Архив - 23 Мар, 2017

Ангина чирĕн паллисем тата сиплев мелĕсем çинчен Нелли ЯКОВЛЕВА терапевт каласа парать.

Ангина /тонзиллит/ — инфекци чирĕ. Вăл организма чир микробĕсем лекнипе пуçланать. Карланкăра, сăмса хăвăлĕнче, чĕлхе кăкĕ çумĕнчи миндалинăсенче, çăвар маччинче аталанать. Ытларах стрептококк микробĕсем чирлеттереççĕ.

Петуни чечекĕ вун-вун тĕрлĕ тĕспе тĕлĕнтерет. Çулла çеçке çурма пуçлать те мĕн шăнтичченех куçа илĕртет вăл. Чечеке пăхасси кăткăс мар, вăл чăтăмлă, тăпрана та тиркемест. Кăпăшка, пулăхлă çĕр çинче вăйлă сарăлса каять, чечекĕсем йышлă, çăра пулаççĕ. Пĕр çул ÿсекен çак чечеке таçта та курма пулать: ялти чечек пахчисенче, хулари газонсемпе вазонсенче, балконти куршаксенче.

Пĕчĕк чухне вăл радио калаçма пуçласанах ăна чарса хунă, чăваш тата вырăс юррисене мар, чикĕ леш енчисене кăсăкланса итленĕ. Пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарассине тĕлĕкре те курман. Пурнăç çулĕ вара тÿрĕ çеç пымасть, кашни пăрăнăçра кĕтменлĕхпе тĕл пулатăн. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн редакторĕ Алена Арсентьева ача чухне радиожурналистика енĕпе кайма палăртман. «Шкул пĕтернĕ хыççăн пачах урăх енпе вĕренме каясшăнччĕ. Гуманитари дисциплинисем кăсăклантарман мар-ха — вырăс чĕлхипе литературине кăмăллаттăм. Тĕрлĕ аслă шкула документсене кайса патăм. «Пĕрне вырнаçаймасан теприне кĕретĕпех», — тесе шухăшларăм. Çапла И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологи уйрăмĕн студенчĕ пулса тăтăм», — каласа кăтартрĕ Алена.

Вăрмана çитсе курман çын пур-ши? Епле илемлĕ унта, сывлăш уçă. Хăвна урăх тĕнчене лекнĕн, утăм тумассерен кулленхи пурнăçран аяккалла тарнăн туятăн. Çÿллĕ йывăçсем пĕлĕтелле кармашаççĕ, пĕчĕк хунавсем вĕсенчен юлас мар тесе тапаçланаççĕ. Ача чухне çак илемлĕх çут çанталăк асамĕ тесе шухăшлаттăм. Ку ĕçре этемĕн тÿпи те пур. Вăл асамçă пекех: йывăçсене пурнăç парать, хунав лартсан ăна хăйĕн ачине пăхнă пекех ÿстерет, вăл симĕсленсе ешерме тытăнсан савăнать, вăй илеймесен пăшăрханать... Сăмахăм — вăрман ĕçченĕ пирки. Çĕрпÿри участок лесничествин участок ертÿçи Александр Егоров хăйĕн ĕçĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Вăрман уншăн тахçанах тупмалли юмах евĕр мар.

Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерти Лидия Алексеевнăпа Николай Иванович Ефремовсем 56 çул пĕрле кун кунланине пĕлсен тÿрех çакнашкал ыйту çуралчĕ: «Пĕр-пĕрне тÿссех пурăнтăр-и?» «Çук, тÿссе мар, савăнса пурăнатпăр. Тÿпелешсе курман, кăвак пит-куçпа çÿремен», — хуравларĕç хисеплĕ ватăсем.

«Ку салтак хăçан каять?»

Эпĕ мĕнле пурăнатăп: хам пурăнас тенĕ пек-и е урăхла-и? Пушăн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ премьера хыççăн çак ыйту нумай куракана хумхантарчĕ-тĕр. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева Александр Островскин «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» хайлавне çĕнĕрен сцена çине кăларни драмтеатр 100 çул тултарнă тĕле чăн-чăн парне пулчĕ. Спектакль художникĕ — Светлана Зверева, ташăсене ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зоя Александрова лартнă, постановкăна ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Лолита Чекушкинăн тата Алексей Айгин кĕввисемпе илемлетнĕ. Пьесăна вырăсларан чăвашла И.Антонов куçарнă

«Алло! Изман кирлĕччĕ! — шăнкăртатрĕ редакци телефонĕ, ăна шăпах эпĕ тытнăччĕ. — Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвартан шăнкăравлатăп. Пирĕн ялти пĕр çемьере тĕлĕнмелле лару-тăру: амăшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать, икĕ ывăлне пăрахса хăварнă. Выçăпа, хĕç пек, типсе хытса ларчĕç, çимелли çук вĕсен. Ачасем эрни-эрнипе шкула каймаççĕ. Килте питĕрĕнсе лараççĕ те алăкран шаккасан никама та уçмаççĕ. Кун пирки шкул та, ял тăрăхĕн, район администрацийĕсем те, опекăпа попечительлĕх органĕ те, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси те, инспектор та пĕлеççĕ. Тÿсейменнипе прокуратурăна шăнкăравларăм, асăрхавсăр ачасем çинчен пĕлтертĕм. «Хут çырса парăр», — терĕç. Юлашки шанчăк — «Çамрăксен хаçачĕ» кăна. Изман корреспондент пирĕн яла темиçе хутчен те килнĕччĕ, çивĕч материалсем çырса пĕтĕм яла тĕлĕнтернĕччĕ. Килĕр, тархасшăн». Хăйĕнпе шкулти ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представителĕ тесе паллаштарнă хĕрарăмăн чун ыратăвне хуравсăр хăвармарăмăр.

Страницы