕнчен çапăçу хирне 9845 çын тухса кайнă. 5491 салтака тăванĕсемпе çывăх çыннисем кĕтсе илеймен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул иртнĕ хыççăн вĕсенчен пĕри тинех тăван тăрăха «çитнĕ»: Юнкă ял тăрăхĕнче паттăр салтака Петр Илугина тепĕр хут пытарнă.

28 Апр, 2017

Кивĕ Эйпеçсем çил арманĕ ăсталанă

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕ тирпейлĕхĕпе, илемĕпе кăна мар, хăйне евĕрлĕхĕпе те уйрăлса тăрать. Ку енĕпе вăл республика конкурсĕсене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Ялта çамрăксен, ачасен паркĕсем, ача-пăча лапамĕ, икĕ фонтан пур.

28 Апр, 2017

Ĕç укçи 30 пин тенкĕрен кая мар пулмалла

Çак виçене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юнкунхи ларăвĕнче асăнчĕ. Чăваш Ене пысăк технологиллĕ производствăсем ытларах кирли пирки каланă май çав предприятисенче ĕçлекенсен шалăвĕ çак виçерен кая мар пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Тепĕр тесен ларура ĕç укçипе çыхăннă ыйтăва темиçе хут та çĕклерĕç. Малалла вулас...

Страницы